Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрӑх (тĕпĕ: шӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, ҫанталӑк шӑрӑх пулин те, хура костюм, чӑлт-шурӑ кӗпе, шлепке тӑхӑнса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑнтӑрла чӑтма ҫук шӑрӑх тата сывлӑш нӳрӗклӗхӗ питӗ пӗчӗк пулнӑран салтаксем тӑн ҫухатса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Ҫанталӑкӗ чӑтма ҫук шӑрӑх тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Урама, сивӗ ҫӗре тухсан тин туйрӗҫ ҫӗрпӳсем — ҫамкисем виҫҫӗшӗн те тарласа кайнӑ: шӑрӑх пулчӗ курӑнать вӗсене воевода пӳлӗмӗнче.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Семенович Черемисинов Сӗве хулине чи шӑрӑх кунсенче ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать пулин те ҫынсем тӑваттӑшӗ те ҫӗлӗксемпе, виҫҫӗмӗшӗн ҫурӑм хыҫӗнче ухӑ такмакӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫалӑхӗнче мӗнле те пулин инкек сиксе тухать-и, тыр-пула пӑр ҫапса каять-и, мӗн пур ӳсен-тӑрана шӑрӑх ҫанталӑк ӗнтет-и, — ватӑраххисем тӳрех синкерлӗ вӑтӑр виҫҫӗмӗш ҫула аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑрӑх кунсем ҫак икӗ йӑмра сулхӑнне ларса уҫӑлаттӑмӑр, сивӗ ҫил вӗрнӗ чух вӑл йӑмрасем хӳтӗлетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Ҫуллахи шӑрӑх та аптратаймасть тислӗкпе торф тӑкса кӑпкалатнӑ лайӑх ҫӗр ҫинчи тырӑсене.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Шӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Икӗ ҫул шӑрӑх пулчӗ, ун чух тыр валеҫӗнмен.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ох, шӑрӑх паян, — йывӑррӑн мӑшлатса сывлать врач.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ох, шӑрӑх та паян, — тарланӑ пит-куҫне шӑлать врач.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Африкӑри пекех шӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Шӑрӑх халь.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Ӑҫта-ши халь шӑрӑх?

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Кунта вара пӗр эрне тропикри пек шӑрӑх тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ӗҫе пӗлтӗр ҫурлан 31-мӗшӗччен пурнӑҫламалла пулнӑ та, ӑна пурнӑҫлакансем малтан хунавсене шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвел ҫинче самай тытнӑ, кайран вара, типнӗскерсене ҫӗре чавса лартнӑ.

Работа должна была быть выполнена до 31 августа прошлого года, и ее исполнители сначала держали побеги на солнце в знойную погоду, а после, засохших, закапали в землю.

Кӳршӗ тӑрӑхра сив ҫанталӑка пӑхмасӑр йывӑҫ лартнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33534.html

Шӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех