Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрпӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрпӑк (тĕпĕ: шӑрпӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна чӗртсен, шӑрпӑкне сӗтел тӗлӗнче тыткаласа тӑчӗ, — шӑрпӑк вӑраххӑн ҫунса сӳнчӗ.

Раскурив ее, подержал спичку над столом — над ней медленно угасал огонь.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗр шӑрпӑкне коробки ҫумне виҫӗ хутчен сӗрчӗ те тин асӑрхарӗ: шӑрпӑк вӗҫӗнче кӳкӗрчӗ ҫук иккен: «Тьфу, мур илесшӗ! — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче тарӑхса. — Тӑваҫҫӗ те ҫав!»

Одной спичкой он чиркнул по коробке три раза и только после этого заметил, что на ней нет серы: «Тьфу, пропасть! — сказал он про себя с досадой. Вот делают!»

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Володьӑна хӑрах алӑпа ӗҫлеме кансӗр пулчӗ, мӗншӗн тесен, иккӗмӗшпе пӗр шӑрпӑк хыҫҫӑн тепӗр шӑрпӑк ҫутса, хӑй кӗтессине ҫутатма тиврӗ.

Ему было очень неудобно работать одной рукой, так как другой он светил себе, зажигая одну спичку за другой.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫеҫенхирте пӗр-пӗринчен аякра ҫӳрекен ҫынсем шӑрпӑк ҫута-ҫута т ем шыранӑ чух шӑрпӑкне самантрах ҫил вӗрсе сӳнтернӗ пек, унта-кунта курӑнкалаҫҫӗ те ҫав ҫутӑсем — ҫийӗнчех лӑп сӳнеҫҫӗ.

То там, то тут они на миг являлись и гасли, точно несколько людей, рассыпавшихся по степи далеко друг от друга, искали в ней что-то, зажигая спички, которые ветер тотчас же гасил.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Мӑйӑхлӑ ҫын шӑрпӑк хыҫҫӑн шӑрпӑк чӗртет.

Усатый зажигал спичку за спичкой.

XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Шӑрпӑк ҫутса ятӑм та ҫунакан шӑрпӑка ача сӑмси патне илсе пытӑм: ачан шур илнӗ куҫӗсене курах кайрӑм.

Я засветил серную спичку и поднес ее к носу мальчика: она озарила два белые глаза.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Машина патӗнче аппаланнӑ хушӑра заместителӗн пӳлӗмӗ бензин пӑсӗпе тулса ларма та ӗлкӗрнӗ иккен: вара, шӑрпӑк пӑрр туса хыпса илнӗ-илмен, пӗтӗм пӳлӗм ҫурӑлса кайнӑ чухнехи пек хаплатса хыпса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тивертсе яма пӑхать — шӑрпӑк ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Стервиз: «Ку вӑрман калтине улталаймӑн — сӑмаха еплерех шутарать, мур. Хе, кутне шӑрпӑк кӗменскер, шӗпӗн таран асӑрхаса юлма ӗлкӗрнӗ…»

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асран тухман хунсенчен тепри, чӗрне хушшине кӗрсе ларнӑ шӑрпӑк пек, йӑшт-йашт турттарса ыраттарать чӗрене ун чухне пулнине аса илнӗ-илмен; пысӑк делянка-уҫланкӑ, тин кӑна тиесе пӗтернӗ автомашина, тиеме килнӗ ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, ӗҫленӗ хыҫҫӑн апатланма хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен шӑрпӑк тивертет те бензинпа сапнӑ вырӑна перет, унтан вӑйӗ ҫитнӗ таран вирхӗнет каялла.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Маскировка сеткисем явнӑ вӑхӑтри кану кунӗсенче Ситекпуҫ ялӗнчи волонтерсем «Вӑрах ҫунакан шӑрпӑк хам алӑпа» акцие хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫ волонтерӗсем "Вӑрах ҫунакан шӑрпӑк хам алӑпа" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... nn-3755522

Унӑн кӑшкарӗ ҫӳллех мар, пуҫ пек чӑмӑркка, тӑрри те лутра (хӑш-пӗр ҫӗрте шӑрпӑк йӗннинчен кӑшт кӑна пысӑкрах).

Куҫарса пулӑш

Саккам чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Сӗтел ҫинче ҫавӑн пек ҫыру выртнӑ, унпа юнашар, — Станислав васканипе е ӑнсӑртран манса хӑварнӑскер пуль ӗнтӗ, — туртса пӗтереймен пирус пачкипе шӑрпӑк курупки пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шӑрпӑк сӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мунча алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те, пӗри шӑрпӑк ҫутрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӑвайтӑ чӗртме тӑрсан, темиҫе шӑрпӑк пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑппӑн, пӑшӑлтатса калаҫса анчах, шӑрпӑк ҫутмасӑр, пирус тивертмесӗр вакунсенчен сике-сике анчӗҫ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан шӑрпӑк тивертсе кӗтесе ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм, кӗмӗл укҫасем ҫӗре ӳкмен-ши тесе, шӑрпӑк ҫутса урайне пӗшкӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех