Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрри (тĕпĕ: юрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирӗксерех Андрей Кузнецовӑн юрри пуҫа кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш ярӑнать, ҫамрӑк пике евӗр курӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61043

Салтак юрри шӑрантармалли тапхӑр ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак аттине 1400 ар тӑхӑнӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60665

Ҫурт хӑпартрӑмӑр, мӑнуксене тата вӗсен ачисене сӑпка юрри юрласа утьӑкка сиктертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Сасартӑк вӑл ял хӗрринчи ҫеремре хӗрсен вӑййине курать, вӑйӑ юрри илтет:

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Вара хор каллех юрату юрри юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрату юрри вӗҫленсен, пӗр кӗске саманта шӑп кӑна (шӑп кӑна!) пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑх, вӑл ытла та шӑп пулнипе, пуҫ мимине ыраттарса кайнӑн та туйӑнчӗ, анчах залри икӗ пин ҫын, ҫивӗч те пӑхӑнтаракан команда тӑрӑх тунӑ пекех, ытла та пӗр харӑс алӑ ҫупса яни ҫак шӑплӑха кӗтмен ҫӗртен патах татса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Тунсӑхлӑрах янӑрарӗ юрату юрри, итлекенсен чӗрине кас-кас тем пӑчӑртаса илнӗнех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Юрату юрри ҫынсем патне, вӗсен чӗрине тӳрех мар, кӑшт тӑрсан ҫеҫ ҫитрӗ пулмалла, анчах вӗҫне тухиччен вӑл вӗсене йӑлтах ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Эсӗ ҫулталӑк хушши Ленинградри пӗр ача ҫуртӗнче ӳссе аталансан, эпӗ сана хампа пӗрле илтӗм, сана питӗ нумай чухне хам сӑпка юрри юрласа ҫывӑратрӑм, ҫавӑнтан пуҫласа музыкӑна юратма та вӗрентрӗм.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унта Испани патриочӗсемпе пӗрле интернационаллӑ бригада фашизма хирӗҫ кӗрешнӗ — Ваня «Испани паттӑрӗсен юрри» ятлӑ юрӑ ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Савӑнӑҫ юрри» ятлӑ вӑл:

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӗр каҫхине Ульккапа Кирик Шемердяновсен кирпӗчрен тунӑ пысӑк пӳртне ӗҫкӗ-ҫикӗ юрри янратса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫекен ҫыннӑн ӗмӗрхи юрри ку.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Верӑн сасси хурлӑхлӑ сӑпка юрри пекех янӑрать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрату юрри юрланӑ пек ҫепӗҫҫӗн калаҫакан украинецсемпе пӗрле эпир Аркалык хулине ҫӳрекен вырӑнти пуйӑс ҫине лартӑмӑр, тепӗр кун кӑнтӑр иртсен хамӑра хушнӑ вырӑнта анса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

«Ӑш-чикки» тенӗрен, чӑваш ҫамрӑкӗсен революцичченхи пӗр юрри аса килчӗ:

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫавӑнтах вилесле аманнине чӑтаймасӑр кӑшкӑрни тӑри юрри пек тӳпенелле ҫӗкленчӗ:

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш халӑх юрри.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра шӑпчӑк юрри чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирхи шӑпчӑк юрри.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех