Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юмахсем (тĕпĕ: юмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем ӑс кӗнӗ Таранова — пӗррехинче вӑл тахӑшӗнпе авангардизм ҫинчен калаҫнӑ чух каларӗ хучӗ: «Пустуях шавлаҫҫӗ Европа культури пирки, вӗсен ҫӑлкуҫӗ — халӑх сӑмахлӑхӗ, фольклор, эппин. Тупмалли юмахсем пур вӗт…

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

А. Афанасьевӑн «Пирӗн интернат», Е. Афанасьевӑн «Кентти ӳсет», Н. Васильевӑн «Тупмалли юмахсем» (сӑвӑласа ҫырнӑ), А. Галкинӑн «Ҫунатлӑ Улӑп» (сӑвӑласа ҫырнӑ юмах), В. Давыдов-Анатрин «Ҫурхи кунсем», Н. Теветкелӗн «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», В. Чаплинӑн «Зеленый патруль» (вырӑсла) т. ыт. те ачасен пӗлӗвне ӳстерме пулӑшӗҫ, Тӑван ҫӗршывӑмӑра, Коммунистсен аслӑ партине юратма вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ҫитес кӑларӑмра автор кӗнекене ҫӗнӗ юмахсем кӗртет, вӗсем Лапшу Ҫтаппанӗн сӑнарне тата уҫӑмлӑрах, туллинрех кӑтартса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ку вӑл: халапсемпе усӑ курса калӑпӑшлӑ поэмӑсемпе сӑвӑллӑ юмахсем ҫырасси, тата вӗсенче вырӑнти топонимсемпе усӑ курасси.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Стенькке ятлӑ маттур утаман ҫинчен Укаслӑва аслашшӗ те юмахсем ярса паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

А кусем — юмахсем, вӗрӳ-суру чӗлхисем.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пушкин ҫырнӑ юмахсем, Толстойӑн кӗске калавӗсем пурччӗ, анчах ытларах ҫветтуйсен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнисемччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑш чух юмахсем, сӑвӑсем калаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне ӗнтӗ чӑн пулни ҫинчен мар, юмахсем калать; унта чее тилӗ, Ухмах Йӑван, ҫӑткӑн кашкӑр тата ыттисем те пурччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иван пичче вара мана авалхи ҫинчен юмахсем каласа пама пуҫлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑшӑ пит-куҫлӑскер, вӑл ачисемпе кулса, хӑш чух шӳт тукаласа калаҫатчӗ, вӗсене кӗвӗ каласа ташлаттаратчӗ, юмахсем яратчӗ, хӑш чух юрлатчӗ те.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир ача садне ҫӳрекенсемпе ҫӑкӑр хакӗ ҫинчен час-часах калаҫусем ирттерме тӑрӑшатпӑр, юмахсем вулатпӑр, презентацисем йӗркелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

«Кала-ха, старик, тӗрӗс-и вӑл ҫав Пӑкача ҫинчен ҫӳрекен юмахсем?

— Скажи, дед, а правда ли те сказки про Пугача?

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, журналистикӑри профессисем ҫинчен тупмалли юмахсем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Ҫӗнӗ кӑларӑмри юмахсем урлӑ ачасем тӗнчене ӑнланма вӗренӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32177.html

Унта чӑвашла юмахсем кӗнипе пӗрлех вӗсене вырӑсла куҫарса пичетленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юмахсен кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32177.html

— Ҫак юмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха? — терӗ Геннади атте.

— А что говорят сии притчи? — продолжал отец Геннадий.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл юмахсем, легендӑсем, балладӑсем ҫырас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Няньӑсене хӗрачасене мӗнле те пулин хӑрушӑ е аван мар юмахсем каласа пама, е вӗсене киревсӗр мыскарасем каласа йӑпатма пачах та юрамасть.

Няням строжайше запрещается рассказывать девочкам какие-нибудь страшные или нелепые сказки или забавлять их глупыми выходками.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех