Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Газпа, электроэнергипе тата шывпа тивӗҫтерес ыйтусене татса парассипе тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Муниципаллӑ округ территорийӗнче пӗр пуҫлӑх, халӑх суйлакан орган - депутатсен пухӑвӗ, пӗр администраци, территорин пӗрлехи пӗр бюджечӗ тата планӗ, экономикӑпа, социаллӑ пурнӑҫпа, сывлӑх сыхлавӗпе, вӗрентӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене татса паракан пӗр центр пулни ӗҫ тухӑҫне ӳстерме пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫулта - ҫӗнӗ йышпа // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11684 ... c-n-jyshpa

Пӗр енче райпо пуҫлӑхӗ хирӗҫ ларакан поссовет председательне хӗрсех тем тӑнлантарать, завод директорӗ ҫывӑхри колхоз председательне курорт шучӗпе астарать, икӗ хӗрарӑм главврачпа культура пайӗн заведующийӗ, ҫамрӑклӑха сыхласа хӑвармалли ыйтусене татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратма пултаракан ыйтусене туххӑмрах уҫӑмлатма майсем пуррине те каланӑ, халӑхпа тачӑ ҫыхӑнса кирлӗ пек ӗҫсене пурнӑҫласа пыма меллӗ тенӗ вырӑнти ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай муниципаллӑ округне аталантармалли тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chva ... icipalitet

Мӗн вӑл телей темӑпа ҫыхӑнса тӑракан ыйтусене ачасем хапӑл тусах хӑйсем ӑнланнӑ пек савӑнӑҫлӑ хурав пани те ҫакнах ҫирплетет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ача тӗрӗс ҫул-йӗрпе пыни питех те пӗлтерӗшлӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/kash ... ni-piteh-t

Эрнен иккӗмӗш ҫурринче, ахӑртнех, сирӗн ыйтусене татса памалли тухӑҫлӑ мел шырама тивӗ.

Вторая половина недели, скорее всего, потребует от вас умения находить эффективные решения практических вопросов.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха сирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тимлӗх уйӑрма тивӗ.

В начале недели, возможно, придётся много внимания уделять вопросам укрепления здоровья.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Лӑпкӑ лару-тӑрура, пӗчченлӗхре пухӑннӑ ыйтусене татса пама, пурнӑҫ, малашнехи плансем пирки шутлама, килӗшнӗ ӗҫсемпе аппаланма пултаратӑр.

Возрастёт потребность в спокойном и уединенном образе жизни, когда можно решать накопившиеся проблемы, обдумывать свою жизнь и будущие планы, заниматься любимыми делами.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Раксен халӗ ҫемье пурнӑҫне хӑтлӑлатма, килти ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ тапхӑр.

У Раков наступил благоприятный период для обустройства своей семейной жизни и решения бытовых проблем.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑвӑр вӑя шанни, яваплӑха туйни ыйтусене татса пама пулӑшӗҫ.

Ваша уверенность в своих силах и ответственность помогут решить все вопросы.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫемьене, ачасене пырса тивекен ыйтусене тимлӗр.

Займитесь вопросами, касающихся семьи и детей.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Харпӑр ыйтусене татса пама ӑнӑҫлӑ эрне.

Наступает благоприятный период для решения личных проблем.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ларура ытти ыйтусене те сӳтсе явнӑ.

На заседании обсуждались и другие вопросы.

Канаш маниципаллӑ округӗ: иртнӗ эрнере ӗҫ шыракансен йышӗ ӳснӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34456.html

— Кун пек ыйтусене пуҫлӑхсем татса параканччӗ, профоргсем мар, — илтӗнчӗ Корнеевӑн кӑмӑлсӑр сасси.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Кун пек ыйтусене татса пама иртерех-ха сана, Ревлен Петрович.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Кил-тӗрӗшри ыйтусене татса пама пултаратӑр.

Также можете заняться решением бытовых проблем.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ял ҫыннисем панӑ ыйтусене хуравларӗ, ҫав самантрах татса пама май ҫуккисене ҫырса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Канашлура округ пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

В. И. Ленин хушса хӑварнисене пурнӑҫласа, пирӗн парти халӗ те ӗҫҫыннисен сӗнӗвӗсене, вӗсен шухӑш-ӗмӗчӗсене шута илет, государствӑпа хуҫалӑх ӗҫӗнчи пысӑк ыйтусене халӑхпа пӗрле канашласа татса пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех