Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрататтӑмӑр (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, Василипе иксӗмӗр, пӗр-пӗрне питӗ юрататтӑмӑр; вӑл ман асӑмран тухмастчӗ; ӗҫӗ ку пуласса ҫуркунне пулнӑччӗ.

Очень мы с Василием слюбились; из головы он у меня не выходил; а дело было весною.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Мӗнле юрататтӑмӑр эпир ҫав илемлӗ ҫурта!

Как все мы любили это чудесное здание!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Этеме вӑл тем тума та пултарнӑ, пурте ӑна юрататтӑмӑр, хытӑ юрататтӑмӑр, пӗр Радда ҫеҫ Йӗкӗте пӑхмасть; юрӗччӗ-ха пӑхмасть ҫеҫ пулсан, ҫитменнине тата унтан йӗкӗлтесе кулма та пӑхать.

Все он мог сделать с человеком, и все любили его, крепко любили, только Радда одна не смотрит на парня; и ладно, коли бы только это, а то еще и подсмеивается над ним.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Катя шухӑшласа кӑларнӑ кулӑшла вӑййа иксӗмӗр те юрататтӑмӑр эпир: калӑн вӑл манӑн халӗ ҫеҫ палланӑ хӗр тесе, халӗ акӑ ытти ҫамрӑксем пек хӑҫан курӑнас пирки калаҫса тӑмалла, тейӗн, пӗр-пӗрин хушшинче ҫыру ҫӳретсе «эсир» тесе чӗнес пек.

Мы любили смешную игру, которую придумала Катя: как будто она — моя девушка, мы только что познакомились и теперь, так же как эти ребята, должны назначать свиданья, писать письма и называть друг друга на «вы».

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах эпир кӳлӗре ҫӑвӑнма юрататтӑмӑр; вара, вӑхӑтӑмӑр ҫукчӗ пулин те кӳлле ҫитиех шыва кӗме кайрӑмӑр.

Но мы любили купаться на озере и пошли на озеро, хотя времени было маловато.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вальӑпа эпир пӗр-пӗрне яланах юрататтӑмӑр, анчах та сасартӑк, пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен, Мускавран инҫетре, темиҫе ҫул иртсен, иртнӗ кунсем манӑҫа тӑрса юлнӑ тапхӑрта, тӗл пуласси мӗн тери ырӑ иккенне пӗлеймен ҫав эпир!

Мы с Валей всегда любили друг друга, но мы не знали, как это хорошо: вдруг встретиться нежданно-негаданно, через несколько лет, когда вся прежняя жизнь кажется полузабытой!

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне эпир ӑна вӑрҫтарма юрататтӑмӑр та, унӑн куҫӗсем юнпа хӗрелсе тулатчӗҫ, ҫавӑнтах кинжалне ярса тытатчӗ вара.

А бывало, мы его вздумаем дразнить, так глаза кровью и нальются, и сейчас за кинжал.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех