Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шала (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
13. Пурте — пӗтӗм ватти-вӗттийӗ — чупса ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь таврӑнни вӗсемшӗн пӗр кӗтмен япала пулнӑ, ӗнтӗ Иудифьпе унӑн тарҫине хапхана уҫса шала кӗртнӗ те ҫутӑ ҫутса вӗсене ҫавӑрса илнӗ.

13. И сбежались все, от малого до большого, так как приход ее был для них сверх ожидания, и, отворив ворота, приняли их, и, зажегши для освещения огонь, окружили их.

Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тасатма священниксем шала кӗнӗ.

16. И вошли священники внутрь дома Господня для очищения,

2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Унччен ҫӗр пӑхма ҫӳренӗ пилӗк ҫын, шала кӗрсе, кӗлетке, ефод, терафим тата шӑратса тунӑ йӗрӗх илсе тухнӑ.

17. Пять же человек, ходивших осматривать землю, пошли, вошли туда, взяли истукан и ефод и терафим и литый кумир.

Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Моисей] вара Елеазарпа Ифамара — Ааронӑн сывӑ юлнӑ ывӑлӗсене — питӗ хытӑ ҫилленнӗ, вӗсене каланӑ: 17. мӗншӗн эсир ҫылӑх парнине сӑваплӑ ҫӗрте ҫимерӗр? вӑл аслӑ сӑваплӑ япала-ҫке! ӑна сире халӑх ҫылӑхӗсене каҫарма, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатма панӑ; 18. акӑ унӑн юнне сӑваплӑ вырӑна шала илсе кӗмен, мана хушнӑ пек, сирӗн ку парнене сӑваплӑ ҫӗрте ҫимеллеччӗ, тенӗ.

И разгневался [Моисей] на Елеазара и Ифамара, оставшихся сынов Аароновых, и сказал: 17. почему вы не ели жертвы за грех на святом месте? ибо она святыня великая, и она дана вам, чтобы снимать грехи с общества и очищать их пред Господом; 18. вот, кровь ее не внесена внутрь святилища, а вы должны были есть ее на святом месте, как повелено мне.

Лев 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Чир шала кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Грипа ура ҫинчех ирттерекенсен е йывӑр чирлекенсен чир шала кайма, вирус энцефалитне, пневмоние, миокардита, отита, гайморита тата ыттине те куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех