Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраш сăмах пирĕн базăра пур.
ыраш (тĕпĕ: ыраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркуннехи тӳлек те ӑшӑ ҫумӑрпа ҫӑвӑннӑ, хӗвел ачашланипе ешернӗ ыраш калчисем симӗс кавир пек сарӑлса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пиҫсе ҫитнӗ ыраш шӑрши сӑмсана кӑтӑклать, ҫул хӗрринчи тӗрлӗ чечек куҫа илӗртет…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Тулли пучахлӑ ыраш ани тӳлек ҫилпе «пӑшӑлтатать».

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӑрҫа е тулӑ тултарнӑ, ултӑ михӗ хунӑ урапана хыҫалтан ним мар йӑтса вырӑнтан вырӑна куҫарнӑ, ыраш кӗлти лавӗн тухса кайнӑ кустӑрмине пӗччен кӗртсе лартма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӗвел майӗпен вӑрман хыҫӗнчен тухса ыраш хӑмӑлне ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫулӑн икӗ енӗпе ҫӗҫӗ айне лекмен, вырса тӗшӗлеме ӗлкӗреймен ыраш вӑрӑм та тулли пучахӗсемпе ура тунинчен е пилӗкрен «ачашласа» илет, малалла утма вӑй хушать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Выльӑхсем тӑранса лӑплансан, вӗсем ыраш улӑм купи ҫумне ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗр кунхине амӑшӗ вырӑнне ыраш вырса ҫапнӑ-тӗшӗленӗ ана ҫине сурӑх кӗтӗвӗ кӗтме тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ялта кашни кал-кал ӗҫлет, Кӗрхи куна кӗтсе илет: Лавруш Ляви лаша кӳлет, Муҫҫей мучи мунча сиплет, Куршук Куҫми хире тухать, Комбайнер вӑл, ыраш вырать, Катиҫ Калли ҫӗртме тӑвать, Ҫӗртме тӑвать, ҫерем уҫать.

Куҫарса пулӑш

Санюк Санькки кӑна выртать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 22 с.

Хӗрарӑмсем салатӑн шоколад тӗслӗ ҫӑнӑхне темиҫе талӑк хатӗрлеҫҫӗ, уйрӑмах тӑрӑшса хӑмлана парлантарса типӗтеҫҫӗ, вӗсен хутӑшне — ӑсла тӑваҫҫӗ, унтан пысӑк чукунтан ылтӑн тӗслӗ сӗткене тивӗҫлӗ кӗлӗ каласа ыраш улӑмӗ витӗр сӑрхӑнтарса тумлатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унӑн никӗсӗнче — салат, е, урӑхла каласан, хӑйне евӗрлӗ калчалантарнӑ пысӑк пахалӑхлӑ ыраш, Атӑл хӗрринчи аякри вӑрмансенчи ҫырмасенче пуҫтарнӑ хӑмла.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тутлӑ вӗсем, ыраш пашалӑвӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурнӑҫ ыраш мар, унран ҫӑнӑх тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта тахҫантанпах урпа, сӗлӗ, ыраш, йӗтӗн, кантӑр акса пурӑннӑ, ҫӗрулми тата ытти пахча-ҫимӗҫсем те лартса тунӑ.

С давних пор здесь разводили ячмень, овес, рожь, лен, коноплю, картофель и другие овощи.

Ялхуҫалӑхӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ыраш пусси, е хӗрлӗ пуҫлӑ клевер, Е ҫӗмӗртпе сиренӗ килсерен…

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

Кӗҫех ыраш пусси пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тем ҫӳллӗш ҫӗкленнӗ парка ыраш кӑмӑла ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫамрӑк мӑшӑр ыраш пуссипе утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр енче — ҫӳллӗ ыраш, тепӗр енче — ҫуртри.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ирлӗ-каҫлӑ, ӗнесем витере чухне, ыраш калчи ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех