Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алӑк леш енчен темӗн ҫинчен шухӑшланӑн, хуллен ҫывхаракан ҫын утнӑ сасса Гелли те илтрӗ.Звук медленных, за дверью, шагов, приближающихся как бы в раздумьи, был слышен и Гелли.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кимӗ чӗриклете-чӗриклете, чӗтре-чӗтре чӑмать, тепӗр чух темӗн шухӑшланӑн хум хысакӗ ҫинче тытӑнса тӑрать те — Аяна ҫӗклесе ывӑтса каллех аялалла шӑмпӑртатса анать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Пурнӑҫӑмра ҫакӑ пулса иртессе эпӗ пӗлнӗ, — терӗ вӑл темӗн пирки шухӑшланӑн.— Я знала, что в моей жизни произойдёт это, — проговорила она, словно в раздумьи.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫавнашкал минутсенче ӑна кирек мӗнле ҫын пӑхни те, кирек мӗнле хускану та хӑратать пулас, ӑна пурте хӑй ҫине пӑхнӑн, пурте ун ҫинчен шухӑшланӑн, хӑй ҫынсене пачах килӗшменӗн туйӑнать.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана Саша та ҫаплах шухӑшланӑн туйӑнса кайрӗ.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Айӑпли хӑйӗн айӑпне йышӑнмасан… — Виктор Сергеевич, йӑнӑш тумастӑп-и тесе шухӑшланӑн, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, — вара, хӑвна ҫапла лайӑхрах пек туйӑнать пулсан, ывӑлна шкула илсе ан кил.
Айӑпли айӑпне йышӑнӗ-ши? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тиунов ҫыпӑҫуллӑ, анчах сӳрӗккӗн те интереслӗ мар калаҫать, сӑмахӗсене асӑрханса суйласа калать, темскере, питех те кирлине, каласа ярасран хӑрать, тейӗн, ӑна ҫынсем халех хакласа илме пултараймаҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа та пӗлме те тивӗҫлӗ мар, тесе шухӑшланӑн туйӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӳлӗмре шӑп пулнӑ самантсенче, тӗрлӗрен сасӑсем ӑна кансӗрлемен чухне, унӑн чиперкке те ачалла мар шухӑшлӑ сӑн-питӗнче вӑл темле хӑй ӑнланайми япаласем ҫинчен тӗлӗнсе шухӑшланӑн туйӑнатчӗ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Вара эпӗ сана телеграммӑна кӑтартман пулӑттӑм, — Кондратьев куҫне хӗссе илчӗ те хӑйӗн савнӑҫлӑ та яланхи пекех кӑштах чеерех куҫӗсемпе Виктор ҫине пӑхрӗ, вӑл хӑй мӗн калани ҫинчен мар, пачах урӑххи ҫинчен шухӑшланӑн туйӑнчӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл халь темле кулӑшла та ухмахла япала ҫинчен шухӑшланӑн туйӑнать, вӑл такама чӑтма пултараймасть, кураймасть, унран йӗрӗнет, ҫав вӑхӑтрах ӑна темшӗн савать тата ҫав ҫынна йӗплесе-тирсе илмелли меллӗ самант кӗтсе, ахӑлтатса кулса яма та хатӗрленет тейӗн.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Секретарь, тем шухӑшланӑн, кавлесе илчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ вӑл мӗн шухӑшланине, унӑн мӗн тӑвас килнине ӑнланатӑп пек, мӑн тӗлӗнмелле пысӑк та вӑйлӑ алӑсем тата ҫурӑм хыҫӗнче ҫунатсем пулинччӗ, тесе шухӑшланӑн туйӑнать вӑл.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Петя пӗррехинче куҫне хупрӗ те каллех уҫрӗ, ку ӗнтӗ ача чухнехи пек, халь куҫна уҫӑн та йӑлтах урӑххине курӑн тесе шухӑшланӑн пулса тухрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1