Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтман (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пирки эпӗ иккӗленмен, хамран нимӗн те ыйтман, хирӗҫле те, майлӑ та шутласа тӑман — эп ӑна пӗлнӗ.

Я не сомневался, не спрашивал себя, не приводил никаких за и против — я знал.

8 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вӗсем унран ыйтман.

Его ни о чем не стали расспрашивать.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Вӑл нихӑҫан та калаҫман, нимӗн ҫинчен те ыйтман, нимӗн ҫинчен те асӑрхаттарман.

Он никогда не разговаривал, никогда ни о чем не расспрашивал, не высказывал своих мнений.

I // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.

Ҫапах та тӗнче илемӗпе киленсе пурӑнакансем сиссех ҫитерейменни, курӑнакан курмӑша курсах пӗтерейменни те пур ҫакӑнта, тӗнчен куллен-кун, самантсерен пиртен тарса-тарса пыракан, вӗҫсӗрлӗхе пат та пат тумлакан ӗшенми тӗрӗслӗх, пиртен чӗптӗм те ӑс ыйтман вирлӗ юхӑм, ҫаврӑну пур.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепӗр чухне вӗсен алли-урисене тӑм илнӗ; вӗсем выҫӑпа касӑхнӑ, ҫапах та йӗмен, ҫапах та конвоирсенчен хӗрхенӳ ыйтман

Случалось, они отмораживали руки, ноги, голодали, но не плакали, не просили милости у конвоиров…

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Тӗрмере ларакан ҫын тӗрме хурал ҫинчен ни кӗлӗ тума, ни табак туртма ирӗк ыйтман.

Узник не просил у тюремщика ни чёток для молитвы, ни табаку.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Вӑл хуҫаран хӑйӗн ырхан ашакне лайӑхрах тӑрантарма та ыйтман, ун вырӑнне хӑй патне пынӑ икӗ чухӑн ҫынпа часах калаҫса, вӗсен куланайне чакарма килӗшнӗ, Гутьерресран вара пӗтӗм куланайне пӗтӗмӗшпех, ним кӗтмесӗрех илнӗ.

Он не просил хозяина получше накормить своего тощего мула, зато охотно выслушал двух бездельников, которые пришли к нему жаловаться на бедность, и сразу согласился дать им скидку с налога, а с него, с Гутьерреса, спросил полностью весь налог и без отсрочки!

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Чунтан юратакан, юратӑвӗшӗн хирӗҫ нимӗн те ыйтман ҫын мана ҫав тӗрлӗ шанса парӑнма, ӗненме пултарать, ахӑртнех.

Так может верить, наверное, только человек, который любит и ничего не требует взамен.

6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вӑл пулӑшу ыйтман.

Она не просила о помощи.

Унӑн ҫемйи // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 55–65 с.

Ӗнтӗ вӗсенчен ӑна ҫине тӑрсах ыйтман та темелле.

Кстати, к ним и не предъявлялось серьезных требований.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Манӑн нимӗн ҫинчен те калас килмест, — эпӗ сӑмаха урӑххи ҫине пӑрса ярасшӑнччӗ, анчах хам ӑна пӗтӗмпех каласа парасса туйма пуҫларӑм, анне кун ҫинчен хӑй калаҫма пуҫланӑшӑн та савӑнатӑп, мӗншӗн тесен ыйтнӑ чух каласа парасси пачах ыйтман чух каласа парассинчен ҫӑмӑлрах.

Ни о чем я не хочу сказать, — стал я выкручиваться, а сам уже чувствую, что сейчас же обо всем расскажу, и рад, что мама сама об этом заговорила, так как легче сказать, когда тебя спрашивают, чем когда не спрашивают вовсе.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

— Эпир Настя асаннӳ патне каятпӑр, — ним ҫинчен те ыйтман пулин те, ӑнлантарса пачӗ амӑшӗ — ара, кам патне кайни кирлех-и-ха, хӑнара кӑна пулас.

— Мы пойдем к бабушке Насте, — объяснила мама, хотя он не спрашивал, — неважно к кому, лишь бы в гости.

Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Эп санран кун ҫинчен ыйтман.

— Я тебя не об этом спросил!

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Степан ӗҫ хушнӑ ҫынсенчен нихӑшӗ те ҫак сухаллӑ, бродяга евӗрлӗ ҫын вӗсене мӗнле правапа ун пек ӗҫе хушнине унран та, хӑйӗнчен те ыйтман.

И никто из людей, которыми двигал Степан, не спрашивал ни его, ни себя, по какому праву распоряжается ими этот бородатый, похожий на бродягу человек.

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

— Эпӗ унтан ыйтман.

— Я не спрашивал.

IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Пурнӑҫ ӑна кӑткӑс мар пек, ҫынтан хӑй аллинче тытса тӑракан япаласемсӗр пуҫне нимӗн те ыйтман пек туйӑннӑ.

Жизнь казалась ему простой, не требующей от человека ничего, кроме того, чем он уже обладает.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Вӑл хӑйӗнчен ҫав тӗп ӗҫ ӑҫта тата мӗнре пулни ҫинчен ыйтман, анчах вӑл ҫав тӗп ӗҫ — ӗҫре пулнине пӗлнӗ.

Он не спрашивал себя, — в чём и где это главное, он знал, что главное — в деле.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Тӗрӗссипе каласан, калама аван мар, анчах хам та кайма ыйтман пулӑттӑм — инҫе, сивӗ, тӗрлӗ ҫитменлӗхсем, шикленсе пурӑнни, килте вара ӑшӑ та лӑпкӑ.

Знаете, больно признаться, но я бы и не стал проситься — далеко, холодно, всякие неудобства, треволнения, тогда как дома тепло и спокойно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ун ҫинчен ыйтман.

— Об этом не просил.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Праскухин, хӑйне юрлама ыйтман пулин те, хӑй юрра пит аван юрласа пачӗ, ӑна вара, лайӑх юрланине кура, тата тепӗр хут юрласа пама ыйтрӗҫ, ку, паллах, унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ.

Праскухин, хотя никто не просил его, стал вторить, и так хорошо, что его уж просили вторить, чему он был очень доволен.

5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех