Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӗ (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют ҫӗрелле питех тухса ҫӳресе курман та, халӗ, Ах шывӗ хӗрне икӗ ял витӗр каймаллине пӗлсен, чутах ташласа ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ҫулхине Вӑрӑм Палюк хӑйӗн тарҫисене Ӑх шывӗ хӗрне утӑ ҫулма илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗнӗ пылпа сивӗ ҫӑл шывӗ хутшӑнсан, ӑш пӑвӑнасси те инҫе мар…

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, мӗнле шыв пултӑр, ҫӑл шывӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав ҫыран айӗнче чарусӑррӑн шавласа, кӑпӑкланса шарлак сивӗ ҫӑл шывӗ вӗресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кӗлте ҫыхнӑ ҫӗре пичӗкепе ҫӑл шывӗ илсе килнӗ бригадир ывӑнма пӗлмен председателе ырӑ куҫпа пӑхса ӑсатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм улӑхӗнчен ҫур пайне ҫуркунне Атӑл шывӗ тулнипе утӑ лайӑх ӳсет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех Атӑл шывӗ чакӗ те, вӑл йывӑҫҫисене маткӑ, челенасем ҫине тиеттерме тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан макӑрма пултарсан куҫҫульне ҫӑл шывӗ пек юхтарӗччӗ те, вара, тен, чӗри лӑштах кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пушкӑртра тарӑн ҫырмасенче шӑлсене шӑнтакан ҫӑл шывӗ юхни тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сала варрипе Тӗрер юхан шывӗ, ҫырмасенчи ҫумӑрлӑ кунсенчи те ҫурхи юр шывӗсемпе тулса, Кӗҫӗн Ҫавала васкать.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шкулӗ, ҫӳлти урам пуҫланнӑ ҫӗрте тӗл пулнӑ хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, сала варринче, Тӗрер юхан шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫсан аякра мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫумӑр шывӗ, урам сарлакӑшӗпе кӑпӑкланса юхса, ҫывӑхри ҫырмана васкать…

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Юхан шывӗ те аякрах мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Шывӗ кирек-мӗнле ҫанталӑкра та пӑр пек сивӗ, шӑла тивет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӑрман леш енче, Ҫавал юхан шывӗ тӑрӑхӗнчи тумхахсенчен «такӑна-такӑна» кӗрленӗн туйӑнма пуҫларӗ вӑл халӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Вӗтӗ-вӗтӗ хумлӑ юхан шывӗ, кӗркунне ҫитсе пырсан та, ӑшӑ тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Е тата юханшыв хӗрринче хӑмӑшлӑ вырӑнта: «Шывӗ йӑлтӑр таса, ӑшӑ, кӗрсе тухар мар-и?

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Атӑл шывӗ вӗтӗ-вӗтӗ хумсемпе чӑмпӑлт-чӑмпӑлт туса ҫыранти чулсене ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Юрӗ! — шутларӗ вӑл ирхи сывлӑм шывӗ пек пӑчӑртанакан куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех