Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывалла (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутӑ тӑруках йӑлкӑшса сарӑлчӗ, — мол вӗҫӗнче хунар ҫунать; халӗ эпӗ шывалла анакан сарлака картлашкасене асӑрхатӑп, катасем уҫӑмланчӗҫ.

Вдруг разлетелся свет, — вспыхнул на конце мола яркий фонарь, и я увидел широкие ступени, опускающиеся к воде, яснее различил рощи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм чул муклашкисем пуҫтарчӗ, вӗсене Хейль кӗсйисене чике-чике тултарчӗ, унтан туйӑмсӑррӑн ҫаврӑнчӗ те виле ӳте кӑштах йӑлтӑртатакан тӗксӗм симӗс шывалла тӗксе путарчӗ.

Блюм набрал камней, погрузил их в карманы Хейля и, беспрестанно оборачиваясь, столкнул труп в освещенную темно-зеленую воду.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Блюм сехетне пытарчӗ, тутине пӑчӑртаса ҫыртнӑ та шывалла тӗмсӗлет, унтан ҫӗкленчӗ, кӑштах уткаласа ҫӳрерӗ — ҫыранран хӑпмасӑр, вара таврӑнчӗ те малтанхи вырӑна пырса ларчӗ.

Блюм спрятал часы, продолжая кусать губы и смотреть на воду; затем встал, походил немного, стараясь не удаляться от берега, возвратился и сел на прежнее место.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Вӗсен ҫӳҫӗпе пичӗ шап-шурӑ тусанпа витӗннӗ; акшар пӗрчисем куҫӗсене лексе йӑмӑхтараҫҫӗ, вӗсем куҫ хупанки айӗнчен чӗпӗтекен вӗтӗ-вӗтӗ пӗрчӗсене кӑларассишӗн тертленеҫҫӗ, пичӗсене чарари шывалла усса куҫ улмисем хӗссе ыратнӑран шӑлне ҫыртса ӗшеничченех мӑчлаттараҫҫӗ, ыратни иртсен лаштах сывласа яраҫҫӗ.

Волосы и лица их стали белыми от пыли; мелкие осколки часто попадали в глаза, и они мучительно возились с удалением из-под века раздражающих микроскопических кусочков, опустив лицо в таз с водой и мигая там со стиснутыми от рези глазного яблока зубами, пока не удаляли причину страдания.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Давенант револьверне туртса кӑларчӗ, — вӑл унра салтак аллинчи винтовкӑран хӑрушӑрах, акӑ тӑшмансенчен пӗри шывалла шаплатрӗ.

Давенант схватил револьвер, более опасный в его руках, чем винтовка в руках солдата, и прикончил одного неприятеля.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Тӑмлӑ ӑшӑх вырӑн, шывалла тайӑлнӑ тӑватӑ йывӑҫ…

Глинистая отмель, четыре склоненные к воде дерева…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Пӗчӗк ҫырма хӗрринче вӑл лашине чарчӗ, йӑлтӑртатса юхакан шывалла тинкерчӗ, унта унӑн куҫӗсем шыҫӑнчӑк хура сӑнпа тӗл пулчӗҫ.

У ручья он задержал лошадь, посмотрев в сверкающие струи потока; там, снизу, встретилось с ним взглядом опухшее, темное лицо.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Мард темиҫӗшне касрӗ те турачӗсене иртрӗ, вӗсене шывалла рычакпа кустарса антарчӗ, унта вулӑсене ҫӑка пушӑчӗпе ҫавӑрса, тӗплӗн хытарса ҫыхрӗ.

Мард срубил несколько штук, очистил их от ветвей и скатил рычагами на воду, где увязал стволы вместе отмоченной корой кустарника.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

— Эсир калакан вӑй хушӑнас тӑк эпӗ пӗр ҫӗре выртӑттӑм та — хускалмасӑрах юхан шывалла сурса пурӑнӑттӑм.

— При такой силишке, о которой вы говорите, я просто плюнул бы в реку, не сходя с места.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Нок кимме ҫӗклерӗ те ҫапла майпа ӑна ҫумӑр шывӗнчен пушатрӗ, унтан юхан шывалла тӗртсе кӗртрӗ.

Нок, приподняв лодку, освободил ее этим от дождевой воды и столкнул на воду.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эсир ҫывӑратӑр-и? — ыйтрӗ Нок кимӗ хыҫӗнче сирпӗнсе юлакан шывалла тинкерсе.

— Вы спите? — спросил Нок, вглядываясь в темный оплыв кормы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок нимӗн чӗнмесӗр шывалла сурчӗ.

Нок, ничего не сказав, сплюнул.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл шывалла пӑхма чарӑнмасӑр калаҫать.

Он говорил, не отрывая глаз от воды.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Аппӑшӗ каланине автан итлемест, пӑр ҫинче ярӑнма тытӑнать; пӑрӗ ҫурӑлать те хайхи автан шывалла анах каять.

Не послушался петушок сестры; покатился по льду, лед проломился, и петушок — бултых в воду!

Тӑхтама пӗл // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 19–21 с.

Шлюпка силлене-силлене шхунӑна хӳрипе таклаттарать; Аян шывалла анчӗ, анчах сасартӑк, урисемпе кимӗ тӗпне лекиччен, темӗн асне килнӗн, хыпалансах каялла улӑхрӗ те крюйс-камерӑна иртрӗ; кунта тар пичкисем лараҫҫӗ.

Шлюпка, качаясь, стукала кормой в шхуну; Аян спустился, но вдруг, еще не коснувшись ногами дна лодки, вспомнил что-то, торопливо вылез обратно и прошел в крюйс-камеру, где лежали бочонки с порохом.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл ҫурма чӗрӗ ҫынсене бортран шывалла ывӑтакан тытӑҫусем ҫинчен, хӑрушла ятлаҫа-ятлаҫа пени, кӑкӑрти суран шӑтӑкне тытса шӑл йӗрни ҫинчен каларӗ.

Он говорил о схватках, где полуживых швыряют за борт, стреляют с ругательствами и острят, зажимая дыру в груди.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вилене япаласем тиенӗ чухне усӑ куракан йывӑҫ шит ҫине вырнаҫтарчӗҫ, борта уҫрӗҫ те — хӑйне евӗрлӗ тинӗс тупӑкӗ палуба ҫинчен урисемпе шывалла шӑппӑн шуса анчӗ.

Труп положили на деревянный щит, употребляемый при погрузке, открыли борт и своеобразный морской гроб тихо скользнул по палубе, ногами к воде.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Карап пӑрӑнчӑка кӗрсе ҫухалчӗ ӗнтӗ, сунарҫӑ вара ҫав-ҫавах шывалла тӗмсӗлнӗ; унтан хул пуҫҫисене нимӗн шарламасӑр сиктеркелесе хӑйӗн упи хыҫҫӑн лӗпӗстетрӗ.

Корабль скрылся за поворотом, а он все еще стоял и смотрел; затем, молча пожав плечами, отправился к своему медведю.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй кӑвайт ҫывӑхне выртрӗ те ҫулӑм ҫути ӳкнӗ шывалла тинкерчӗ.

Грэй лег у костра, смотря на отражавшую огонь воду.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫав вӑхӑтра сасартӑк ҫурхах ураллӑ, тӗксӗм те вӑрӑм чӗрчун пӑр шӑтӗкӗнчен шывалла чӑмнӑ та тӗлӗрсе выртакан форель патнелле пынӑ.

Вдруг какой-то длинный темный зверек с перепончатыми лапами скользнул в прорубь и поплыл подо льдом по направлению к форели.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех