Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑтӑкӗнчен (тĕпĕ: шӑтӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара вӑл уҫӑ шӑтӑкӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Картишӗнче хӳме шӑтӑкӗнчен пӑхса тӑракан юлташӑма, хамӑн помощнике, систертӗм:

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Сехри хӑпнӑ Ҫӗпритун вӗсене кӗлетри кушак шӑтӑкӗнчен пӑхса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, ҫӗр шӑтӑкӗнчен эрешмен тухнӑ пек, тӑват ураланса, Кулюкка ывӑлӗ Куҫма килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанхи танк ҫывхарса ҫитме пуҫласан, Макаров сержант шӑтӑкӗнчен тухрӗ те ун патнелле шуса кайрӗ, атӑ кӗлисем мӗлтлетсе пыни ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юра чава-чава тем вӑрӑмӑш ҫула сӗвеклетрӗҫ те гусеницӑллӑ трактора хускатса аран-аран юр шӑтӑкӗнчен кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Акӑ ахлаткаласа юр шӑтӑкӗнчен аранах Петя тракторист ҫиеле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

— Ҫӑва шӑтӑкӗнчен сиксе тухрӗ пуль ман тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑрлӑх хӗрринчи пӑр шӑтӑкӗнчен сарлака шыв кӗрлесе юхса тухать.

Из ледяной пещеры у края ледника вырывалась широкая бурная река.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ыраттарать, — терӗ те Тимка хӳме шӑтӑкӗнчен вӑшт кӑна тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗчӗ улӑм пӗрчи шӑтӑкӗнчен тухнӑ пек кӑшт кӑна юхать.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӳҫне-пуҫне тирпейлесе Таранов хваттер алӑкӗн пӗчӗк шӑтӑкӗнчен тинкерчӗ: Салтаванов иккен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Анчах тепӗр пӗртак малалла чупса кайсан, Демахин умӗнчех пӗр решетки ҫӗкленнӗ те, чӳрече шӑтӑкӗнчен темле ҫын сиксе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сӑмсин икӗ шӑтӑкӗнчен те юн шарласа анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен сас тумасӑр вӑл шыв тӗпне анса ларать, сӑмси шӑтӑкӗнчен шыв кӗресрен ӑна вӑл сулахай аллипе хуплать, сылтӑм аллипе кӗпҫепе тытса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, шӑллӗ каланине ӗненмесӗр, хӳме шӑтӑкӗнчен хӑй пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тем самантра вӗл кӑмака шӑтӑкӗнчен лӑстӑр-ластӑр хут туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Уҫӑ шӑтӑкӗнчен пӑхатпӑр — нимӗн те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑш чух тырккас шӑтӑкӗнчен ҫав хӳрен вӗҫӗ ҫеҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унччен те пулмин Пурисӑн икӗ енчен сӑсар ҫӑмлӑ, тӑват юплӗ сенӗк мӑйракаллӑ, вут куҫлӑ, ҫулӑм чӗлхеллӗ, кӑкӑрӗсем ҫине «хура ангел» тесе ҫырнӑ «чӗрӗ» чунсем таҫтан (мур шӑтӑкӗнчен пуль?) кӑшӑрт! сикрӗҫ те тухрӗҫ, килпетсӗр ахӑркаларӗҫ, хуҫӑлкаларӗҫ, сиккелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех