Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрлӑр (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Турра, хамӑр тӗрекӗмӗре, хавассӑн мухтаса юрлӑр; Иаков Туррине янӑравлӑн, кӑшкӑра-кӑшкӑра мухтавлӑр!

2. Радостно пойте Богу, твердыне нашей; восклицайте Богу Иакова;

Пс 80 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Турра мухтаса юрлӑр, тӳпере, авалхи тӳпере, ҫӳрекен Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтӑр.

Куҫарса пулӑш

Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне мухтаса юрлӑр, пӗлӗтсем ҫинче Ҫӳрекене аслӑласа мухтӑр; «Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа» тейӗр, Унӑн умӗнче савӑнса тӑрӑр.

5. Пойте Богу нашему, пойте имени Его, превозносите Шествующему на небесах; "Имя ему - Господь", и радуйтесь перед Ним.

Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Тунӑн ятне аслӑласа юрлӑр, чаплӑлӑр, мухтавлӑр Ӑна.

2. Пойте славу имени Его, воздайте славу, хвалу Ему.

Пс 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Юрлӑр, Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр; юрлӑр, Патшамӑра мухтаса юрлӑр: 8. Турӑ — пӗтӗм ҫӗрӗн Патши; ӑстайлӑн та килӗшӳллӗн юрлӑр.

7. Пойте Богу нашему, пойте; пойте Царю нашему, пойте, 8. ибо Бог - Царь всей земли; пойте все разумно.

Пс 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа аслӑлӑр, Ӑна вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтавлӑр; 3. Ӑна мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; хӗлӗхне килӗшӳллӗн янӑратӑр: 4. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ — чӑн, Унӑн пур ӗҫӗ те шанчӑклӑ.

2. Славьте Господа на гуслях, пойте Ему на десятиструнной псалтири; 3. пойте Ему новую песнь; пойте Ему стройно, с восклицанием, 4. ибо слово Господне право и все дела Его верны.

Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, Ӑна мухтаса юрлӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр: 6. Унӑн ҫилли — саманта анчах, ырӑ сунни — ӗмӗр тӑршшӗне: каҫхине йӗртет, ирхинех савӑнтарать.

5. Пойте Господу, святые Его, славьте память святыни Его, 6. ибо на мгновение гнев Его, на всю жизнь благоволение Его: вечером водворяется плач, а на утро радость.

Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Сион тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен халӑхсем хушшинче пӗлтерӗр: 13. Вӑл юн тӑкнӑшӑн шыраса илет; вӗсене астуса тӑрать, пусмӑр тӳсекенсем йӗрсе йӑлӑннине манӑҫа хӑвармасть.

12. Пойте Господу, живущему на Сионе, возвещайте между народами дела Его, 13. ибо Он взыскивает за кровь; помнит их, не забывает вопля угнетенных.

Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑна пӗтӗм сӑмахӑрпа мухтавлӑр, тӳрӗлӗх Ҫӳлхуҫине тав туса юрлӑр, ӗмӗрсенӗн Патшине аслӑлӑр.

Прославляйте Его всеми глаголами уст ваших и благословляйте Господа правды и превозносите Царя веков.

Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр.

23. Пойте Господу, вся земля, благовествуйте изо дня в день спасение Его.

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Давид ҫав кунхине Асафпа унӑн тӑванӗсене Ҫӳлхуҫана аслӑласа мухтамашкӑн пӗрремӗш хут мухтав юрри панӑ: 8. Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр, Унӑн ятне асӑнӑр, халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр; 9. Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр; 10. Унӑн сӑваплӑ ячӗпе мухтанӑр; Ҫӳлхуҫана шыракансенӗн чӗри хаваслантӑр; 11. Ҫӳлхуҫана, Унӑн вӑй-хӑватне шырӑр, яланах Унӑн сӑнне шырӑр; 12. Вӑл пултарнӑ кӗтретсене, Ун хӑвачӗн паллисене, Вӑл каланӑ йӗркесене астуса тӑрӑр, 13. эсир — Израиль вӑрлӑхӗ, Унӑн чурисем, Иаков ывӑлӗсем, Турӑ суйласа илнисем!

7. В этот день Давид в первый раз дал псалом для славословия Господу чрез Асафа и братьев его: 8. славьте Господа, провозглашайте имя Его; возвещайте в народах дела Его; 9. пойте Ему, бряцайте Ему; поведайте о всех чудесах Его; 10. хвалитесь именем Его святым; да веселится сердце ищущих Господа; 11. взыщите Господа и силы Его, ищите непрестанно лица Его; 12. поминайте чудеса, которые Он сотворил, знамения Его и суды уст Его, 13. вы, семя Израилево, рабы Его, сыны Иакова, избранные Его!

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эй шурӑ ашак утланса ҫӳрекенсем, кавир ҫинче ларакансем, ҫул-сукмакпа пыракансем, мухтав юрри юрлӑр!

10. Ездящие на ослицах белых, сидящие на коврах и ходящие по дороге, пойте песнь!

Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫавӑн чухне Израиль ҫакӑ юрра юрласа янӑ: эй, шывпала тулсамччӗ, пусӑ, юрлӑр, мухтӑр ӑна; 18. пуҫлӑхсем алтнӑччӗ ӑна, халӗ халӑх ҫулпуҫӗсем, саккун паракан хӑйсен туйисемпе чавса кӑларчӗҫ.

17. Тогда воспел Израиль песнь сию: наполняйся, колодезь, пойте ему; 18. колодезь, который выкопали князья, вырыли вожди народа с законодателем жезлами своими.

Йыш 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Мариам вӗсен умӗнче ҫапла мухтаса юрланӑ: Ҫӳлхуҫамӑра мухтаса юрлӑр, Вӑл аслӑ мухтава тухрӗ, унӑн утне, юланутҫине тинӗсе путарчӗ.

21. И воспела Мариам пред ними: пойте Господу, ибо высоко превознесся Он, коня и всадника его ввергнул в море.

Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех