Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эсир сăмах пирĕн базăра пур.
эсир (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн ачусене эсир тума шухӑшланӑ ӗҫшӗн тавӑрӗҫ!

А ваших детей кара постигнет за то, что хотели сделать вы!

Арӑсланпа чее тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир ҫав тери хисеплӗ, ӑслӑ, ҫав вӑхӑтрах пулма пултарайман япалана калатӑр.

Вы такой почтенный, умный и вдруг городите такую чушь.

Кашкӑрпа путек ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Мӗн калатӑр-ши эсир, кашкӑр-сахиб!

Что вы только говорите, волк-сахиб!

Кашкӑрпа путек ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Тӗрӗссине калама ирӗк парсамӑр эсир мана.

Вы, надо полагать, изволите говорить правду.

Кашкӑрпа путек ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӗсене пӗтерессишӗн эсир тӑрӑшмасан, пирӗн ӑшра та ҫӑкӑр юлмасть, ҫире те тумтир пулас ҫук.

Если вы их не переведете, не будет у нас ни хлеба в желудке, ни одежды на теле.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир Хума халь ӑҫта иккенне пӗлместӗр-и? — тесе ыйтать.

— Вы не знаете, где сейчас находится Хума?

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир мар-и ракшас пуҫне татакансем? — тесе ыйтрӗҫ салтаксем виҫӗ йӗкӗтрен.

И стали их спрашивать: — Не вы ли отрубили голову ракшасу?

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Унтан тӑватӑ туса чӗнтернӗ те: — Ҫамрӑксем, камсем пулатӑр эсир? — тесе ыйтнӑ.

Потом велел позвать четырех друзей и спросил их: — О юноши, кто вы такие?

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Вӑл мана ҫӗнтере пуҫласан, турӑ ан хуштӑрах та апла, эсир мана пулӑшма васкӑр, вара эпӗ турӑ пулӑшнипе ӑна вӗлеретӗпех.

А если он, не дай бог, станет одолевать меня, спешите мне на выручку, и я тогда с божьей помощью его убью.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Тӗлӗнмелле япала! — шӑлне шаккаса каланӑ шакал, — эсир пӗр йӑхран мар, пӗри — ҫын, тепри — тигр пулин те, пӗрле пыратӑр.

— Странное дело! — протявкал шакал, — не одного вы племени, — один человек, другой тигр, — а идете вместе!

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир пире пулӑшмасан, эпир ҫав читлӗхсенчех вилсе пӗтетпӗр».

Если вы нам не поможете, мы так и умрем в клетках!..»

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Чул чӗреллӗ эсир!

Каменные у вас сердца!

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

«Манӑн килти читлӗхре ларакан попугай сире ҫапла калама хушрӗ, те: эсир садсемпе вӑрмансем тӑрӑх ирӗккӗн вӗҫсе ҫӳретӗр, анчах хуйхӑ тӳсекенсем ҫинчен нимӗн те шутламастӑр.

«Мой попугай, что сидит в клетке, просит вам сказать, что вы, мол, свободно летаете по лесам и садам, а о тех, кто скорбит, и не думаете.

Купцапа попугай ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир тӑваттӑн уҫӑ вырӑнта ҫӗр каҫма шутласан, мӗнле те пулин урӑх кушак аҫи килӗ те сире ҫисе ярӗ, манӑн вара сире курса юлни ҫеҫ пулӗ!

— Если вы, четверо, заночуете на открытом месте, может статься, что придет кто-нибудь из моих родичей — другой кот — и съест вас, а тогда — только я вас и видел!

Турра ӗненекен кушак аҫи ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Слон хырӑмне хыпашлаканни тата: — Эсир иксӗр те тӗрӗс мар калатӑр. Слон вӑл шыв тытмалли пысӑк-пысӑк пичке евӗрлӗ, — тенӗ.

Слепой, что ощупал слоновое брюхо, сказал: — Оба вы говорите неправду! Слон похож на громадную бочку для воды.

Слонпа тӑватӑ суккӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ӗненместӗн пулсан, ҫакӑнта кӑштах кӗт: кам усал тунине ху куҫупа хӑвах курӑн — эпӗ е эсир хӑвӑр-и!

Если не веришь, подожди здесь немного: своими глазами увидишь, кто творит зло — я или вы сами!

Ҫулҫӳренпе шуйттан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир, ҫынсем, хӑвӑр ашкӑнатӑр, ҫапах та айӑпне ман ҫине яратӑр.

— Вы, люди, сами безобразничаете, а на меня вину валите.

Ҫулҫӳренпе шуйттан ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Эсир иксӗр те кашни хӑвӑра майлӑ усӑ кӳретӗр.

Оба вы полезны каждый по-своему.

Лашапа вӑкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Эй, эсир, тӑмпуҫсем!

— Эй вы, безмозглые!

Лашапа вӑкӑр ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Мӗншӗн тесен, эсир мар, вӑл хӑй сирӗншӗн ӗҫленӗ пулӗччӗ.

Не вы будете ему служить, а он вам.

Пӗр бадшах хӑй хакне пӗлни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех