Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑхӑрса (тĕпĕ: шӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мира ывӑлӗ Кельга пӑшал тытрӗ те йыттине шӑхӑрса илсе тайга ӑшнелле уттарчӗ.

Кельга, сын Миры, взял ружье, свистнул собаку и пошел в тайгу.

Ӗнер куҫса ҫӳренӗскер рабочи пулса тӑрать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Час-часах юр ҫӑвать, ҫил уласа шӑхӑрса вӗрет.

Все чаще выпадает снег, свистит и завывает ветер.

Ненецсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Тинех ватлӑх кунра шӑхӑрса кӑна пурӑнатӑп эп. Вӗсен мулӗ мана ытлашшипех ҫитет», — пӑшӑлтатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫук, шӑхӑрса юлма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Неушлӗ шӑхӑрса юлатӑп?

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле тилхепине лайӑх пӗтӗрсе тытнӑ та вӑхӑт-вӑхӑтпа ши-ши! шӑхӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑнах, кӑҫал тымарҫимӗҫсем, ҫӗрулми пирки шӑхӑрса юлас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Миҫе пуля шӑхӑрса иртмен-ши Кирле ҫумӗнчен?

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗлен те шӑхӑрса киле пуҫларӗ, тӑхӑр ҫухрӑмран илтӗнет тит сасси.

Змей со свистом приближается, за девять километров слышен.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Ҫил ачисем малтан ҫӳлте йӗрмешетчӗҫ, халӗ аяларах анчӗҫ, пӳрт кӗтессинчен ҫакланса шӑхӑрса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Салтак тин ҫеҫ пуҫ ҫийӗн пульӑсем шӑхӑрса вӗҫнине те маннӑ, куҫӗнче ӑшӑ та ӗмӗтлӗ хӗлхемсем ҫиҫсе илеҫҫӗ, кӑкӑра вӑй килсе кӗрет.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Чи хӑрушши иккен — бомба ҫӳлтен ӳлесе, шӑхӑрса анни.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви малтанхи хут юпа уйӑхӗнче илтрӗ бомба шӑхӑрса аннине.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Анатолий Семенович ӑна ятран та, шӑхӑрса та чӗнчӗ, анчах Бианка хускалмарӗ, пуҫне ҫеҫ аяккалла пӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кирпӗч завочӗн директорӗ Руслан Емельянович Стратонов, Тимуша станцӑран лартса килнӗскер, юр сӑрчӗ ҫине пӑхрӗ те шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Туп-тулли халӑх! — терӗ те Брянцев кафе алӑкӗнчен шалалла пӑхса, вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пирӗншӗн — Казахстан ҫеҫенхирӗ тӑрӑх шӑхӑрса вӗрекен ҫил сӑпка юрри пулчӗ», теҫҫӗ аттепе анне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пирӗн ҫывӑхарах темӗнле икӗ кайӑк юрларӗҫ; малтан пӗри чакак евӗрлӗрех кӗскен сас парса илет, ун хыҫҫӑн тепри, вӑрӑммӑн шӑхӑрса, малтанхин юррине малалла тӑснӑ пек юрлать.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Унччен те пулмарӗ — тахӑшӗ ши! шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаев куҫ хӑрпӑкӗсене чӗпӗте-чӗпӗте тасатать, йӗри-тавралла тинкерсе пӑхать: уйра юр кӑна шӑхӑрса ташлать — ҫутӑ курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех