Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шала (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек витсен паллах, ҫумӑр йӑвана шала каймасть, йӗпрен йӗп тӑрӑх юхса ҫиелтенех аяла, ҫӗре анать.

Куҫарса пулӑш

Тумлампа кӳлӗ тулать // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 14–16 с.

— Усал тӑшман пирӗн ҫӗр ҫине шалтан шала кӗме пикенет.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Исаков «МТС директорӗ» тесе ҫырса ҫапнӑ алӑка туртса уҫрӗ те шала кӗрсе тӑчӗ.

Исаков открыл дверь с надписью «Директор МТС» и вошел внутрь.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Леш усалӗ шалтан шала сӗтӗрет-ха мана.

А водяной меня так и тянет в воду, на глубину…

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чылаях шала кӗмелле-ши?

— Мне в лес-то поглубже войти али как?

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апла пулсан тусан ларман ҫырлинех татас-ха тесе Ваҫук вӑрмана чылай шала кӗчӗ.

А парень, поглощенный думами, не заметил, как углубился в лес.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫиелтен курать — шала кӗреймест.

Видит то, что поверху, а что внутри — не ведает.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑль пӑхать те — ӗҫ шалтан шала кӗрсе пырать.

Но сейчас, видя, что дружба заходит слишком далеко.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсем хушшинче чир шала кайса, ытти йывӑр чирсене куҫнӑ тӗслӗхсем питӗ сахал.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Йывӑр чирлекенсен е чире ура ҫинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывӑр чирсене куҫма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ҫулла ун пек ҫемленкке тӑрринче курӑк ашкӑрса ӳсет, шала, маччине, ҫара ҫерҫисем кӗрсе пуҫхӗрлӗ усӑнаҫҫӗ…

А летом так и вовсе: крыша ее зарастает густой высокой травой, птицы свивают там гнезда…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Алӑкне уҫса шала кӗме тытӑнаҫҫӗ кӑна, Хветька тепер енчен тухса тарать.

Только сунулись было внутрь, Хветька проснулся и шасть! — с другой стороны да наутек.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шалтан шала

Ну, дальше — больше…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑнах та ара: мӑйӗнчи сӳсменне шалтан шала, ҫирӗпрен ҫирӗп тӑхӑннӑ пек, ҫын хӑйне хушнӑ ӗҫе ирӗксӗр тукаласа пырать-пырать те кӗтмен ҫӗртенех… ирӗке сиксе тухать.

Да так оно и есть: тянет человек лямку что есть сил, тянет — и вдруг обретает свободу.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пусма, чул паперть, тимӗр алӑк, Тивлетлӗ сӗмлӗх тӑнн тӑрать: Тен, вӑл илӗртекен пахалӑх, Анчах чун ҫӳҫенет, хӑрать Шала кӗрсессӗнех вӑл темшӗн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тавлашу шала каяссине сиссе, амӑшӗ те Фатимана чарӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ шала кайнине кура, ӗнтӗ вӗсенчен нихӑшӗ те татӑклӑн ҫӗнтермесӗр пӑрахасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗҫ шала кайнӑ иккен шӗкӗр хулара, аслӑ карачи те хутшӑннӑ пулсан мӑрсасем ача вӑййи вылямаҫҫӗ унта.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пулнӑ теме хӑрарӗ, ун пек каласан сӑмах-юмах тата шала кайма пултарать..

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫ шала каяссине сиссе ку таранччен лӑпкӑн ҫеҫ тӑнӑ Булат Ширин ун патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех