Шырав
Шырав ĕçĕ:
шыракансемшӗн (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑсӗсене вырӑнтан хускатма май шыракансемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
37. Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ хамшӑн кӑна ӗҫлемерӗм, ӑслӑлӑх шыракансемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшрӑм.37. Видите, что я трудился не для себя одного, но для всех, ищущих премудрости.
Сир 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1