Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрланине (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хам ҫавӑн пек лайӑх юрланине хам та пӗлмен эп.

Я не подозревала, что могу так хорошо петь.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан эпӗ тӗмсем хушшинче пытанса, чылайччен шухӑшласа, кайӑксем юрланине итлесе, анне хамран аякран аякка кайнине сӑнаса лартӑм.

Потом я спрятался в кустах и долго сидел задумавшись, слушая, как наперебой щебечут птицы, и поглядывая на мать, которая уходила от меня все дальше.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пит те лайӑх-ха эсир ҫапла калани, — терӗ вӑл, — мӗншӗн тесен эсир эпӗ юрланине нимӗн те итлемерӗр; музыкӑна, тен, юратсах каймастӑр пулӗ?..

— Мне это тем более лестно, — сказала она, — что вы меня вовсе не слушали; но вы, может быть, не любите музыки?..

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кайӑксем ҫавӑн пек каҫса кайсах юрланине итлесе, Алексей пӗр шӑпчӑка аса илчӗ.

Слушая пение птиц, Алексей свпомнил одного соловья.

3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

— Эп сирӗн пата килтӗм, — эсир юрланине илтрӗм те…

— Я к вам: слышу, вы поете…

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халь ӗнтӗ тӗрмери надзирательсем те 267-мӗш камерӑра юрланине хӑнӑхса ҫитрӗҫ.

Теперь уже и тюремные надзиратели знают и свыклись с тем, что в камере э 267 поют.

III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ҫак хӑрушӑ, ним ӑнланмалла мар шавра пит те хӑнӑхнӑ хӑлха ҫеҫ нумай ҫынсен килӗшӳллӗ хорӗ питӗ инҫетре: «а-а-а…» тесе юрланине уйӑрса илме пултарнӑ.

И в этом беспощадном, механическом шуме только очень опытное ухо могло уловить нежный, согласный хор человеческих голосов, где-то очень далеко певших «а-а-а…».

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Килӗсене саланнӑ чухне приход ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫапла каларӗҫ: «Пире нимӗн намӑса пӗлмесӗр улталарӗҫ пулин те, эпир тепӗр хут та ухмаха тӑрса юлма хатӗр пулаттӑмӑр пулӗ, авалхи тав тумалли гимн ҫав тери тӗлӗнмелле лайӑх юрланине те пӗр хут та илтесчӗ», — терӗҫ.

Выходя толпой из церкви, «обманутые» прихожане говорили друг другу, что согласились бы, чтобы их провели еще раз, лишь бы опять услышать такое прочувствованное пение старого благодарственного гимна.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унӑн тӗллевӗ сцена ҫине тухса йӑл куласси, юрланине евӗрлесси, юлашкинчен пуринпе пӗрле тухса пуҫ таясси пулнӑ.

Его цель была улыбнуться на сцене, пародировать пение, в финале все вместе выйти на поклон.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Итальянла та калмӑкла, чукчалла та нимӗҫле юрланине тата ӑҫта, хӑш концертра итлеме май килетчӗ-ши?

Где и на каком концерте можно было бы услышать пение на итальянском и калмыцком, чукотском и немецком?

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Ҫывӑхри вӑрмантан шкул садне вӗҫсе килнӗ шӑпчӑксем те вӑхӑтлӑха шӑпланса уҫӑ чӳречесенчен ачасем юрланине итлесе ларчӗҫ.

Прилетевшие из окрестных лесов соловьи, замолкнув на время, слушали через открытые окна как поют дети.

Тӑхӑрьял шӑпчӑкӗ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

«Шупашкарсем гимн юрланине астумастӑп. Ленӑна ҫынсем юратни, унпа мӑнаҫланни тӳрех курӑнать. Хӑйнеевӗрлӗ флешмоб ку. Пирӗн командӑна Олимпиадӑна хутшӑнса унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнма хавхалантарниех вӑл», — терӗ Юрий Борзаковский.

"Не помню, чтобы чебоксарцы исполняли гимн. Сразу заметно, что Лену любят и гордятся ей. Это своеобразный флешмоб. Это вдохновляет нашу команду вернуться с Олимпиады победой" - сказал Юрий Борзаковский.

Эпир пуринчен те вӑйлӑрах! Эпир ҫӗнтеретпӗрех! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

25. Аслӑ ывӑлӗ унӑн хирте пулнӑ; киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те 26. пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: «кунта мӗн пулнӑ?» тенӗ.

25. Старший же сын его был на поле; и возвращаясь, когда приблизился к дому, услышал пение и ликование; 26. и, призвав одного из слуг, спросил: что это такое?

Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

91. [Вӗсем юрланине илтсессӗн] Навуходоносор патша тӗлӗнсех кайнӑ, вара васкавар ура ҫине тӑнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: эпир вут-ҫулӑма виҫӗ ҫынна ҫыхса пӑрахмарӑмӑр-и-ха? тенӗ.

91. Навуходоносор царь, [услышав, что они поют,] изумился, и поспешно встал, и сказал вельможам своим: не троих ли мужей бросили мы в огонь связанными?

Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хӗрарӑм юрланине нумайччен итлесе ан тӑр, юррипе килентерӳҫӗн сана илӗртсе ан ятӑр.

4. Не оставайся долго с певицею, чтобы не плениться тебе искусством ее.

Сир 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ӑна ӗнер-виҫӗмкун пӗлнӗ ҫынсем, вӑл пророксемпе пӗрле Ҫӳлхуҫана мухтаса юрланине курсассӑн, халӑх хушшинче пӗр-пӗрне каланӑ: мӗн пулнӑ ку Кис ывӑлне?

11. Все знавшие его вчера и третьего дня, увидев, что он с пророками пророчествует, говорили в народе друг другу: что это сталось с сыном Кисовым?

1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӗрача хитре юрланине тата ташланине те палӑртар.

Отметим, что девушка красиво поет и танцует.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех