Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрларӗ (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрласса та вӑл васкамасӑр, хӑйне никам та чараймасса пӗлнӗн юрларӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран тата, тин ҫеҫ пытарнӑ ҫыннӑн чи ҫывӑх тусӗ пулса, сывпуллашу юррине те вӑлах юрларӗ:

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине Ҫиментей Айван юрӑ юрларӗ:

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫакна кӑна пӗлет Лена, ҫак паянхи кӗрхи кунсенче унӑн чӗринче чӑн-чӑн ҫуркунне хуҫаланчӗ, пӗтӗм тӗнче телейлӗн ҫуталчӗ, юрату юрри юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫак каҫхине Кирук питӗ нумай юрларӗ, хӑйӗн пултарулӑхӗпе вӑл халӑха чӑннипех савӑнтарчӗ те, тӗлӗнтерчӗ те.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл ӗнтӗ хӑйне староста укҫа тӳленӗрен мар, чиркӳри пӗтӗм халӑх ун юррине юратса итленӗрен, унӑн илемлӗ сасси ҫак асаплӑ-тертлӗ ҫынсене кӑштах та пулин савӑнӑҫ кӳнине сиснӗрен, хуйхӑллӑ ҫын кӑмӑлне самантлӑха та пулин ҫемҫетме е ҫӗклеме пултаракан асамлӑ вӑй пӗтӗмпех унӑн пултарулӑхӗнчен килнине пӗлсе тӑлӑран юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Унӑн мӗн пур чун хавалӗпе юрлас килчӗ — вӑл ҫапла юрларӗ те.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ вӑл, Пазухин каланине асра тытса, пӗтӗм сасӑпа мар, асӑрханса, ҫурма сасӑпа ҫеҫ юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫак виҫӗ талӑк хушшинче вӑл питӗ хавасланчӗ, вӗҫӗмсӗр шӳт турӗ, юрларӗ, ташларӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юрӑҫ кӗвве пӗрре-иккӗ илтсех астуса юлчӗ, пӗр нотине те пӑсмасӑр юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Самаях «пиҫсе ҫитнӗ» тияккӑн, май килнӗ чух тесе пулас, ӳпки ҫурӑлса каяс пек, куҫӗ сиксе тухас пек мӗкӗрсе юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл, чӑнах та, Глинкӑн «Иван Сусанин» оперине лартма чӑваш ҫамрӑкӗсене хавхалантарчӗ, Сусанин арине хӑех юрларӗ, Антонида арине — Эсливанова.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Таня Богуцкая концертра темиҫе юрӑ юрларӗ, ӑна час-часах асӑнчӗҫ, унӑн ячӗ салтаксемшӗн юратнӑ ят пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Микула хуткупӑс каланӑ май хӑй те сӑвӑллӑ юрларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те хуҫин кӑмӑлне йӑпатасшӑн чӗкеҫ нихҫанхинчен те илемлӗрех юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Суйланӑ чухне лайӑх юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусӑ хапхи патне ҫитсен, карчӑк юлашки хут юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анчах чӗри ун вӗҫӗмсӗр юрларӗ, чӗри юррӑн кашни тактне, кашни ҫаврӑмне туйса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анне йӑмӑкӗ Е. Семенова нумай ҫул патшалӑх капеллинче юрларӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Ытти хӗрсемпе пӗрле вӑл та ташларӗ, юрларӗ каччӑ каланине ытараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех