Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шала (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрман ҫамрӑк сунарҫа шалтан шала илӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сыхланарах ҫӳре, ытла шала кӗрсе ан кай, — ӑс пачӗ вӑл яланхи йӑлипе.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паян Эрнепи Ахтупай сунартан таврӑнассине вӑрмана чылай шала кӗрсе юри сыхларӗ, телее, тӗлнех пулчӗ тата, ҫапах та ун умне сиксе тухса сӑмах чӗнме хӑват ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кун пек ӗҫ шала каяссине пӗлсе Ахтупай ӑна алла кӳсек тытиччен хӑваласа ҫитрӗ те пӗр-икӗ хут хыттӑн тапса ыткӑнтарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта сивӗ, кӗрер шала, — терӗ Поля хуллен, хӑйне темле айӑплӑн туйса.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Петровский шала, Эльгеев пурӑннӑ пӳлӗме, кӗрсе пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шала кӗрсен те, хаклӑ йышши япаласемех ҫук иккен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш ӑна итлеме ирӗксӗрех шала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Читлӗх алӑкне уҫа-уҫа хупрӗ, пӗчӗк чышкине шала чике-чике пӑхрӗ, апат панӑ пек те турӗ, каптӑк умне пӑтаран ҫакса, аякран пӑхса савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ну, Софья, эс ытлашши шала кӗрсе кайрӑн: Хӗветӗр — маншӑн атте вырӑнӗнче.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ шала кӗтӗм те чӗтресе тӑпах чарӑнтӑм: пӗчӗк ҫӗлен салона чӗрӗлӗх кӗртсе, хӑйӗн тӗлӗнтермӗш тата хитре-тискер пурнӑҫне кӑтартса коридор кӗтеснелле кавир тӑрах шуса ҫухалчӗ.

Я сошел внутрь и вздрогнул, потому что маленькая змея, единственно оживляя салон, явила мне свою причудливую и красиво-зловещую жизнь, скользнув по ковру за угол коридора.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫиес килнӗрен ҫывӑхри пысӑк ресторана куҫ хыврӑм, алӑкри ӳсӗр тӑвӑрлӑхран хӑпма йывӑр пулин те чышӑнкаласа шала кӗтӗм-кӗтӗмех.

Захотев есть, я усмотрел поблизости небольшой ресторан, и хотя трудно было пробиться в хмельной тесноте входа, я кое-как протиснулся внутрь.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ пулса иртес калаҫӑвӑн пӗтӗм йывӑрлӑхне ӑнланатӑп; ҫавӑнпах васкамастӑп, анчах чечек беседкине шала кӗрсе вырнаҫсан вӑл хӑй малтан пуҫларӗ:

Я сознавал всю трудность предстоящего разговора, почему медлил, но она первая спросила, когда мы сели в глубине цветочной беседки:

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӗҫ ҫапла шала кӗрсе каясса Кактышевпа унӑн усал шухӑшлӑ тусӗ-каварҫисем малтанласа хӑйсем те шутламанччӗ-и, тен?

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Шурӑпа сӑрланӑ чартак тӗлӗнче Илемпи чарӑнчӗ, пӗчӗк алӑка ерипен уҫса, шала кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Астаротӑн хура куҫӗсем хӗвелтен пытанса пӗрӗннӗ, шала кӗрсех ларнӑ тейӗн, Биг вара айккинчен айккинелле саланкӑрлӑн пӑхкаланӑ май тепӗр чух кулкалать те: «Ҫапла ҫав. Каятпӑр», — тенӗн мана куҫ хӗскелесе хавхалантарать.

Черные глаза Астарота, прячась от солнца, съежились и ушли внутрь, а Биг, рассеянно смотря по сторонам, иногда улыбался и подмигивал мне, как бы желая сказать: «Так-то. Едем».

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Гент чӑтӑмлӑ, анчах унпа мӗн хӑтланни ӑна йӑлӑхтарма пуҫларӗ; ҫавӑнпа та вӑл унпа пӗрле пыракансем самаях пысӑк пӳрт умӗнче чарӑнсан, паллӑ парса ӑна шала кӗме ыйтсан ҫав тери хӗпӗртерӗ.

Гент был терпелив, но это начинало ему все же надоедать; поэтому он крайне обрадовался, когда провожающие, остановясь у довольно большой хижины, знаками пригласили его войти.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Чирӗ шала кайнӑран унӑн нумай вӑхӑт сипленме тиврӗ, Ливингстонпа пӗрле ҫул ҫӳрес шанчӑк тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ.

Его болезнь так затянулась и осложнилась, что надежда отправиться с Ливингстоном исчезла.

IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пӗлетӗр-и: вӑл чирне шала янӑ, ҫакӑн ҫинчен ҫур сӑмах та каламан!

Знаете, он запустил болезнь и никому не пикнул об этом!

XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсир хӳтӗлекен ҫын характерӗн тӗшмӗртекен кӑткӑслӑхӗ тӗлӗшпе вара ҫапларах калатӑп: ҫар сучӗн контрабандистсен тӗнче курӑмне-хаклавне шала кӗрсе тӗпчемешкӗн, — ҫак ыйту хӑйне май кӑсӑклӑ пулин те, — ирӗк ҫук.

 — Относительно предполагаемой сложности характера вашего протеже я должен заметить, что военный суд лишен права углубляться в миросозерцание контрабандистов, как ни любопытен этот вопрос сам по себе.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех