Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрӑх (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуҫа шӑрӑх, анчах эпир те пилӗк таран юра путатпӑр, юр айӗнче чӗркуҫҫи таран шыв.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ун енне питпе тӑрсан — пите шӑрӑх, ҫурӑма сулхӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эрех тусӗсемшӗн ку ӑнсӑрт япала тыр-пула унӑн пиҫмелли тапхӑрӗнче шӑрӑх персе хӑварнӑ пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Ҫуллахи пӗр шӑрӑх кун ӑшша пиҫнӗ генералпа унӑн адьютанчӗ юхан шыв ҫыранне анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Эх, рехет те-ҫке шӑрӑх кунра Атӑлта шыва кӗме!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫуллахи каникулта пӗр шӑрӑх кун вӗсем Полинапа иккӗшӗ хӗвел питӗнче хӗртӗнсе выртас, ӳт-пӗве пӑртак кӗрелентерес, Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас тӗллевпе Шупашкарти тӗп пляжа кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫерҫи тырриллӗ е тырӑсене шӑрӑх персе хӑварнӑ ҫулсем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр сиссе те юлаймарӗ — темле асамлӑ вӑй ӑна сулахаялла вашт сулӑнтарчӗ те ячӗ, вара вӑл, ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкне майлаштарса вырттарса, хӑрӑннӑ курӑкпа хупланнӑ ҫулпа васкасах малалла танкӑшрӗ, кӗтлӗхрен те, ҫамрӑк хурӑнлӑха куҫакан сылтӑмри вӗтлӗхрен (кашни йывӑҫ хӑйӗн ушкӑнӗшӗн ҫеҫ кашласшӑн, теҫҫӗ) те иртрӗ, тин ҫеҫ лартнӑ тата шалкӑм хырлӑха та, пач йывӑҫ-курӑксӑр, хуралса-кӗлленсе выртакан уҫӑ вырӑна та (кунта иртнӗ шӑрӑх кунсенче ама вут алхаснӑ пулас) хыҫала хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха халӗ тӗрлӗ кӑмпаллӑ, шур ҫырлиллӗ, кӗтмеллӗ (ытти ҫырласен тапхӑрӗ хыҫа юлнӑ ӗнтӗ) вӑрманта ҫуллахи шӑрӑх кунсенчи пек пӑчӑ мар, кӗске ӗмӗрлӗ юнӗҫен вӑрӑмтунасем те, ытти шӑна-пӑван та, ҫӑмхаланса-тӗркеленсе, хӑлхана йӳҫӗхтерсе нӑйлатса та нӑйӑлтатса, аптӑратса, этеме сӗмсӗррӗн сӗкӗнмеҫҫӗ, сырӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче кашни ҫыннӑн ӑш хыпать, станок умӗнчисен вара пушшех.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тем пулас-килес пур, ҫуллахи шӑрӑх кунсенче вут-кӑвар енчен те сыхӑ тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫулла шӑрӑх, типӗ тӑрать, ҫумӑр сахал ҫӑвать, вӑл та пулин шалкам килет.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Ӑна ҫурхи ирсем тӗтреллӗ, кунсем шӑрӑх та пӑчӑ пек туйӑнчӗҫ.

Утра казались ему туманными, дни — жаркими, душными.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимӗрҫ лаҫҫинче чӑтма ҫук шӑрӑх — Пӑчӑ, нӳрӗ, тӗтӗмлӗ, шӑв-шавлӑ…

Балаган наш — кузница сырая — Полон шума, духоты и дыма…

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шӑрӑх чаксан, хир ҫулӗпе утма питӗ аван.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Сывлӑш лӗп ӑшӑ, хӗвел питӗнче шӑрӑх та — ирӗксӗрех хӗллехи тума хыватӑн.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кӗске хушӑрах, нушаллӑ тепӗр 1972-мӗш ҫулта, типӗ шӑрӑх ҫанталӑк тата нумай асаплантарчӗ юмансене.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Унтан питӗ шӑрӑх та типӗ 1972 ҫул нумай хурлӑх кӑтартрӗ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Сивӗ, сулхӑн кунсенче шитсене илсе ӑшӑ памалла, шӑрӑх пуҫлансан, щитсене ҫӗнӗрен лартса, калчасене хӗвеле хӑнӑхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫанталӑкӗ ун чух ӑшӑччӗ, шӑрӑх тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех