Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нимӗҫсем пеме чарӑнсанах, хамӑрӑннисем кӗпер урлӑ каҫса малалла ыткӑнӗҫ тесе шутласшӑнччӗ вӑл, анчах ҫав кунах вӗсен полкӗ каялла чакма пуҫларӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сасартӑк ҫак ҫынсен юхӑмне хирӗҫ таҫтан хӗвелтухӑҫӗнчен, тусан пӗлӗчӗсем ӑшӗнчен колоннӑсем килсе тухӗҫ, хӑватлӑ танксем ҫине ларнӑ маттур каччӑсем, хӑйсен ҫулӗ ҫинче мӗн тӗл пулнине пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе, хӗвеланӑҫнелле ыткӑнӗҫ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Лайӑх тумлансан, пурте сан паталла ыткӑнӗҫ тесе шутлатӑн-и-мӗн?
11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Обломов юлхав чунне юрату йӑлтах улшӑнтарӗ, вӑл иккӗленсе асапланма пӑрахӗ, телей умӗнче чӑтса тӑраймӗ, ялтан лайӑх хыпар илӗ те, савӑннипе, Ольга патне чупса, вӗҫсе пырса, ҫырӑвне ун ури умне хурӗ, вара иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла инкӗшӗ патне ыткӑнӗҫ, унтан вара… —
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницăсем:
- 1