Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлтӗр Володя хӑй юратнӑ хӗрӗн кошелекне чуптунине аса илсе, эпӗ те ҫапла тума хӑтланса пӑхрӑм, вара чӑнах та, каҫпа пӳлӗмре пӗччен чух чечек ҫине пӑха-пӑха ӗмӗтсемпе йӑпанма тата ӑна тута ҫумне тытма пуҫласан, кӑмӑл темле ыррӑн ҫемҫелсе кайнине, хам юратнине туйса илтӗм; ҫакӑн хыҫҫӑн юрататӑп тесе темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑҫан та пулин Колпикова тӗл пулас-тӑк, ӑна калама тата, леш хӗре тупсан, хам ӑна юратнине пӗлтернӗ чух усӑ курма эпӗ романсем пулӑшнипе тӗрлӗрен французла сӑмахсем мӗн чухлӗ шухӑшласа кӑлармарӑм пулӗ!
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗр ушкӑнти е пӗр ҫемьери пӗрешкел ӑнлануллӑ икӗ ҫын юратнине пӗлтернӗ чух пӗр паллӑ чикке ҫити кӑна калаҫаҫҫӗ, ҫав чикӗрен тухса кайса калаҫни пустуй сӑмахсем ҫеҫ пулнине вӗсем иккӗшӗ те ӑнланаҫҫӗ; ӑҫта мухтасси пӗтсе тӑрӑхласси пуҫланнине, ӑҫта юрату пӗтсе юратанҫи туни пуҫланнине вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах кураҫҫӗ, — ҫакӑ урӑх ӑнлануллӑ ҫынсемшӗн пачах тепӗр майлӑ курӑнма пултарать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫынсем умӗнче те, хамшӑн хам та юри тума тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, юратса пӑрахнӑ ытти ҫынсен хам асӑрханӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсене юриех турӑм пулин те, эпӗ икӗ кун хушши кӑна, ҫав кунсенче те тӑтӑш мар, каҫсерен кӑна, хам юратни ҫинчен кӑшт-кашт ҫеҫ аса илкелерӗм, юлашкинчен вара, ялти пурнӑҫпа ӗҫсен ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине кӗрсе ҫитсен, хам Сонечкӑна юратнине йӑлтах манса кайрӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑк патӗнче чарӑнсан, Дмитрий ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те пӗр секунд маларах урса кайнине, хаярлӑха кӑтартнӑ сӑнӗ ачалла йӑвашланса намӑсланнине, юратнине палӑртрӗ, ҫакна пула эпӗ ӑна хӗрхенме пуҫларӑм, манӑн пуҫа тепӗр еннелле тем пекех парас килчӗ пулин те, апла тума хаяймарӑм.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара вӑл мана аллине тӑсса парӗ, эпӗ ӑна тытса чӑмӑртӑп та калӑп: «Хам юратнине пуш сӑмахсемпе мар, ӗҫпе кӑтартӑп».И она подаст мне руку, я пожму ее и скажу: «Любовь моя не на словах, а на деле».
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл Любовь Сергеевнӑна пӗле пуҫлани нумаях пулмасть, хӑйне мӑнаккӑшӗ юратнине вара ҫуралнӑранпах туйса пурӑнать.Любовь Сергеевну он знал недавно, а любовь тетки он испытывал с тех пор, как родился.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашкинчен, эсир вилместӗр-тӗк, юратакан арӑмӑр, сирӗн чирӗр вӑхӑтӗнче ҫирӗм каҫ ҫывӑрманскер (ҫакӑн ҫинчен сире вӑл тӑтӑшах аса илтерет), чирлесе ӳкет, типсе хӑрма тытӑнать, асапланать, мӗнле те пулин ӗҫ тума пушшех пултарайми пулса каять, вара, сире, йӗркеллӗ сывлӑхлӑ пулса тӑнӑскере, хӑйне хӑй уямасӑр юратнине ӑшӑ кӑмӑллӑ кичемлӗхпе кӑна палӑртать, ҫак кичемлӗх кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ҫине те, ыттисем ҫине те куҫать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ман шутпа, кашни ҫынах хӑйне хӑй юратать, тата этем кирек мӗн тутӑр, — пурне те хӑйне хӑй юратнине пула тӑвать.— Я думаю, что всякий человек самолюбив, и все то, что ни делает человек, — все из самолюбия.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫук, кала, Люба, кала, — терӗ вӑл, ӑна лартса, — эпӗ сана итлеме юратнине эсӗ пӗлетӗн вӗт…— Нет, играй, Люба, играй, — сказал он, усаживая ее, — ты знаешь, как я люблю тебя слушать…
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑй юратнине ытла та тӗлӗнмелле, пулма пултараймасла палӑртать пулин те (тӗслӗхрен, Машӑна тӗл пулсан, вӑл яланах ӑна мӗнпе те пулин ыраттарасшӑн, е чӗпӗтет, е ывӑҫ тупанӗпе ҫапать, е хӗр сывлӑшне аран-аран ҫавӑракан пуличченех хытӑ чӑмӑртать), вӑл чӑнласах юратать, ҫакна Николай хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама килӗшменни ҫинчен татӑклӑн каланӑ хыҫҫӑн Василий ӗҫке ерни те кӑтартса парать, вӑл хупахсем тӑрӑх ҫӳреме, чарусӑрланма пуҫларӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хӑйне япӑхтарса ячӗ, ҫавӑнпа ӑна полици пӳртӗнче пӗрре ҫеҫ мар намӑслантарса ҫаптарчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла, савнӑ чунӑм, — терӗ вӑл, вӑрахчен ним чӗнмесӗр ман ҫине ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран шӑтарасла пӑхнӑ хыҫҫӑн; ҫав хушӑра эпӗ ниҫта пӑхма та аптрарӑм, аллӑмсем валли те вырӑн тупаймарӑм, — ак мӗн калама пулать: эсир эпӗ юратнине питӗ хаклатӑр, мана ытла та савӑнтаратӑр.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сире, хамӑн кӑвакӑрчӑнӑмсене, епле юратнине турӑ пӗлет, анчах аннӳне юратнӑ пек эпӗ никама та юратман, юратма пултараймастӑп та.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамӑр инкек ҫинчен Наталья Савишнӑпа калаҫса пӑхас килчӗ; вӑл таса кӑмӑллӑ пулнине, пире юратнине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа унпа пӗрле йӗрсе илесси ман чӗрене лӑплантарӗччӗ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ӑна мӗн тери юратнине хӑвӑр пӗлетӗр!
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗлместӗп, килӗшӗн-ши эсӗ манпа, савнӑ тусӑм, анчах кирек епле пулсан та, санран тархасласа ыйтатӑп: ху мана юратнине хисепе хурса, эпӗ чӗре чухне те, эпӗ вилсен те (турӑ пире уйӑрма шут тытас-тӑк) — нихҫан та апла тумӑп, тесе сӑмах пар.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба сан пата хӑй ҫырасшӑнччӗ, анчах виҫҫӗмӗш листине ҫурса пӑрахрӗ ӗнтӗ: «Атте тӑрӑхлама юратнине пӗлетӗп: пӗр йӑнӑш тупсанах, вӑл пурне те кӑтартӗ», — тет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
La belle Flamande, эсӗ ӑна ҫапла чӗнетӗн, иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ман патӑмра хӑнара пурӑнать, мӗншӗн тесен амӑшӗ таҫта хӑнана кайнӑ, ҫак хӗр маншӑн тӑрӑшса, хӑй мана чунтан-чӗререн юратнине кӑтартать.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.