Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарла сăмах пирĕн базăра пур.
шарла (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс те ан шарла.

И ты помалкивай!

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс никама та ан шарла.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла пулсан ан шарла.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан шарла, сан ӗҫ ҫук, — ҫиллессӗн тавӑрчӗ Иштерек.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ан та шарла ҫав! — терӗ Сӳхепи.

Так уж и поедут? — воскликнул Сюхеби, все еще не веря в сказку Мигура.

II // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Чавка ерипен мана аякран тӗртсе: «ан шарла, итле кӑна», терӗ.

Галка ткнул меня легонько в бок: «Помалкивай и слушай».

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах унта аҫу килнине никама та ан шарла, — терӗ.

Да не говори там никому, что папа приехал.

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ну, ан та шарла.

Ну и помалкивай.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Хальлӗхе ан шарла.

Молчи покамест.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

Ан шарла, эпӗ пӗтӗмпех уҫӑмлататӑп.

Молчи, пока я все устрою.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— «Мӑтри, кун ҫинчен эс никама та ан шарла, унсӑрӑн тепрехинче ҫӗр тенкех штрафлама тивет», — терӗ те тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кун пирки эсӗ никама та ан шарла.

Ты не говори никому об этом.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ӑнсӑртран вӗлерни пирки кунта никама та ан шарла.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Ан шарла! — кӑшкӑрчӗ пысӑк картуслӑ казак ачи.

— Молчи! — крикнул казачонок в большой фуражке.

10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Ан шарла, шӑнтара, тупнӑ вӑхӑт хӑрама… — тесе чарчӗ ӑна Алешка…

— Молчи, постылый, нашел время…

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Пӗлместӗн пулсан анита шарла.

— Не знаешь, так молчи!

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Лукин ӑна пӳлме тӑчӗ, анчах эпӗ Лукина: ан шарла, тесе систертӗм.

Лукин порывался было перебить рассказчика.

Сывлӑш ҫавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эпӗ пӗлетӗп, эсӗ ху ан шарла!

— Я знаю, ты помалкивай!

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Кил хуҫи хӗрарӑм, ҫӗнӗрен килнӗ икӗ ҫын хыҫне тӑрса, Карапетяна асӑрхаттарса тем тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартнӑ: ан шарла, чарӑн!

Хозяйка, став за спинами двух новых людей, стала делать Карапетяну предупредительные знаки: молчи, мол.

«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

— Эп сана — ан шарла, терӗм-ҫке?

— Да — я ж тебя просил молчать?

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех