Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнчӗ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашкӑнчӑк ҫил ачи ури айнелле хирӗҫ килекен пӗчӗкҫӗ ҫил чӗппи ыткӑнчӗ; ҫавна пула пысӑках мар ҫавра ҫил ҫури ҫӗкленсе манӑн куҫӑмсене ҫӳпӗлерӗ.

Под ноги шаловливому ветерку бросился встречный малюсенький ветерок, от чего поднялся крошечный пыльный смерчик и засорил мне глаза.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Хӗр алӑк еннелле чупас тенӗччӗ, анчах икӗ ҫула тӳсӗмсӗррӗн уйларӗ те — кантӑк патне таврӑнчӗ, унтан сиксе анса Битт-Боя хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Она кинулась было бежать к дверям, но, нетерпеливо сообразив два расстояния, вернулась к окну и выпрыгнула в него, побежав навстречу Битт-Бою.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пурте алӑк еннелле ҫаврӑнчӗҫ, нумайӑшӗ калпакӗпе сулкалашать, хӑшӗ-пӗри кӗрсе тӑнӑскере хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Все обернулись к дверям, многие замахали шапками, некоторые бросились навстречу вошедшему.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Портьерӑна сирсе уҫнӑ алӑ Гнор тума пултарайманнине чӑна кӑларчӗ; вӑл малалла ыткӑнчӗ те тӑпах чарӑнчӗ, каялла чакрӗ, пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ; ӳлӗм мӗн пуласси унӑн ас тӑвӑмне ӗмӗрлӗхех парӑнтарчӗ.

Рука, откинувшая портьеру, сделала то, что было выше сил Гнора; он бросился вперед и остановился, отступил назад и стал нем; все последующее навеки поработило его память.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ватӑскер таса, пӑлхануллӑ, турӑран темӗн йӑлӑнакан сӑнлӑ; Энниок каллех кулса ячӗ; чӗри хӗсӗнчӗ, тикӗс тапманнипе самантлӑха сывлама йывӑрланчӗ; унтан пурнӑҫпа ҫыхӑну татӑлнине тата пуҫне сӗм хура сехре хӑппи ҫавӑрса сӗрӗмлетнине туйрӗ те — кӗпӗрленнӗ ушкӑн варринелле ыткӑнчӗ.

У старика было строгое, взволнованное и молитвенное лицо; Энниок рассмеялся; тяжкие перебои сердца на мгновение стеснили дыхание; затем, чувствуя, что рушится связь с жизнью и темная жуть кружит голову, он бросился в середину толпы.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.

На мгновение он зажмурился, открыл глаза, вздохнул и ударил изо всей силы под низ шара; шар блеснул, щелкнул дальнего, взвившегося дугой прочь, и, быстро крутясь в обратную сторону, как бумеранг, катясь все тише, легко, словно вздохнув, тронул второго.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Хатер, — Стерс сӗтеле тапса сирпӗтрӗ, кӗтеселле ыткӑнчӗ; унта, шкап хыҫӗнче, ешчӗксен хушшинче хаҫат хучӗпе чӗркенӗ темӗскер выртать; капитан вӑрттӑн япалана ҫатӑрласа тытрӗ, палуба ҫине ыткӑнса та кӑшкӑрса хӑпарчӗ:

— Готово, — Стерс отшвырнул стол, бросился к углу, где за шкафом, среди ящиков, находилось нечто, окутанное газетной бумагой, и, схватив таинственный предмет, устремился на палубу, говоря:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Каярах-и, маларах-и — шӑпах ҫакӑ кирлӗ самантра, мӗншӗн тесен иккӗшӗ-виҫҫӗшӗ курокне шаклаттарчӗ, — Аян Пэд вырӑнӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Ни позже, ни раньше, именно в тот самый момент, когда это сделалось необходимым, потому что два-три раза щелкнул курок, Аян бросился к ложу Пэда.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫапах Варламов, хӑйне пенине, пуля катса кӑларнӑ кирпӗч ванчӑкӗсем питрен хытах ҫапӑннине пӑхмасӑр, Калюков хыҫҫӑн ыткӑнчӗ, алӑка пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах лешӗ сурана пӑхса тӑмарӗ ӗнтӗ, картишне чупса тухрӗ, пахчаналла ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ванькка, унӑн хусканӑвӗсене сӑнасах тӑраканскер, хулӑн хӑмаран тунӑ сӗтел хыҫне ыткӑнчӗ, пытанса ӗлкӗреймерӗ, сылтӑм хулпуҫҫине тем пӗҫертсе илнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна лектернине, лешӗ самантрах ӳкмерӗ пулин те, ҫавӑнтах туйрӗ вӑл, анчах ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӗ, мӗншӗн тесен хыҫалта вирхӗнсе пыракан ҫури сасартӑк хӑвӑртлӑха чакарнӑ амӑшӗнчен вӑшлаттарса иртсе кайрӗ те сунарҫӑ ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унччен те пулмарӗ — кашкӑр ами йӑваран вӗлт! сиксе тухрӗ те, хӑй ӗмӗрӗнче вуншар, ҫӗршер чӗрчуна туртса ҫурнӑ асав шӑлӗсем кӑнтарса тӑракан ҫӑварне хӑрушшӑн карса, тарӑху капланса-тулса ҫитнӗрен хӑрӑлтӑкпа чыхӑна-чыхӑна, тӑвалла, хыр вулли хыҫӗнче тӑракан Сӑпани патнелле хӑватлӑн тапса ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй, чӑнах та, малалла ыткӑнчӗ, ун хыҫҫӑн — Телегинпа Майоров, хӗҫпӑшалсӑр ҫармӑспа тепӗр салтак хыҫалта пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль те тӑрӑшса чупакан Тӑвӑл карт! туртрӗ те малалла ҫил пек ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантра ҫӳлте чун-чӗрене мӑнаҫлӑ кӑшкӑрӑвӗпе ҫурса-чӗтретсе хӑватлӑ музыка ҫӗнӗрен ӑнтӑлуллӑн ыткӑнчӗ.

Тогда сверху, сотрясая и зарывая сердце в свой торжествующий крик, вновь кинулась огромная музыка.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Капитан хушса хӑварни пӗтӗмпех ӑнланмалла пулин те — Пантен куҫне чарса пӑрахрӗ те турилкки-мӗнӗпех каютине канӑҫсӑррӑн ыткӑнчӗ.

Хотя распоряжения капитана были вполне толковы, помощник вытаращил глаза и беспокойно помчался с тарелкой к себе в каюту.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл парӑссен ҫӑмӑллӑн ишсе таракан илемлӗ виҫ кӗтеслӗхне куҫран вӗҫертесрен шикленсе куҫне чарса чупрӗ, такӑнчӗ, ӳкрӗ, вара каллех малалла ыткӑнчӗ.

— Она старалась не терять из вида красивый, плавно убегающий треугольник парусов, спотыкалась, падала и снова бежала.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑшт аяккарахра тӑракан Васька офицер ҫине пӗрмай хаяррӑн пӑхрӗ, саламат сывлӑша ҫурса шӑхӑрса ярсан вара малалла ыткӑнчӗ.

Васька, стоявший немного в стороне, все грозно глядел на офицера, а когда плеть просвистела в воздухе, бросился вперед.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех