Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑнӑрсем (тĕпĕ: шӑнӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫирӗп мӑйӗнче шӑнӑрсем уҫҫӑнах курӑнаҫҫӗ, вӗсен хушшинче кӑвак йӗрсем палӑраҫҫӗ.

На его сильной шее явственно выступали тяжи мышц, и между ними лежали синие тени.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑй ҫинчи йывӑр пӑха пӑрахнӑ-пӑрахман вӑл уншӑн тунсӑхларӗ, вӑйлӑн ӗҫлеме хӑнӑхнӑ шӑнӑрсем ӗҫсӗрлӗхпе ан ҫемҫелччӗр, ан тунсӑхлаччӑр тесе, хулпуҫҫи ҫине мӗнле ҫӗнӗ йывӑрлӑх тиесси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ.

Как только заканчивалась тяжелая работа, ему становилось скучно, и чтобы привыкшие к тяжелой работе мышцы не ослабевали и не скучали, он начинал думать о том, какие новые трудности нагрузить на плечи.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем бетон татӑкӗсене пӑхаҫҫӗ, хуҫӑлнӑ шӑмӑсемпе арпашса кайнӑ шӑнӑрсем пек шалтан тухса тӑракан рельсӑсемпе пралуксене тыта-тата пӑхаҫҫӗ.

Они трогали серые глыбы бетона, из которых, словно надломленные кости и спутавшиеся обрывки сухожилий, торчали двутавровые балки и арматурные прутья.

Иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Эпӗ нумай тӳсрӗм, анчах та эпӗ пурпӗр Иисус Христос мар, шӑнӑрсем те вӗрен мар ман — татӑлса кайма пултараҫҫӗ…

— Я долго терпел, но все же я не Иисус Христос и жилы у меня не веревочные — могут порваться…

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫаннисене чавса таран тавӑрса хӑпартнӑ кӗре ӳтлӗ тачка аллисенче шӑнӑрсем выляҫҫӗ.

На смуглых полных руках, с засученными по локоть рукавами, играли мускулы.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тивнӗ чух шинеле, шӑлавара тата ӳте шӑтарса кӗнипеле, пульӑн вӑй пӗтсе ҫитнӗ те, витӗр тухса каяймасӑр, тӑкӑс шӑнӑрсем хушшинче сивӗнме ларса юлнӑ.

Была она на излете, когда щелкнула Григория, и, пробив шинель, шаровары и кожу, осталась остывать в пучке мускулов.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Куратӑн… ав, мӗнле… — темскер калас тесе пуҫланӑччӗ Иван Алексеевич; анчах ҫав самантра Лиховидов пичӗ ҫинчи шӑнӑрсем хыттӑн туртӑнса хутланчӗҫ.

— Вот… видишь как… — начал Иван Алексеевич, пытаясь что-то сказать, но лицо Лиховидова пронизала судорога.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӑлханни кӑшт иртсе кайсан, шӑнӑрсем ҫемҫелсен тин Мересьев хӑй калама та ҫук ывӑннине туйрӗ те, тӳрех бензомерӑн циферблачӗ ҫине пӑхрӗ.

Только тогда нервное напряжение Мересьева прошло, окаменевшие мускулы распустились, он почувствовал огромную усталость, и сразу же взгляд его упал на циферблат бензомера.

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ирӗксӗрех хускалмасӑр пурӑнсан, мускулсем вырӑнне ҫу кӑна пулать, анчах Алексейӑн урисем ҫинчи тӗксӗмрех ӳт айӗнче мускулсемпе шӑнӑрсем ярӑм-ярӑмӑн палӑрса тӑнӑ, вӗсем татӑк урасем пек мар, нумай тата хӑвӑрт ҫӳрекен ҫынӑн лайӑх урисем пекех курӑннӑ.

И не жир, как это всегда бывает при вынужденной неподвижности, а тугие мускулы переливались под смуглой кожей, точно это были не обрубки, а полноценные ноги много и скоро ходящего человека.

13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех