Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫынӗсем палуба тӑрӑх хытӑран-хытӑран кускаласа ҫӳретчӗҫ, классенчи пассижирсем сиксе тухрӗҫ, тахӑшӗ борт хыҫнелле тапса сикрӗ, ун хыҫҫӑн — тепри, унтан татах; икӗ мужикпа манах палуба ҫумне винтӑласа лартнӑ тенкеле пуленкесемпе ҫапса вӗҫертсе кӑларма хӑтланчӗҫ; кормаран чӑхсем хупнӑ пысӑк решеткене шывалла печӗҫ; палуба варрине, капитан тӑракан вырӑна хӑпармалли пусма патне пӗр мужик чӗркуҫленсе ларнӑ та, хӑй ҫумӗпе чулакансене пуҫ тайса: — Православнӑйсем, ҫылӑхлӑ эпӗ… — тесе кӑшкӑрса улатчӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукаҫей ҫӗрте выртакан вут-шанкӑсене касать, манӑн касса хатӗрленӗ вутта пӗр ҫӗрелле ҫӗклесе тухмалла, анчах эпӗ вӑл сисиччен кукамай хыҫҫӑн чӑтлӑхалла кӗрсе каятӑп — кукамай йывӑҫ вуллисем хушшипе хуллен шуса пырать, шывалла чӑмнӑ пек, вӑл пӗрмай лӑсӑпа витӗннӗ ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнет.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйӑр ӑшӗнче слюда катӑкӗсем нумай, вӗсем уйӑх ҫути ҫинче тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавна курсан, пӗрре эпӗ Окари сулӑ ҫинчен шывалла пӑхса выртни аса килсе карӗ, — ҫавӑн чухне ман пит патнеллех сасартӑк пӗчӗк ҫупах пулӑ ишсе тухрӗ, хӑяккӑн ҫавӑрӑнса тӑчӗ те, этем пит ҫӑмартийӗ пекех туйӑнма пуҫларӗ, унтан ман ҫине кайӑк куҫӗ пек ҫаврака куҫпа пӑхса илчӗ, шыв ӑшнелле чӑмрӗ те, вӗрене ҫулҫи ӳкнӗ пек чӳхенкелесе, тӗпнелле анса карӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чӑнкӑ ҫырантан майӗпен анатӑр, лашана шывалла тытатӑп.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ну, Негр, чӑм шывалла.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Палуба тӑрӑх утса пынӑ чух вӑл пилӗк утӑм пуснӑ та, тӳрех шывалла чикӗннӗ.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпӗ вӑрӑм шалҫана шывалла антарса яраттӑм.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Эпир сулӑна виҫӗ енчен ярса тытса, шывалла сӗтӗретпӗр.Мы с трех сторон уцепились за бревна и поволокли плот к реке.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Ҫыран хӗрринчи хӑмӑр тӗслӗ тем пысӑкӑш тӑмпа хӑйӑр купийӗ хӑйӗн лапсӑркка сӑмсине шывалла тӑсакан ҫӑмламас йытӑ пек туйӑнать.
Белогорка шывӗ хӗрринче // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Синдо шхуна хӳринче пирӗн енне пӑхса тӑрать, пӑхӑр чӗлӗмне пашлаттара-пашлаттара, шывалла сурать, — хӳре вӗҫӗнче хурал катерӗ мар, сиенсӗр дельфин ишет тейӗн.
«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.
Вара фашистсем площадка ҫинелле ыткӑннӑ та пӗтӗм спорт хатӗрӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, ачасене хӗнесе пӗтернӗ, темиҫе ачана шывалла пенӗ.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вара вӑл ҫавӑнтах чул муклашки илсе пеме тӑчӗ, анчах ачасем ытла аякра иккенне ӑнланса илчӗ те, ҫиллине шӑнараймасӑр, чулне хӑй ури вӗҫнех, шывалла вӑркӑнтарчӗ, унтан вара темскер кӑшкӑра-кӑшкӑра чышкипе юнама пуҫларӗ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫын ӑна икӗ аллипе ярса тытса пӑр ҫинчен шывалла шуса анчӗ.Человек схватил его обеими руками и соскользнул со своей льдины в воду.
Чукотка тинӗсӗнче пулса иртни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Тытӑр!.. — кӑшкӑрса ячӗ Кэмби, резина аттисемпе шывалла чупса кӗрсе.— Держи!.. — кричал мистер Кэмби, влетая с разбегу в резиновых сапогах в воду.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
«Енчен, вӑл шывалла ӳкрӗ пулсан?»
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Е эпех мар-ши вӑл, асаплантӑм, Кӗпер ҫинчен шывалла чӑмтартӑм…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тахӑшӗ вӗсене апат пӑраха-пӑраха парать, лешсем вӗҫнӗ ҫӗртех ҫӑкӑр татӑкӗсене яра-яра илеҫҫӗ е, шывалла чул пек чӑма-чӑма анса, каллех ҫӳлелле ыткӑнаҫҫӗ.
Пӑрахут ҫинче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Боцман шывалла чупса кӗрсе кайрӗ те, пӗччен тенӗ пекех кимӗ пуҫне питӗ ӑста тӳрлетрӗ, ӑна чул ҫине хӑпартса лартрӗ.Боцман бросился к воде я почти без помощи других, ловко выправив нос шлюпки, поставил ее на камни.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чул катӑкӗсем шывалла сирпӗнсе анчӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Такамӑн хӑватлӑ алли ӑна ҫӳлте тытса тӑнӑ ҫӗртен лӑштӑрах янӑ пек, пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫана копилкӑна пӑрахнӑ чухнехи пек, вӑл шывалла чӑмать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.