Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Сире кам кирлӗччӗ? — ыйтрӗ хӑйӗн куҫне питех шанманнипе ҫын патне ҫывӑха пырса тинкерсе пӑхма хӑнӑхнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм — местечкӑри пуп майри.— Кто вам нужен? — молодая попадья окинула Григорьева недоверчивым взглядом.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Пире шанманнипе эсӗ, Попилий, аван мар тӑватӑн, куншӑн сана пирӗн господин тав тӑвас пек туйӑнмасть; пултӑр ӗнтӗ, пирӗн хӗҫсене ил те пире Меций ҫуртне таврӑнма ирӗк парсам.
X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ильсеяр хӑй шанманнипе хуҫана кӳрентернине ӑнланчӗ те, шикленсе ӳксе, ҫӗрелле пӑхрӗ.Ильсеяр поняла, что своим недоверием обидела хозяина, и робко опустила глаза.
IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах малтан хӑрани иртнӗ хыҫҫӑн, эпӗ ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынпа шанманнипе хамран хам вӑтантӑм.
XXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шанманнипе ҫеҫ ҫынна вӑрӑ теме ҫук.И нельзя назвать человека вором на основании одних подозрений.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах, те Жигана пӗр-икӗ хут ҫеҫ тӗл пулнипе, те кунта ӑна тӗл пуласса шанманнипе, те васкаса йӗнерленӗ япӑх йӗнерӗн хырӑмайлӑхне туртса ҫыхма тытӑннипе Головень ун ҫине тинкерсе те пӑхмарӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Старик яла пӑрахса кайма килӗшменни, вӑл Совет государстви ҫӗнтерме пултарасса шанманнипе пулнӑ пек ӑнланнӑ Лозневой.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
- 1