Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнне (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан каллех вӑл пӗшкӗнсе вӑйсӑррӑн ӳсӗрчӗ, ҫӑварӗнчи юнне сурса кӑларчӗ.

Потом снова нагнулся, с трудом откашливаясь и сплевывая кровь.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн, тӳсме ҫук хытӑ кӑшкӑрса юрласа, тӑвӑлнӑ чунне уҫса ярас килетчӗ: ҫӗр каҫ ӑна арӑмӗ, «турӑ юнне» нумай ӗҫнӗшӗн тарӑхса, йӗтӗрпе хӗнерӗ…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— О-у-а-аами-и-ин! — чарусӑррӑн мӗкӗрсе ячӗ хӑватлӑ сасӑпа тияккӑн (вӑл паҫӑр, Вознесенский атте сисиччен, алтарьте «турӑ юнне», Хусантан илсе килнӗ тутлӑ кагора, пӗччен вӑтӑр ҫыншӑн сыпма ӗлкӗрнӗ), Клирос ҫинче ҫынсене курӑнми тӑракан тияккӑн татах ҫӑварне карса пӑрахнӑччӗ — ӑна шикленсе ӳкнӗ понамарь алӑ тупанӗпе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах вӑл вӗсене куҫран пӑхмарӗ, «хӑйсен юнне, пурнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫакан пирӗн чӑн-чӑн геройсем, чӑн-чӑн патриотсем» ҫинчен хавхаланса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗтӗм пурлӑхне туртса илнӗ хыҫҫӑн мӑйӑр тӗшши ҫитерсе самӑртаҫҫӗ, тет те, кӗркунне вара юнне сӑхса ӗҫеҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах кил хушшинче нумай та ҫӳреймерӗ Якур, эрехпе сӑра хӑвачӗ унӑн ӑстӑнне пӑтраштарса, юнне вӗрилентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав мӑсӑльмансен тӗн наркӑмӑшӗ тӗп турӗ ӑна, юнне, пуҫ мимине кӗрсе вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуянсем халӑх юнне сӑхнипе вӑл питӗ хирӗҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тапратрӗҫ пӗр айӑпсӑр Халӑх юнне юхтарма.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Хӑйсем выльӑх юнне, ун вар-хырӑмне, урисемпе пуҫне ҫиеҫҫӗ, ытти йӑлтах пасара ӑсанать.

Себе же оставляет потроха, кровь, головы, ноги, остальное идет на продажу.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпир кунта юмах ҫаптарса тӑратпӑр, вӗсем пирӗн сурӑх юнне сӑхаҫҫӗ.

— А что, пока мы тут сказки сказываем, разбойники всю кровушку овечью высосут.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ытти тӑхӑрвун сакӑр-тӑхӑрвун тӑхӑр чиновникӗ халӑх юнне ӗҫекен сӗлӗхсем.

Остальные же девяносто восемь, а то и все девяносто девять только и делают, что пьют людскую кровь.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Сан хӗр вилеччен тор юнне супса-и, матка!

— Перед смертью твоя дочь испила божьей крови аль нет, мать?

Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйӑхран, юнне юлнӑ чӑваш йӑлипе, Авӑстей хӗре вӑрласа кайса пӗрлешет.

А через месяц по старому чувашскому обычаю украл ее и сделал женой.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗнер, каҫ кӳлӗм, Марфа Ефимовна патне Ильинкӑран палла тӑран икӗ усламҫӑ майра килнӗччӗ те, каҫхине хуҫасем ҫав ятпа «Христос юнне» те сыпкаланӑ пулас, сӗтел ҫинчи черкке тӗпӗнче хӗрлӗ шӗвек курӑнать.

На столе увидел рюмки с недопитым красным вином, закуски, вчера к попадье нагрянули гости — две майры из Ильинки, вот, видать, и отведали хозяева с гостями «христовой крови».

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗсен юнне хӑҫан та пулин кӳршӗллӗ пурӑннӑ вырӑс е мӑкшӑ-мордва юнӗ хутшӑнма пултарнӑ.

Их кровь, очевидно, когда-то смешалась с кровью соседей — русских или мордвы.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле хӗрарӑм ырлӑх сунмӗ Тӑван хӗрне, тӑван юнне.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам чунне Илемӳпе эс парӑнтармӑн, Кам чӗрине эс, кам юнне Вӗрилентермӗн, хумхантармӑн!

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӑкас ун йӗрӗнчӗк юнне

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пурӑнтӑр эппин Сулем темиҫе уйӑх Мускавра, боярсен юнне кӑшт пӑстӑр.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех