Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсем (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пире ҫавӑра-ҫавӑра ҫапрӑмӑр та, аппапа юлташӗсем ӑна тӑсса туртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вӗсене асӑнма килнӗ тӑван-пӗтенӗ, юлташӗсем, пӗлӗшӗсем халӗ кунта туп-туллиех.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хӑмач питлӗ юлташӗсем, вӑйӑ кӑвайтне алхапӑл сӳнтереймесӗр, тӳрех нимӗн те хуравлаймарӗҫ, унтан кулкаласа-ҫиҫкелесе, ҫӑварӗсенчен хӑш та хаш пӑс палкӑмӗсем хӑшлаткаласа, пӗчӗк ҫӑлтӑр куҫӗсемпе аслӑраххисен куҫӗсенчен чӑр-чӑр-чӑр витӗрлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫав кӗтемӗн ун патне ашшӗ-амӑшӗ, пӗрле вӗреннӗ тата пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем, учительсем, тӑванӗсем пырсах тӑчӗҫ: ӑна мухтарӗҫ, унпа мухтанчӗҫ, кӑмӑл-туйӑмне те шанӑҫне тӗрек те «ҫунат» парса, ҫирӗп сывлӑх та ҫутӑ пуласлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Телее, Аркадий, пӗрле пурӑнакан юлташӗсем ӗҫе кайнине пула, пӳлӗмре пӗчченех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӑнлантӑм: качча тус-тӑванӗ, савнийӗ, юлташӗсем ҫар хӗсметне ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑна О.Мустаевӑн ҫывӑх юлташӗсем — Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Тургай тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Антонина Александрова ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Юлташӗсем те, ӗнтӗ «ӗрӗхекен» сывлавӗсене «ҫӑварлӑхлама» ӗлкӗрнӗскерсем, хӑйсене шӑши ҫури тытнӑ кушак аҫи пекех туйрӗҫ: куҫӗсене уяр ҫиҫӗм пек ҫиҫтеркелесе, тутисене ейӗве ярса, кӗхле-кӗхле, списать тунӑ сахӑрӑн ҫиелти таса пайне хӑпӑл-хапӑл ҫак миххе пуҫтарса ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӗрӗссипе, пӳлӗмре Ула Тимӗрпе пӗрле пурӑнакан ытти юлташӗсем те укҫа-тенкӗрен хӗсӗнкелесе-пӗсӗнкелесе, ӑна вӗҫрен вӗҫе ҫитеркелесе ҫеҫ пурӑнчӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав хушӑра ун патне аппӑшӗ те, тӑванӗсем те, юлташӗсем те пырсах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина уроксем хушшинчи тӑхтавсенче юлташӗсем хушшинче пӗр-пӗрне куркалаҫҫӗ-ха, анчах пӗр-пӗринпе таппа-хирӗҫех тӗл пулсан чӗлхисене салтма хӑймасӑр ҫӑварӗсене шыв сыпса ҫеҫ иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑлне шатӑртаттаркаласа илет-ха Пурис, анчах ӗҫ-пуҫ ҫапла ҫаврӑнса тухнӑшӑн айӑпне юлташӗсем ҫине ҫеҫ сулса, йӑвантарса, ҫилӗ вутне вӗсен еннелле ҫеҫ вашкӑрттарса, пӗрӗхтерсе, хӑй чавсине ҫыртма та шутламасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кам пӗлет, тен, Пуриса кӗтсе илеймесӗр юлташӗсем мӑн ҫул ҫинчи автобуссем чарӑнакан тӗле вӑрман витӗр тӳррӗн, вӑрттӑн ҫулпа е кӑмпаҫсем такӑрлатнӑ пӗчӗк сукмакпа кӑштӑртатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑна туянать-ха, анчах вӑхӑтне ҫухатать: юлташӗсем палӑртнӑ вырӑна вӑл пӗр сехете мар, икӗ сехет таврашнелле ҫеҫ ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Юрӗ, — тенӗ Пуриса юлташӗсем кӑнтӑр апат вӑхӑчӗ умӗн, — сана валли те пухӑпӑр кӑмпине.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл Сима аллине юлташӗсем сисиччен кӑшт ҫеҫ перӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— М-мӗн пулчӗ? — терӗ вӑл юлташӗсем ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Юлташӗсем ӗҫрен тухсанах киле васкарӗҫ, Симакова вара уҫӑ сывлӑшпа киленсе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малалла хӗрӗх улттӑмӗш номерлӗ детальсен операцине хамӑр участокрах вӗҫлетпӗр ӗнтӗ, — наладчик тата мӗн каламалла-ши тенӗ пек юлташӗсем ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех