Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак шухӑша эсир — чӑвашсене, теприсем ытти халӑхсене ӗнентерсен, хайхи влаҫ ҫирӗплӗхӗ пушшех йӑшма тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти хурахсем вара Сидора хисеплеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти — пӑртак каҫӑр сӑмса, мӑкӑрӑларах тӑракан тута, тарӑн та пысӑк кӑвак куҫ — тахҫан юлашки хут курнӑ чухнехи пекех.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти милиционерсене ял Советӗнчех хӑварса, Крапивин Шиковпа пӗрле Телегинсем патне тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Ҫапла, Александровпа Орлов пек паттӑрсем халӑхӑмӑр лӑпкӑ пурӑнтӑр тесе пуҫ хураҫҫӗ пулин те, вӗсен вырӑнне милицие пултаруллӑ, вӗреннӗ, ӗҫе лайӑх пӗлекен, хастар ҫынсем килсех тӑраҫҫӗ. Ҫу-ук, кивӗ тӗнче юлашкисем нумай иртӗхеймӗҫ, шалҫи тулатех вӗсен. Чӑвашра та, ҫӗршывӑн ытти кӗтесӗсенче те ӗмӗрлӗхех тӗп тӑватпӑр вӗсене», — шухӑшларӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин тепӗр ир Вӑрнарта утлӑ резервӑн пӗр отделенине хӑварчӗ те ытти милиционерсемпе ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата пулемет, винтовкӑсем, ытти хӗҫпӑшал ӑҫта тупнӑ хурахсем?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта та кунта чӑмӑртанма тытӑннӑ ытти кооперативсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ, каяр ах чӑваш ҫӗрӗ ҫинчи пирвайхи совхозсене те кайса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр икӗ кунран ниме ушкӑнӗпе ытти хӑш пӗр хресченсем хайхи Экеҫе ҫӗрулми тиесе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумайӑшӗ вӑрлӑх ҫитменнипе аптӑрать, ним акма ҫуккипе ҫӗре Кӑтра Симуна, Някак Ҫӳппине тата ытти пуянсене туса илес тыррӑн чӗрӗкӗшӗнех ҫулталӑклӑха парать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав отпуск вӑхӑтӗнче эсӗ килте пулса курма кӑна мар, тӑван йӑмӑкна, тен, хӑвна ҫав тери ҫывӑх ытти ҫынсене выҫлӑх ҫавинчен хӳтӗлесе хӑварма пултарайсан — вӑл савӑнӑҫ та, ӗмӗр манми телей те.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах — те юлашки хут ӗнтӗ — ҫӗре лӗпӗш пек ҫӑмӑл юр ӳккеленӗ те, халӗ йывӑҫ ҫинчен, пӳрт тӑрринчен, ытти ҫӗртен тумламсем аялалла пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла ывтӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫутинче, ахах пӗрчисем пек, йӑлтӑр та ялтӑр туса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти каярах курӑнӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах ытти чылай хресченсем те явӑҫса кайрӗҫ пирӗнпе.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Икӗ ӗнепе пӑрусемсӗр пуҫне ытти вак выльӑх пур терӗ те-ха Микула, ҫав вак выльӑхӗ — ҫирӗм ытла сурӑх, пилӗк сысна, картиш тулли чӑх-чӗп, хур-кӑвакал-мӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ, авӑ, ӗлӗкхи йӑлапа, икӗ ӗне, виҫӗ пӑру, ытти вак выльӑх тытатӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗр кӑна пултӑр, ытти тесен, хресчене пӗр мар-им…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти пирки каярах шухӑшлӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ытти майсемпе те укҫа ҫапать, ху куртӑн…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах тӑрантасӗ ял витӗр малалла ытти ҫӗре ҫул тытман-мӗн, Ҫтаппан Ехвинӗн хапхи умне пырса чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех