Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраш сăмах пирĕн базăра пур.
ыраш (тĕпĕ: ыраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурнӑҫ ыраш мар, унран ҫӑнӑх тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта тахҫантанпах урпа, сӗлӗ, ыраш, йӗтӗн, кантӑр акса пурӑннӑ, ҫӗрулми тата ытти пахча-ҫимӗҫсем те лартса тунӑ.

С давних пор здесь разводили ячмень, овес, рожь, лен, коноплю, картофель и другие овощи.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ыраш пусси, е хӗрлӗ пуҫлӑ клевер, Е ҫӗмӗртпе сиренӗ килсерен…

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Кӗҫех ыраш пусси пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тем ҫӳллӗш ҫӗкленнӗ парка ыраш кӑмӑла ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑк мӑшӑр ыраш пуссипе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр енче — ҫӳллӗ ыраш, тепӗр енче — ҫуртри.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирлӗ-каҫлӑ, ӗнесем витере чухне, ыраш калчи ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пушшисене вылятса ыраш пусси еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Симӗс конвейер валли акнӑ ыраш уйӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Колхоз председателӗпе калаҫса, арманта ыраш авӑртмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

— Килӗрен шырасан та ыраш ҫӑнӑхӗ тупаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

…Туятӑп: кӑкӑра тулать, тулать пӗр вӗҫӗм Ыраш сӗткенӗпе пылланӑ хир шӑрши…

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ҫав шутра – 440 пинӗшӗ – тулӑ, 237 пинӗшӗ – урпа, 25 пинӗшӗ - ыраш.

В том числе, 440 тыс. — пшеницы, 237 тыс. — ячменя, 25 тыс. — ржи.

Тыр-пулӑн 77 процентне пухса кӗртнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35799.html

Вӑл шутран 1739 гектар кӗрхи тулӑ, 237 гектар ыраш, 287 гектар ҫурхи тулӑ, 3255 гектар урпа, 713 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

1761 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1491 гектар ҫурхи тулӑ, 3976 гектар урпа, 1039 гектар сӗлӗ, 45 гектар вика, 218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырма малалла пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%b2%d1%8 ... %82%d1%8c/

Вӑл шутран 1788 гектар кӗрхи тулӑ, 393 гектар ыраш, 1980 гектар ҫурхи тулӑ, 4162 гектар урпа, 1191 гектар сӗлӗ, 60 гектар вика, 2218 гектар пӑрҫа пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Ҫеҫен хир варринчи Тулӑхлӑ тыр ани, Ыраш пусси каллех Сар шӑркана ларни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Ҫын ҫывхарнӑҫемӗн ыраш ӑшӗнчен унтан та кунтан хӑрахшарӑн уй ҫерҫийӗсем, хӑмӑлпа ҫыхланса, аран-аран вӗҫе-вӗҫе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ыраш пучахӗсем, чӑнах та, йывӑрланса кайнӑ пек, сулмаклӑн чӑштӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех