Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗтренсе (тĕпĕ: чӗтрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Володя кабинӑна кӗрсе ларчӗ те, комбайн ӑш-чикки шавлама тытӑнчӗ, кӗлетки чӗтренсе илчӗ, вырӑнтан хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫакна пула хӗрача кравать ҫинче чӗтренсе илчӗ те вӑранчӗ.

От этого она вздрогнула и проснулась.

Тетте // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/591

Анчах сасартӑк унӑн кӑкӑрӗ каллех чӗтренсе илчӗ, унтан чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

«Халь ҫурӑлса ҫитеймен-ха вӗсем, анчах пӗр-икӗ кунтан хӑйсемех ҫурӑлса ҫитеҫҫӗ», — кӑшт ҫеҫ чӗтренсе илтӗнчӗ ӑна тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Сасартӑк, пӗр харӑс тӑрса, Эпир вӗтлӗх витӗр, сӑрт урлӑ, хирпе Васкарӑмӑр аслӑ вӑрҫа, Эпир — малтисемччӗ; ҫӗнме ҫӗкленсе Кӗрейрӗмӗр ҫулӑм ӑшне, — Ахлатрӗ тавралӑх, шартах чӗтренсе, Тем шӑхӑрчӗ: хӑшӗ — хӑшне! — Вӑл ухӑ снаряд-мӗн шартлатрӗ ҫумра, Сӳ килчӗ, сӳ кайрӗ хӗрӳ…

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кӗлсулттан кинемей Савантер вӑйпут патне пырса тем пӑшӑлтатнине, вара лешӗн куҫӗ савӑнӑҫлӑ ял-л! ҫиҫсе илнине асӑрхарӗ те тарӑхнипе чӗтренсе илчӗ, унтан васкамасӑр ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов, хӑйне усал ӗҫ тунӑ чухне тытнӑ пек, чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑҫта илсе каяссине сиссе, улпут чӗтренсе кӑшкӑрма тытӑнчӗ, каҫару ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк ҫывӑхрах ҫӗр чӗтренсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Анчах инҫетререхре, Ухта енче, снарядсем шартлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ тата ҫӗр чӗтренсе илни сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Пуйӑсӗ кашни станцӑрах чарӑнса тӑрса ту-ту-ту-тут! кӑшкӑртни, чӗтренсе тапранса кайни вӗсене чӑнласах килӗшнӗччӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ҫӑпан» тесенех пирӗн сӗме пӳрлӗ ӳт-тир шыҫҫин чун-чӗре тӗпӗнченех хыпкӑчланса туртӑнакан тӑсӑлчӑк, хаяр ыратӑвӗ ток пек килсе ҫапать, ӑс-пуҫа хура кӗркуннехи каҫпултти сӗмлӗхӗ ҫӑтса ярать, ҫан-ҫурӑм, тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе те чу! туртӑнкаласа, сӳ! ҫӳҫенсе каять, хӑшӗ-пӗрин тата пит-куҫӗ те нушаллӑн «курчӑланса», ҫатракаланса нӗрсӗрленӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑл ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Катрашкисем-шатрашкисем вара сас-чӗв кӑлармасӑр, пӗр пек чӗтренсе, вӗттӗн арпашса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасӑ таҫта катара хурлӑхлӑн, тӑлӑххӑн чӗтренсе ахрӑмланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анне, ха-мӑн атте таврӑнсан мана мӗнле шыраса тупӗ вара? — кӗрхи сивӗ ҫумӑр айне лекнӗ ҫулҫӑ пек чӗтренсе илчӗ пӗчӗк кӗлетке.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Кур-ха, епле кӗмсӗртеттерет, аслати авӑтнӑ чухнехи евӗр, чӳрече кантӑкӗсем чӗтренсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урсэкие сасартӑках хӗрлӗармеец ҫанни ҫумне пӑчӑртанса, пӗвӗпе чӗтренсе ӗсӗклекен хӗрарӑма асӑрхарӗ.

Вдруг Урсэкие заметил женщину, судорожно прижавшуюся к рукаву красноармейца.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн ҫӳллӗ те тӗреклӗ пӗвӗ, ӗсӗклесе макӑрнипе, чӗтренсе илчӗ, куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ.

Иго большое тело сотрясалось от рыданий, слезы текли ручьем.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ваня юлташа темскер каласшӑн пулнӑ пек чӗтренсе тӑракан тӗксӗмрех хунар айӗнче, кӗтесре, темле ҫын тӑни курӑнчӗ.

На углу, возле подслеповатого фонаря, который, казалось, подмигивал товарищу Ване, кто-то стоял.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор чӗтренсе илчӗ, вара чупнӑ пекех темскер ҫырнӑ хӳме патнелле ыткӑнчӗ.

Виктор вздрагивает и чуть ли не бегом бросается к надписи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех