Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраш сăмах пирĕн базăра пур.
ыраш (тĕпĕ: ыраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыраш е тулӑ пӗрчисене шӗкӗлчесе ҫинипех хырӑм тӑрантараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Утӑ эп асра-тӗсре ҫеҫ ҫикеленӗ, кашни кун тенӗ пекех ыраш кӗлтипе ҫырлахма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пуссинче кӑн-кӑвак утмӑлтуратсем те, чӑлт шурӑ салтак тӳмисем те пур.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫул хӗррипе ыраш пулнӑ кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫул пӑсӑличчен ыраш авӑртса хумалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Лавкка ҫумӗнчи тӑкӑрлӑкпа пӗр ушкӑн хӗр яла кӗчӗ: вӗсем ыраш калчи ҫине кӗл сапма кайнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Вӑрмантан йывӑррӑн кӗрлеттерсе тухнӑ грузовик ешӗл ыраш пусси урлӑ каҫсан каллех вӑрмана чӑмрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Тӑкӑрлӑкра тӗл пулнӑ хӗрарӑм латлӑн-йӗркеллӗн сӑмах та хушмарӗ, хӑлха ҫуначӗ таринех хӗмленсе хӗрелнӗскер пуҫне тайса сывлӑх суннипех ҫырлахрӗ, ачисене сӗркеленсе утнӑшӑн вӑрҫа-вӑрҫа тӑкӑрлӑк вӗҫнелле талпӑнчӗ, пиҫсе-саралса ҫитнипе йывӑррӑн кӑштӑртатса хумханакан ыраш пуссинче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Кайран вӗсем, темрен шикленнӗскерсем, алла-аллӑн ҫавтӑнса тӑкӑрлӑк вӗҫнелле анкарти хыҫӗнчи ыраш пусси еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫавӑнтан вара ҫак Улӑпӑн аслӑ ачи ыраш акма вӗренсе кайнӑ, ӳрӑх йӑх ҫынни пурнакан яла Улатырӑ тесе ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ули вӑл кӗркунне акса хӑварнӑ ыраш, — тет урӑх йӑх ҫынни.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал ыраш питӗ вӑрӑм, Эпир килсе вырас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла ҫынсем ака-суха тума вӗреннӗ, ҫӗр ӗҫлесе урпа, ыраш, тулӑ, вир туса илме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хунчар Савантерӗнчен вӑл иртнӗ ҫул икӗ пӑт ыраш кивҫен илнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑҫал вӑйлӑ ҫур килнипе Ыраш ӳсет пӗр тикӗс, Ҫуртри калчи ав майӗпе Шӑтса тухрӗ сип-симӗс.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑл шывӗ те шавламасть, Шавламасть те лӑпланмасть: Йӑрӑм-йӑрӑм авӑнать, Ыраш хирӗ пек хумханать.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑрт хӗрринче, пуҫ кӑларнӑ ыраш ҫинче, ӑрша вылять.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Унӑн ҫӳҫӗ хӗвелпе ытлашши типсе сарӑхнӑ ыраш хӑмӑлӗ тӗслӗ, тирпейсӗр купаланӑ улӑм лавӗ пек вӗҫкелесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Пур ыраш та хирте ӳсет-ҫке? — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех