Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтусене (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ыйтусене ответлес шутпа Владимир Ильич хӑйӗн автобиографине ҫырасшӑн пулнӑ, анчах вӗресе тӑракан революцилле событисем вӑхӑтӗнче унпа чӑрманма хал ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Советсен политехникӑлла ӗҫ шкулне тӑвасси, ваттисене пӗлӳ парас ӗҫе йӗркелесси, халӑха коммунизмла воспитани парасси — ҫак ыйтусене татса парассишӗн вӑл пӗтӗм вӑйӗпе пултарулӑхне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Канашлура ытти ҫивӗч ыйтусене те пӑхса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый вырӑнти тата территори пайӗсен, учрежденисемпе организацисен ертӳҫисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайӗнчи ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, пурнӑҫламалли тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Пушар асӑрхавӗн Елчӗк округӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ — патшалӑх тӗп инспекторӗ Александр Сайкин иртнӗ ҫул округра пушарпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Витӗмлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2%d0%b ... 80%d0%bbe/

Кунта тахҫанах ҫакӑ та йӑлана кӗнӗ: пухусене малтан кашни бригадӑра ирттереҫҫӗ, тӗрлӗрен ыйтусене унтах татса панӑран, тӗп пухура ҫаксем пирки аса илсе вӑхӑта та ирттермеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Хӑйне комитета суйланӑ юлташӗсен интересӗсене хӳтӗленӗ май, вӑл вӗренекенсене пама тивӗҫлӗ ҫӑкӑршӑн кӗрешнипе лӑпланман, пурнӑҫ условийӗсене ҫӑмӑллатмалли ытти ыйтусене те хускатнӑ…

Верный интересам товарищей, которые его избрали, он не ограничился борьбой за полагающийся вам хлеб, он пошел дальше в своих требованиях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Предприятисене кадрсемпе тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те хӑвӑрт татса пама тӑрӑшрӑмӑр.

Оперативно реагировали и на вопросы, связанные с обеспечением предприятий нужными кадрами.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӗсем пире малашне усӑ курма май пур мелсене, халӑха пӑлхантаракан ҫивӗч ыйтусене туллин палӑртма пулӑшрӗҫ.

Они помогли нам составить максимально полное представление о потенциальных возможностях и волнующих людей вопросах.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Халӗ ҫак ӗҫе хӑвӑртлатма тата 2023-2024 ҫулсенче халӑха транспорт пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине тӗпрен улӑштарма, муниципалитетсем хушшинчи (уйрӑмах Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем хушшинчи) турттарупа ҫыхӑннӑ чылай ҫул тӑсӑлакан ыйтусене татса пама пӗтӗм май пур.

Теперь есть все предпосылки для того, чтобы ускориться и уже в 2023–2024 годах кардинально изменить транспортное обслуживание населения, решить давно назревшие проблемы межмуниципальных перевозок, прежде всего между Чебоксарами и Новочебоксарском.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хисеплӗ ӗҫтешсем, эпир пӗчӗк хуласенчи тата ял поселенийӗсенчи коммуналлӑ инфратытӑма ҫӗнетмелли ыйтусене татса парасси ҫине тытӑмлӑн пӑхассипе ҫыхӑннӑ 2021 ҫулхи пуҫарӑва малалла пурнӑҫласа пырӑпӑр.

Уважаемые коллеги, мы продолжим также реализовывать начатый еще в 2021 году системный подход к модернизации коммунальной инфраструктуры в малых городах и сельских поселениях.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӑл Улатӑр, Канаш, Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Етӗрне хулисенчи тата Шупашкар районӗнчи социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен ҫичӗ центр никӗсӗ ҫинче пурнӑҫланать.

Он реализуется на базе семи центров социального обслуживания в Алатыре, Канаше, Козловке, Новочебоксарске, Чебоксарах, Ядрине и Чебоксарском районе.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мероприятире тӗрлӗ ыйтусене ҫӗкленӗ.

На мероприятии были затронуты различные вопросы.

Вӑрнар фермерӗн пылӗ - чи лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12162-v- ... -laj-khkhi

Ыйтусене татса панӑ чухне ҫине тӑрӑр, ӗҫре ҫӗнӗ мелсемпе усӑ курӑр.

Будьте более настойчивы в решении вопросов, используйте новые методы и подходы в работе.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хутшӑнусем питӗ лайӑх йӗркеленӗҫ, кунпа ӗҫлӗ ыйтусене татса панӑ чух усӑ курӑр.

Отношения с представителями противоположного пола будут складываться самым лучшим образом, используйте это в решении деловых вопросов.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫырура Олег Алексеевич республика аталанӑвӗн программипе килӗшӳллӗн ҫынсене уйрӑмах кӑсӑклантаракан, кашни сферӑрах вӑраха ямасӑр татса памалли ыйтусене хускатрӗ, ҫав вӑхӑтрах умра тӑракан проблемӑсене ҫивӗчлетрӗ, правительствӑн, Патшалӑх Канашӗн, муниципалитет округӗсен хальхи вӑхӑтри тата малашнехи тӗп тӗллевӗсене палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Ҫапах та отчетлӑ пухусенче ял ҫыннисем хускатнӑ ыйтусене, тухса калаҫакансен сӗнӗвӗсене ертӳҫӗсен малашнехи ӗҫре усӑ курмах тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Унта пирӗн хурт-хӑмӑрҫӑсен пӗр-пӗринпе курса калаҫма, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явма, ҫӗннине нумай пӗлме май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Килти хуҫалӑхри пур ыйтусене вӗсемпе пӗрле сӳтсе явать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ӗҫри пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса памалла, ҫитес вӑхӑтра вӗсем сахал мар тупӑш кӳрӗҫ.

В этот период можно будет решить серьезные рабочие вопросы, которые в ближайшем будущем принесут неплохую прибыль.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех