Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытлашширех (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кампа та пулин ытлашширех тимлӗ, асӑрхаттаруллӑ пулни ыттисене сиен ан кӳтӗр.

Внимательность и предупредительность по отношению к одному не должны проявляться в ущерб большинству.

Учрежденире // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

— Ҫурсах тӑкаймарӗ те, — ытлашширех каланипе вӑтаннӑ Тимрук пуҫне сулкаларӗ, — мӑйӗнчи тирне татса пӑрахрӗ ҫав.

— Ну не совсем, — смутился от своего вранья Тимрук и покраснел, — но кожу на горле содрала, точно…

I. Канӑҫсӑр ир // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Ҫук, ку ытлашширех!

«Нет, это слишком!

IV. Судья пулнӑ Симурден хыҫҫӑн — Симурден учитель // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Городцов ытлашширех хӑтланнӑ.

— Городцов перегнул и здорово перегнул.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

— Ну ӗнтӗ, ку ытлашширех те… —

 — Ну, уж это зря… —

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Каҫарӑр, эпӗ ытлашширех тухса утнӑ, темеллеччӗ.

Извините, мол, я несколько увлекся…

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Хулӑ пирки эсӗ ытлашширех калатӑн! — салхулӑн сас пачӗ Пшигодски.

— Насчет плетей — это ты зря! — хмуро отозвался Пшигодский.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ытлашширех пакӑлтататӑн эсӗ, ват супнӑ.

— Болтаешь ты, старик, многонько.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эс, Иван, ытлашширех хаяр — ку ӗнтӗ санӑн минус.

Ты, Иван, чересчур жестковат — это уж минус твой.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл амӑшӗн сӑмса ҫунаттисем патӗнчен икӗ еннелле каякан пӗчӗкҫеҫ пӗркеленчӗкӗсене, аслӑ, ытлашширех те аслӑ туфли тӑхӑннӑ хыткан урисене — амӑшӗ хӑйшӗн нихҫан та тӑрӑшмасть, — чирлӗ ҫынсене питӗ ӑста сиплекен начаркка та халсӑр аллисене асӑрхарӗ.

Она увидела две еле заметные морщинки, расходившиеся от уголков ее носа, и худые ноги в туфлях, слишком просторных для нее — мать никогда не умела заботиться о себе, — и худые, слабые руки, столь искусно врачевавшие больных.

III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Ку ман вӑйшӑн халь ытлашширех!

Это свыше сил моих!

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак телей халь ман вӑйшӑн кӑшт ытлашширех.

Мне это счастье еще не по силам.

XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ку пурне те тӗлӗнтерсе ячӗ, ытлашширех пек туйӑнчӗ, анчах Корчагин хӑйӗн сӑмахне тепӗр хут татса каларӗ.

Это удивило всех, показалось слишком резким, но Корчагин повторил:

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Эсӗ ытлашширех калаҫатӑн.

— Ты уж слишком себе позволяешь.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ку ӗнтӗ хӑйне ҫав тери чипер тытма тӑрӑшакан Павкӑшӑн ытлашширех пулчӗ.

Это было уже слишком для старавшегося соблюсти приличие Павки.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кӑна вара ытлашширех мухтаса каланӑ, ухмаха тӳрӗрех те калама май пулнӑ.

Это уж что-то очень по-благородному, могли бы дурака назвать и попроще.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Валентина манран хам пурнӑҫра мӗнле те пулин инкек пулман-и, кичем мар-и, тесе ыйтнӑ пулсан, е пӗр-пӗр открытка — чуллӑ сӑртсем, ӑмӑрткайӑк, тинӗс ӳкернине мар, ҫав илемлӗ, хамӑнни пек мар пурнӑҫа тахҫанах курас килет ман, ахаль сарӑ открытка ҫеҫ янӑ пулсан, тата, юлашкинчен, пӗр кӗске ҫырурах, пуринчен те кирлӗрех пулнӑ пек мана виҫӗ хутчен прачка ҫинчен ыйтман пулсан, эпӗ ӑна пӗтӗмпех тӗрӗссине ҫырса янӑ пулӑттӑм, вӑл манӑн анне мар, халӗ ӗнтӗ амаҫури анне те мар, ҫапах та, вӑл хаяр ҫын марччӗ, иртнӗ вӑхӑтсенче мана ачашлани те пулнӑ, хӑш чух эпӗ ытлашширех ашкӑннине те аттерен пытаратчӗ.

И даю слово, что если бы Валентина спросила меня, нет ли у меня какой-нибудь беды, не скучаю ли, или хотя бы прислала простую желтую открытку, а не такую, где скалы, орлы, море дразнили и напоминали мне о красивой и совсем не похожей на мою жизнь, и если бы даже, наконец, на протяжении коротенького письма ровно трижды она не упомянула мне о прачке, как будто это было самое важное, — то я честно написал бы ей всю правду, потому что хотя приходилась она мне не матерью и даже теперь не мачехой, но была она все же человек не злой, когда-то баловала меня и даже иногда покрывала мои озорные проделки.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Уншӑн вара, калас пулать, арӑм ӑна ытлашширех те иртӗхтерчӗ; шутсӑр лайӑх тумлантарать, улпут сӗтелӗ хушшинче апатлантарать, чейпе сӑйлать… ну, пӗтӗм ырлӑх пурччӗ унӑн.

Зато уж и жена ее даже, признаться, слишком баловала: одевала отлично, кормила с господского стола, чаем поила… ну, что только можно себе представить!

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Ермолай чӑн та тӗлӗнтермӗш этем: вӑл вӗҫен кайӑк пек шухӑшсӑр, ытлашширех сӑмах ваклать, тӑнӑ сапаланчӑк, хул-ҫурӑмӗ килпетсӗр; вӑйлӑ сыпма юратать, пӗр вырӑнта килӗштерсе пурӑнаймасть, урине сӗтӗрсе, енчен енне тайкаланса утать — ҫапла, урине сӗтӗрсех, тайкалана-тайкаланах, талӑкра аллӑ ҫухрӑма яхӑн утать.

Ермолай был человек престранного рода: беззаботен, как птица, довольно говорлив, рассеян и неловок с виду; сильно любил выпить, не уживался на месте, на ходу шмыгал ногами и переваливался с боку на бок — и, шмыгая и переваливаясь, улепетывал верст шестьдесят в сутки.

Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.

Сӗтел хушшинче вӑл хӑйне ытлашширех те танлӑ тыткаларӗ, сӑпӑ тытрӗ теме те пулать, ҫимӗҫсене пит тиркевлӗн тутана-тутана пӑхрӗ, шыва черккепе ӗҫрӗ.

За столом она держалась очень чинно, почти чопорно, едва отведывала кушанья и пила воду из рюмки.

IV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех