Шырав
Шырав ĕçĕ:
53. Ҫак сӑмахран ача ашшӗ ку шӑпах Иисус хӑйне «санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ» тенӗ сехетре пулса иртнине ӑнланса илнӗ.53. Из этого отец узнал, что это был тот час, в который Иисус сказал ему: сын твой здоров,
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Ҫул ҫинче ӑна тарҫисем хирӗҫ пулнӑ та: санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тенӗ.51. На дороге встретили его слуги его и сказали: сын твой здоров.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Иисус ӑна: каях, санӑн ывӑлу сывӑ ӗнтӗ, тет.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, халӗ курсамччӗ вӗсем пире юнанине, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсамччӗ, 30. Хӑвӑн аллуна тӑссамччӗ — Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе ҫынсем сывалччӑр, паллӑсем, хӑватсем пулччӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл ашшӗне ҫапла хуравласа каланӑ: «акӑ эпӗ миҫе ҫул саншӑн ӗҫлесе пурӑнатӑп, нихӑҫан та санӑн сӑмахунтан иртмен эпӗ; ҫапах та эсӗ мана тусӑмсемпе савӑнмашкӑн нихӑҫан та качака путекки те памарӑн; 30. ку ывӑлу, хӑй пурлӑхне аскӑн хӗрарӑмсемпе ҫӳресе салатса пӗтернӗскер, килнӗ те, уншӑн эсӗ ҫитерсе самӑрлатнӑ пӑрӑва пустарнӑ» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ывӑлӗ ӑна каланӑ: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. тӑрам та аттем патне каям, ӑна калам: «эй аттемӗм! эпӗ тӳпе умӗнче те, сан умӑнта та ҫылӑха кӗтӗм, 19. ӗнтӗ хама санӑн ывӑлу теме те тивӗҫлӗ мар; мана хӑв патна тарҫа илсемччӗ, тейӗп» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Халӑхӑм хӗрӗ! хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, тусан ҫинче йӑвалан; пӗртен-пӗр ывӑлу вилнӗ евӗр хурланса, вӗри куҫҫульпе макӑр; пирӗн ҫине пӗр кӗтмен ҫӗртен пӗтермӗш килет.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв ятупа ят хунӑ халӑхна, малтанхи ывӑлу вырӑнне хунӑ Израиле ҫырлахсамччӗ.13. Помилуй, Господи, народ, названный по имени Твоему, и Израиля, которого Ты нарек первенцем.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19. ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20. пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чурана ачаранах ачаш пӑхса ӳстерсессӗн, пурӑна киле вӑл санӑн ывӑлу пулас тейӗ.21. Если с детства воспитывать раба в неге, то впоследствии он захочет быть сыном.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫав вӑхӑтра Анна, ҫул ҫинелле пӑхса, ывӑлне кӗтсе ларнӑ, 5. ӗнтӗ ывӑлӗ килнине асӑрханӑ та унӑн ашшӗне каланӑ: авӑ ывӑлу килет, пӗрле кайнӑ юлташӗ те пур, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах Ҫӳлхуҫа Давида, манӑн аттеме, каланӑ: «санӑн чӗрӳнте Ман ятӑмпа Ҫурт лартас ӗмӗт пур; ҫакӑ чӗрӳне канӑҫ паманни аван вӑл. 9. Ҫапах та Ҫурта эсӗ мар, санран ҫуралас ывӑлу, — Ман ятӑмпа ҫавӑ Ҫурт лартӗ» тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫапах та Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ аттемӗн пӗтӗм килӗнчен ӗмӗрӗпе Израиль патши пулма мана суйласа илчӗ, ӗнтӗ Вӑл Иудӑна ҫулпуҫ пулма суйланӑ, аттемӗн килӗ вара Иудӑн килӗнче шутланать; аттемӗн ывӑлӗсенчен вара пӗтӗм Израиль патшине лартма мана кӑмӑл тунӑ, 5. манӑн мӗнпур ывӑлӑмран, — Ҫӳлхуҫа мана нумай ывӑл пачӗ, — Вӑл Соломон ывӑлӑма Ҫӳлхуҫа патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларма, Израиль патши пулма суйласа илчӗ, 6. вара мана ҫапла каларӗ: Манӑн Ҫуртӑма, Манӑн картишӗмсене Соломон ывӑлу тӑвӗ, Эпӗ ӑна Хамӑн ывӑлӑм пулма суйласа илтӗм, Эпӗ вара унӑн ашшӗ пулӑп, 7. Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ хывнӑ йӗркесене хальчченхи пекех пурӑнӑҫа килтерсе пырсассӑн, унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп, терӗ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ахаз вара Ассири патши Феглаффелласар патне ҫак сӑмаха калама элчӗсем янӑ: эпӗ санӑн чуру, эпӗ санӑн ывӑлу; кил те мана хирӗҫ тӑнӑ Сири патши аллинчен тата Израиль патши аллинчен хӑтар мана, тенӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ ҫынни ӑна аякранах асӑрханӑ, вара хӑйӗн тарҫине, Гиезие, каланӑ: ку — Сонам арӑмӗ. 26. Ӑна хирӗҫ чупса тухса ыйт-ха: «сывах-и эсӗ? упӑшку сывӑ-и? ывӑлу сывӑ-и?» те, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Илия ачана, ҫӳлти пӳлӗмрен аяла илсе анса, амӑшне панӑ: курсам, чӗрӗ сан ывӑлу, тенӗ.
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.