Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шучӗ (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
30. Завулон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 31. Завулон кӑкӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.

30. Сынов Завулона по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен [их, поголовно, всех мужеского пола], от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 31. исчислено в колене Завулоновом пятьдесят семь тысяч четыреста.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иссахар ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 29. Иссахар кӑкӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын пулнӑ.

28. Сынов Иссахара по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен [их, поголовно, всех мужеского пола], от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 29. исчислено в колене Иссахаровом пятьдесят четыре тысячи четыреста.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Иуда ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 27. Иуда кӑкӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын пулнӑ.

26. Сынов Иуды по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен [их, поголовно, всех мужеского пола], от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 27. исчислено в колене Иудином семьдесят четыре тысячи шестьсот.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Гад ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; [пур арҫынна пӗтӗмпе] шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 25. Гад кӑкӗнче хӗрӗх пилӗк пин те ултҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.

24. Сынов Гада по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен [их, поголовно, всех мужеского пола], от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 25. исчислено в колене Гадовом сорок пять тысяч шестьсот пятьдесят.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Симеон ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 23. Симеон кӑкӗнче аллӑ тӑхӑр пин те виҫҫӗр ҫын пулнӑ.

22. Сынов Симеона по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен, поголовно, всех мужеского пола, от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 23. исчислено в колене Симеоновом пятьдесят девять тысяч триста.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсене хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; пур арҫынна пӗтӗмпе шутласа тухсассӑн, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 21. Рувим кӑкӗнче хӗрӗх ултӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын пулнӑ.

20. И было сынов Рувима, первенца Израилева, по родам их, по племенам их, по семействам их, по числу имен, поголовно, всех мужеского пола, от двадцати лет и выше, всех годных для войны, 21. исчислено в колене Рувимовом сорок шесть тысяч пятьсот.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫыннисем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫинчен хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, ячӗсен шучӗ тӑрӑх пӗтӗмпе каласа панӑ, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем миҫе ҫын пулнине пӗлтернӗ, 19. ҫапла вӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.

И объявили они родословия свои, по родам их, по семействам их, по числу имен, от двадцати лет и выше, поголовно, 19. как повелел Господь Моисею.

Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Чулӗсем Израиль ывӑлӗсен ячӗсен шучӗ чухлӗ пулнӑ: вӗсен ячӗсен шучӗ тӑрӑх, вӗсем вуниккӗ пулнӑ, кашни чулӗ ҫине пӗр ятне пичет ҫине каснӑ пек касса ҫырнӑ, вуникӗ йӑхшӑн ҫапла тунӑ.

14. Камней было по числу имен сынов Израилевых: двенадцать было их, по числу имен их, и на каждом из них вырезано было, как на печати, по одному имени, для двенадцати колен.

Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эсир тӑрӑшса пурнӑҫлакан ӗҫ хӑйӗн ырӑ ҫимӗҫне кӳни савӑнтарать – пӗлтӗр Чӑваш Ен ҫӗршыври чи вулакан ҫирӗм регион йышне кӗчӗ, хушма пӗлӳ илекен ачасен шучӗ те ҫулсерен ӳсет.

Отрадно, что ваши усилия приносят свои плоды — в прошлом году Чувашия вошла в двадцатку самых читающих регионов страны, ежегодно растет охват детей дополнительным образованием.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3236998

Вӑл пытармасть: ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ пысӑкланӗ, тупӑшсӑр юлакансенчен хӑшӗ-пӗри вара наркотик суту-илӗвӗпе ҫыхӑннӑ саккунсӑр ӗҫпе явӑҫса кайма пултарасси те часах.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Преступленисен пӗтӗмӗшле шучӗ чакнӑ-ха, анчах саккунсӑр ӗҫе ҫул ҫитменнисене явӑҫтарнӑ тӗслӗхсем нумайланни — шухӑша яракан пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Наркотиксенчен «тасисем» — сакӑр район кӑна // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапла вара кӑҫал ялсене ӗҫлеме куҫакан врачсен шучӗ 60 таран пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Енре, тӗлӗнмелле те, страхланӑ ҫынсен шучӗ республикӑра пурӑнакансен йышӗнчен пысӑкрах иккен.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакӑ вара артистсене ҫеҫ мар, театр тусӗсене те кӑсӑклантарать, ҫавӑнпа сайтпа паллашас текенсен шучӗ ӳссех пырать.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫуралакансен шучӗ вилнисенчен икӗ хут нумайрах.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлемелли пур-ха, кӑҫал районта пушарсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

1960 ҫулсенче Апашри шкулта йӗлтӗрсен шучӗ 50 мӑшӑр таранах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Спорт сооруженийӗсен шучӗ те хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Юлашки ҫулсенче халӑх сывлӑхне упраса хӑварма тӗрлӗ меслет шыраҫҫӗ, ҫӗршывра иртекен спорт ӑмӑртӑвӗсен шучӗ те палӑрмаллах ӳссе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Кольӑн та медальсен шучӗ юлташӗнчен кая мар.

Куҫарса пулӑш

Медальсен шутне ӳстерчӗҫ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех