Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрри (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑратар-и юрату юрри?

Куҫарса пулӑш

Савнӑ туспала // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 86 с.

Ҫакна кӑна пӗлет Лена, ҫак паянхи кӗрхи кунсенче унӑн чӗринче чӑн-чӑн ҫуркунне хуҫаланчӗ, пӗтӗм тӗнче телейлӗн ҫуталчӗ, юрату юрри юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унта та кунта ҫывӑрма пӗлмен ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ ир пуҫланни ҫинчен тӗнчене пӗлтерсе, мухтав юрри шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн мухтавлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ, хӑюлӑхӗпе ҫутӑ сӑнарӗ пирӗн вӑхӑтри писательсене те хӑюллӑ, илемлӗ произведенисем ҫырма, революци ӗҫне парӑннӑ ҫынсене мухтав юрри юрлама хавхалантарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Поэтӑн «Чаплӑ вилӗм юрри», «Шухӑш», «Паян», «Ҫӗнӗ ҫул», «Татӑк ҫӑкӑр тупасшӑн», «Ҫӗпӗртен ярса панӑ сӑвӑ», «Рабочисен юрри», «Каҫхи сасӑ» сӑввисем уйрӑмах революци шухӑшӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Урамра кӑнтӑрла та, каҫ та салтак юрри, хӗрарӑм макӑрни, хурланса кӑшкӑрашни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑл кӗнекере ӗҫкӗ юрри те юрату юрри — хурлӑхлӑ, салхуллӑ юрӑсем кӑна.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫӗнӗ сӑвӑ, халӗ ҫеҫ ҫырнӑ вӑл ӑна, халӑх юрри евӗрлӗ…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав концертра утмӑл ҫынлӑ хор вун виҫӗ чӑваш юрри юрласа панӑччӗ, — ун ҫинчен хулара питӗ нумайччен ырӑпа асӑнчӗҫ, дворян хаҫачӗсем те мухтаса ҫырчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ял варринчи пушар каланчи ҫинчен радио сасси янраса кайиччен малтан лаштра йӑмрасем тӑрринче кураксем шав тума, шӑнкӑрчсем шӑхӑрма тытӑнаҫҫӗ, укӑлча енчен — яла кӗме юратман тӑри юрри илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шавлӑ хуларан тухса килнӗ хыҫҫӑн кунта ҫав тери шӑп, ирӗклӗ, хаваслӑ кайӑк юрри чуна ҫӗклентерет.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсенче Николай шухӑшлӑхсӑр пуҫне урӑх нимӗн те асӑрхамарӗ, вара хӗрӗн шӑпчӑк юрри пек юратӑвӗ иртсе кайнӑ юрату ҫеҫ пулӗ тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юрату вӑл — шӑпчӑк юрри пек пулмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Халь те ҫав вӑхӑт асамлӑ пурнӑҫ юрри пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

— Ҫут тӗнчере шапа юрри те килӗшӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юрри те унӑн ҫынсеннинчен урӑхларах, салхуллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Ытти чух салтак юрри ӗнӗрлеме те тытӑнмалла, халь пуҫра ним те пӑтранмасть, ӑшра кӑна лайӑх та ырӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ял вӗҫӗнче ҫамрӑксен юрри ҫӑл шывӗ шӑнкӑртатса юхнӑ пек янӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Надежда Бабкинан «чӗртекен» юрри халӑх творчествин атмосферине кӗрсе ӳкме май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Герӑпа Хӗлип «ыран праҫник, ӗҫер» тесе, черкке хыҫҫӑн черкке тӳнтерчӗҫ, часах пӗр-пӗрне ытакласа, тӗрме юрри юрлама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хулари хваттер // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех