Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрларӗ (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хор ун ячӗпе гимн юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь умӗнче темиҫе чиркӳрен пуҫтарӑннӑ пысӑк хор юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Федоров юлташӑн тупӑкне Вандюковпа Якимов тата учительсем йӑтса килчӗҫ, Эльгеев та вӗсене пулӑшрӗ, пӗрлех «Вы жертвою пали в борьбе роковой» юрра юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сӑмаххисене те аса илсе юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Юлашки сӑмахсене Ева ҫине юратуллӑн пӑхса юрларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ылтӑн ҫӗрӗсене пӗрне-пӗри тӑхӑнтарсан, Мишӑпа Соня чуптуса илчӗҫ, хор вӑл вӑхӑтра тем тӗрлӗ чуна ҫӗклентерекен юрӑ юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— А ну-ка, Криворотов, вырӑслине! — ҫӑмӑллӑн сиккелесе юрларӗ Василий Иванович:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун хыҫҫӑн архиерей хорӗ виҫӗ хутчен «многая ле-та!» хавхаланса юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак каҫ Джиолати тӑван ҫӗр-шывӗшӗн тунсӑхласа хумхануллӑ романссем юрларӗ, унӑн хура куҫӗсенче ачалла кӳренӳ йӑлкӑшать.

В этот вечер Джиолати, вспоминая родину, пел трогательные романсы, и детская обида светилась в его черных глазах.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Енчен те Цаупере мӗн юрланине пӗлес тӗк (негр вара акӑ мӗн юрларӗ:

Но если бы Гент знал, что пел Цаупере (пел он вот что:

ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑнпа килӗшсе Бевенер пысӑк суммӑлӑх темиҫе ари юрларӗ.

Приняв предложение, Бевенер спел несколько арий за крупную сумму.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 363–369 с.

Вӑл пӑрр! вӗҫсе тухса тополь турачӗ ҫине ларчӗ те юрласа яра пачӗ, ну юрларӗ те вара…

Взметнулся он на ветку тополя да как запоет, как запоет!..

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вара Вебер темиҫе вырӑн пирки топографи тӗлӗшӗнчен питӗ тӗплӗн ӑнлантарчӗ, Консейль ун ҫине асӑрхаттарнӑн пӑхкаларӗ, шӑхӑрса юрларӗ:

Тогда Вебер сделал несколько топографических указаний, столь точных, что Консейль предостерегающе посматривал на него, насвистывая:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Вырсарни кун Дюк кунӗпех тӗн сӑввисене юрларӗ, Варнава вӗрентӗвне итлерӗ.

В воскресенье Дюк весь день пел духовные стихи и слушал проповеди Варнавы.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Кӗвӗ ӑна хыттӑн ытамларӗ, сасси чылай вӑхӑт чӗмсӗррӗн янӑрарӗ, матроссен юррин тунсӑхлӑ ҫирӗп ҫеммине темиҫе хут юрларӗ.

Мелодия захватила его, долго еще, без слов, звучал его голос, повторяя энергичный грустный напев матросской песни.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Васька та, алӑк патӗнче тӑрса, ыттисемпе пӗрле юрларӗ.

Васька стоял у двери и тоже пел.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗр кимми ҫинче арҫын сасси юрларӗ:

Мужской голос на одной из лодок пел:

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Мӗн каласа юрларӗ вӑл, ӑна никам та илтеймерӗ, мӗншӗн тесен Лина саспах ӳлесе макӑрса ячӗ.

Но что он пел, они так и не расслышали, потому что Лина заревела в голос.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ пичке пакетне шыранӑ хушӑра ҫулӑм кӗтсе тӑмарӗ, сарай хӑмисем хушшипе унӑн ҫивӗч сӑннисем шуса кӗчӗҫ, сарай тӑрри шатӑртатма пуҫларӗ, темскер мӑшкӑламалла юрларӗ.

Пока я искал втулку, огонь — не ждал, сквозь дощатые сени сарая просунулись острые его клинья, потрескивала крыша, и что-то насмешливо пело.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Вӑл ҫӑварне уҫмасӑр таттисӗр тенӗ пекех темскер юрларӗ, хӗрлӗрех, ирӗлекен пичӗ ҫине тутӑрпа сулса тӑчӗ.

Она почти непрерывно напевала что-то, не открывая рта, и обмахивала платочком розоватое, тающее лицо.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех