Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытлашшипех сăмах пирĕн базăра пур.
ытлашшипех (тĕпĕ: ытлашшипех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чухлатӑп, хӑюлӑх та сан ытлашшипех.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Ахӑртнех, манран каҫса кайсах кулать пулӗ. Тӗлӗкре ӑна курни акӑ мӗне пӗлтерчӗ. Тул ҫутӑлсан эпӗ ирсӗр ӗҫ тунине пӗтӗм тӗнчипе пӗлӗҫ… Атӑла пуҫхӗрлӗ ярӑнмалла ҫеҫ… Ку пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ. Урӑхла май ҫук. Юрать-ха, тул ытлашшипех ҫутӑлса килмен. Никам та курас ҫук», — татӑклӑ тӗв турӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Трифон Сидорч вӑл «пултарулӑхне» Мерчӗкрех аван кӑтартрӗ те, кунта ытлашшипех аташса каймӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытлашшипех лӑпкӑ эпир.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан ытлашшипех тулса кайнӑ ҫуртра арҫынсем юлмарӗҫ — хӗрарӑмсемпе лавкка тулли ачи-пӑчи ҫеҫ куҫҫулӗсемпе манкисене юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлместӗп, — тинех татрӗ Ваҫиле ытлашшипех тӑсӑлнӑ шӑплӑха.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урайӗнче кӑвак хут татки — куҫҫульпе ытлашшипех йӗпетнӗ «вилӗм хучӗ» выртать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Качча каякан хӗрӗн ытлашшипех ҫутатнӑ, йӑлтӑртатса тӑракан ҫуртӗнче, хӑнасене вырнаҫтариччен лайӑх тумланнӑ, хром атӑ тӑхӑннӑ каччӑ икӗ тусӗпе уттисене пичетлесе уяв сӗтелӗ тавра виҫҫӗ ҫаврӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрремӗшӗ, Подоприхин гражданин патшалӑха тырӑ ӑсатас сроксене пӑхӑнмасть, иккӗмӗшӗ, колхозниксене ытлашшипех ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Тинех ватлӑх кунра шӑхӑрса кӑна пурӑнатӑп эп. Вӗсен мулӗ мана ытлашшипех ҫитет», — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

План ытлашшипех тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче хӑвӑра ытлашшипех шанатӑр, ҫавӑнпа пӗлтерӗшлӗ мероприятисене хутшӑнасран пӑрӑнӑр.

В начале недели вы рискуете переоценить свои возможности, поэтому лучше избегать участия в серьезных и важных мероприятиях.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эппин, тунсӑха ытлашшипех пусарса (ку таранччен эсир пӗртте капла пулман вӗт, Николай Егорович!), чи малтан халӗ тухтӑрсем патне ҫӳреме вӑтанмалла маррине аса илтересех тетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Анчах Бахусне, ӗҫкӗ туррине, питех пуҫҫапмастӑп эп халь, ку енпе хамӑн плана ытлашшипех тултарнӑ, ҫитет!

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ку эрнере эсир ытлашшипех те туйӑмлӑ.

В это время вы чрезмерно эмоционально активны.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑхӑчӗ ку, тен, кашни бригадӑна лайӑх пӗлсе ҫитме ытлашшипех те-и, анчах… каларӑм-ҫке Сидоркина, эсир Турунов бригадине тӳрремӗнех хӑвӑр, мана шута хумасӑр, ертсе пынине пула тӗплӗ интересленмен эпӗ вӑл бригадӑпа, терӗм.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Унтисемшӗн — тахҫанах коммунизм, ҫынна мӗн кирли вӗсен ытлашшипех пур, сӑнарлӑрах каласан, сӗт кӳллинче те чӑпӑл кӗме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав вӑхӑтра тарҫӑ укҫипе оборот туса тепӗр виҫӗ тарҫӑ тытма ытлашшипех укҫа пулать.

Куҫарса пулӑш

Шӳтсем // Капкӑн. «Капкӑн», 1928. — 2№ — 3,6,13,14, с.

Арӑмне мӗн кирлине ытлашшипех тупса пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ялта ытлашшипех ҫитет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех