Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн вара, эпир ыйткалакансем пулса тӑтӑмӑр-и?
3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кӳме хыҫҫӑн ушкӑнпа ачасем, ыйткалакансем, пынӑ ҫӗртех тӗрлӗ чикеленсе илсе кӑтартакан акробатсем, тата шӑкӑр-макӑрпа тутлӑ япала сутакансем чупса пыраҫҫӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унтан самӑрӑлса шыҫса кайнӑ Степан Барскин хӑйӗн пьянцӑ-кӗрӗвӗпе тата чалӑш куҫлӑ хӗрӗпе ҫуна ҫине ларса иртсе кайрӗ; вак халӑх пысӑк хура ушкӑн пулса нумайччен иртрӗ: мещенсем, тир-сӑран тӑвакансем, пир-авӑр тӗртекенсем, урапа тӑвакансем, ыйткалакансем, никама кирлӗ мар, йӗке-хӳре тӗслӗ карчӑксем.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сак ҫинче лараканскер, вӑл кӗслине хӑйӗн шӗвӗр чӗркуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те, ун хӗлӗхӗсене тымар пек кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнисемпе хускаткаласа, суккӑр ыйткалакансем юрланӑ пек, янӑранӑ кӗвӗ майӗпе ташша ячӗ:
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ыйткалакансем хӗпӗртерӗҫ, эпӗ панӑ ҫӑкӑра сӑхсӑхса ҫие пуҫларӗҫ.
Пӗр ача хай суккӑр ыйткалакансенчен хӑрама чарӑнни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ ача чухнех, урамра пӗр-пӗр ыйткаласа ҫӳрекен ҫынна курсан — вӑл вӑхӑтра ыйткалакансем питӗ нумайччӗ — чӗнсе кӗртет те ӗҫтерет-ҫитерет, юлашкинчен пӗр-пӗр кивӗ тум-тир парса ярать.
Кукамӑшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кунӗ сивӗ тӑрать, ыйткалакансем кунта, хиртен варкӑшса килекен сивӗ ҫил айӗнче, иртенпех лараҫҫӗ.День был холодный, нищие сидели здесь с утра, открытые свежему ветру, налетавшему с поля.
VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах бандуристсем — хутаҫ ҫакса ялсем тӑрӑх юрласа ҫӳрекен ватӑ ыйткалакансем пулнӑ…Обыкновенно бандуристы были старцы нищие, ходившие от села к селу с сумой и песней…
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эпир иксӗмӗр те ыйткалакансем.
IV. Ыйткалакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Хуласенче турра кирлӗ мар ылтӑнпа, кӗмӗлпе тултарнӑ чиркӳсем лараҫҫӗ, анчах чиркӳ умӗсенче, хӑйсен аллине пӗчӗкҫеҫ пӑхӑр укҫа хурса парасса усӑсӑр кӗтсе, ыйткалакансем чӗтресе тӑраҫҫӗ.
VIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл тахҫанах асӑрханӑ: пуянраххисем тата шукӑльрех тумланнисем чиркӳре яланах малта тӑнӑ, вӗсем хыҫӗнче чаплах маррисем пулнӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ ыйткалакансем алӑк патӗнче, кӗтессенче е чиркӳ умӗнче хӗсӗнкеленӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Эдвардпа сирӗн пурте тӗрӗс-тӗкел, анчах эпӗр акӑ — Станиславпа иксӗмӗр — халӗ ыйткалакансем пекех ҫаралса юлтӑмӑр, — терӗ Стефани пӑртлатса.У вас с Эдвардом все цело, а мы со Станиславом теперь почти нищие, — вспыхнула Стефания.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Елена киле таврӑнсан та чылайччен ыйткалакансем ҫинчен, турӑ ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ; хӑйне валли шӗшкӗрен туя туса, ун ҫине хутаҫ ҫакса, Катьӑпа пӗрле тухса тарасси ҫинчен, утмӑлтурат ҫеҫкисенчен ҫыхса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пуҫне тӑхӑнса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ: Катя ҫавнашкал пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине Елена пӗррехинче курнӑ пулнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫавӑнпах хуласенче те, яллӑ вырӑнсенче те ыйткалакансем йышланса пыраҫҫӗ.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Юри тенӗ пекех, чуман лашасем ҫинче ларса пыракан ҫӗтӗк-ҫатӑк мужиксем тӗл пулаҫҫӗ; ҫул хӗрринче хупписене сӳнӗ, турачӗсене хуҫнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫӗтӗк тумлӑ ыйткалакансем евӗрлӗ лара-лара юлаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл вӑхӑтра Невски проспект пушӑ; магазинсен самӑр хуҫисемпе вӗсен приказчикӗсем хӑйсен Голланди кӗписене тӑхӑнса ҫывӑраҫҫӗ е хырӑнма тесе ырӑ пичӗсене супӑнь кӑпӑкӗ сӗреҫҫӗ, кофий ӗҫеҫҫӗ; кондитерски лавккасем умне ыйткалакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ; ӗнер шоколад йӑтса шӑна вӗҫнӗ пекех чупса ҫӳренӗ ҫамрӑк тарҫӑ галстуксӑрах, ыйхӑллӑн, аллине шӑпӑр тытса тухать те вӗсене типсе кайнӑ кукӑльсемпе ҫисе ярайман татӑксем ывӑтса ларать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ҫемье нуши пӑвса лартнӑ чухӑнсем, пур чухне те чакма, кирек мӗнле усал ӗҫ тума та, вӗлересси таранчченех, салтак пусӗсене ҫаратма хатӗр тӑракан ыйткалакансем, — ҫакӑ вӗт пӗтӗмпе те хӑйӗн пӗр чӳлмек купӑста яшкишӗн.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пире, ыйткалакансем пек, ҫирӗм алӑка та шаккаттартӑн ҫакӑнта ертсе ҫитериччен!
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Лавкасемпе хупахсен уҫӑ алӑкӗсем ҫут тӗнче ҫинелле выҫӑ карланкӑсем пек пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫывӑхӗнче ыйткалакансем те пулин курӑнмаҫҫӗ.
Хамелеон // Федор Меценатов. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 89–94 стр.
— Ыйткалакансем ӑҫтан пулнине пӗлеттӗм эпӗ, — терӗ литератор, ыйткалакансем ҫинелле пӑхса.— Я бы хотел знать, откуда нищие берутся? — сказал литератор, глядя на нищих.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956