Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывӗ (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳррипе Нуби тесе ахаль чухне Нилӑн вӑтам юхӑмӗнчи Атбар шывӗ юхса кӗриччен, эфиопи ҫӑртҫумӗ пуҫланиччен вырнаҫнӑ облаҫе каланӑ, Нил бассейнӗн кӑнтӑр пайне (хальхи Суданӑн территорийӗ, XVIII ӗмӗрте — Сеннар султанлӑхӗн пайӗ) Тури Нуби тенӗ.

Собственно Нубией называлась обычно область среднего течения Нила, до впадения Атбары и эфиопских предгорий, а более южная часть нильского бассейна (территория современного Судана, в XVIII веке — территория султаната Сеннар) называлась Верхней Нубией.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Кӳлли анлӑ, шывӗ тулӑх, Ҫыранта кӑвайт ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

Унтанпа сахал мар юхнӑ Чӑнлӑ шывӗ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Пӑхӑр-ха, шывӗ те тап-таса, ҫап-ҫутӑ, ҫӳп-ҫап ҫук.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ халӗ те Раманӑн ывӑҫ тупанӗ йӗпе, анчах ҫумӑр шывӗ мар ку, Тамарӑн куҫҫулӗ: вӑл темшӗн йӗрет.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хурӑн шывӗ те йӗркеллӗ юхтарма пӗлместӗн-ҫке.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Виҫӗ хӗрарӑм, вӗсемпе пӗрле Сантӑркка — Ермолай йӑмӑкӗ алшӑллине апат, кӗленчепе шыв чӗркесе Кучасси шывӗ патне анчӗҫ, ҫыран хӗррине ларса харӑс юрласа ячӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх арӑмӑн минтерӗ — Тинӗс шывӗ пек тӑварлӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каҫпа хӗрарӑм ҫӑл шывӗ ӑсма кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Атӑл хӗрринех вырнаҫнӑ Ӑнтӑр тенӗ ялтан тухсан вӑл юнашарах кӗмӗл шывлӑ Сӗве шывӗ еннелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Шывӗ тӑрна куҫӗ пек таса, хумӗсем кӗмӗл тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шывӗ те юха пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шывӗ те тухмасть.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юшкӑнӗ те пӗтмерӗ, шывӗ те хухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юшкӑнӗ те, шывӗ те питӗ чӗрӗ япаласем мӗн.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр юхса выртать ҫӑл шывӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вил шывӗ те ҫӑлайман вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче авалхи океан шывӗ упранса юлнӑ пулас, — тӗшмӗртет Антон.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Асамлӑ шывӗ пуҫӗнчен пуҫласа куҫа шартаракан шурӑ-шӑрӑ ури патнех йӑпӑртаттарса чупса анать те сасартӑках йӗп чиксен те куҫ курман тӗттӗм мӗлке ӑшӗнче ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех