Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хӑш шкулсенче ачасене вӗрентмеллине палӑртса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе те ыйтусене тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Ҫулсен карттине хатӗрленӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ҫуртсене тӗпрен юсассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, проектпа смета ӗҫ хучӗсене хатӗрлессине, тавралӑха тирпей-илем кӗртессине пӑхса тухнӑ Правительство ҫуртӗнче паян ирттернӗ канашлура.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ҫак ыйтусене ҫӑлтӑрлӑ артиста пама май пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн яллӑ вырӑнсем-ха? // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10875-m- ... r-nsem-kha

Лагере ҫӳрекенсем ыйтусене кӑмӑлпах хуравларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш ыйтусене пӗрле сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пысӑк мар тӑхтав пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мария Федотовна, ку ыйтусене хӑвӑр кӑна хуравлама пултаратӑр пулӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытти ыйтусене сӳтсе явӑпӑр, — Михаля хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Террористсене хирӗҫ операци ирттернӗ вӑхӑтра харпӑр хӑйне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те семинарта сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Хӑйсене кунӗн-ҫӗрӗн шухӑшлаттаракан ыйтусене васкамасӑр, ӗҫлӗн пӗрле сӳтсе яваҫҫӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫемье хаклӑхӗсене упрас тата вӗсене ачасене вӗрентес тивӗҫ, ашшӗсен обществӑри пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗ, ҫемьери хисеппе юрату… - социаллӑ ҫивӗч ыйтусене чылай хускатнӑ ачасемпе калаҫусенче.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Газ енӗпе те тӗрлӗ ыйтусене татса панӑ, инфратытӑма аталантарса пырассипе те пур енлӗн пулӑшӑва тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Тата, эп астӑвасса, эсӗ ҫав ыйтусене сӳтсе явнӑ ҫӗрте ытла вӑйлах та марччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та, пӗр-пӗрне пулӑшса, пӗрлешсе ыйтусене татса панинчен ырри ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Куҫман пурлӑха регистрацилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене нихӑҫан та каяраха хӑварма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Кая хӑварма юрамасть // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11568-ka ... a-yuramast

Мӗнпе пулӑшмалла, вӗренӳсем вӑхӑтӗнче, ҫар заданийӗсене пурнӑҫланӑ чухне мӗн кирлӗ?.. - ҫак тата ытти ыйтусене куллен сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу, ӑнлану темрен те хаклӑ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11574-pu ... n-te-khakl

Мӗнпе те пулин пулӑшмалла-и, ҫивӗч ыйтусене татса парассипе ӗҫлемелле-и – эпир яланах хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӑхӑчӗсене шеллемесӗр, нимле тӳлевсӗр ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсене хутшӑнакансене, тӗрлӗ социаллӑ ыйтусене татса пама пулӑшакансене вӑл чун-чӗререн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ӗҫ ырӑпа таврӑнать // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11839-yr ... a-tavr-nat

Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса памалли, ӗҫ вырӑнне улӑштармалли, банкра счет уҫмалли ӑнӑҫлӑ эрне мар.

Неподходящая неделя для финансовых дел, бизнеса, смены работы, открытия счета в банке.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑра алӑра тытӑр, ыйтусене килнӗ май татса парӑр.

Держите себя в руках и педантично разбирайте проблемы по мере поступления.

48-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗр иккӗленмесӗр ыйтусене татса парӑр, ӗҫлӗ хутшӑнусем йӗркелӗр.

Смело решайте проблемы и устанавливайте деловые контакты.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех