Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫимӗҫ пахчисем патне каякан тусанлӑ ҫулпа хура виноград тӳпелесех тиенӗ чӗриклетекен арбасем килеҫҫӗ.По пыльной дороге, ведущей к садам, тянулись скрипучие арбы, верхом наложенные черным виноградом.
XXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Карчӑк тухрӗ, вара, темиҫе минутран, чӗриклетекен картлашкасем тӑрӑх хӑпарса, пӳрте Лукашкӑн чӗлхесӗр аппӑшӗ кӗчӗ.Старуха вышла, и через несколько минут по скрипящим сходцам вошла в хату немая сестра Лукашки.
XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хапӑл туса кӗтетӗп, — савӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ те старик, ҫара урисене кровать ҫинчен хӑвӑрттӑн антарса, сиксе тӑчӗ, чӗриклетекен урай тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм турӗ, унтан хӑйӗн кукӑр урисем ҫине пӑхса илчӗ, вара сасартӑк ӑна хӑйӗн урисем кулӑшла пек туйӑнчӗҫ; вӑл кулса ячӗ те ҫара ура кӗлипе пӗрре тапрӗ, иккӗ тапрӗ, унтан авкаланса илчӗ.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Лере, ав, ҫӗтӗк тумтирлӗ, сарлака пит-куҫлӑ тарҫӑ-ногаец, ҫеҫенхиртен хӑмӑш тиесе килнӗскер, есаулӑн анлӑ та таса картишӗнче чӗриклетекен урапине ҫавӑрать те, пуҫӗсене ухакан вӑкӑрсенчен сӳсменӗсене хывса илнӗ май, хуҫипе тутарла калаҫса илет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пур енчен те ҫуран, юланутсемпе е чӗриклетекен арбасемпе станицӑналла халӑх куҫать.Со всех сторон подвигается пешком, верхом и на скрипучих арбах народ к станице.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ромашов чӗриклетекен калинккерен хӑйӗнчен хӑй кӗтмен хӑюллӑхпа хӗсӗнсе кӗчӗ те, стена патне пырса, чечексене чӳречерен ывӑтрӗ, ним сас та пулмарӗ пӳлӗмре, нимӗн хускалмарӗ.
XVII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Кивелнипе чӗриклетекен картлашка тӑрӑх Давыдов шкул ҫурчӗн пысӑк крыльци ҫине улӑхрӗ.По старым, скрипучим ступенькам Давыдов поднялся на просторное крыльцо школы.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иккӗмӗш хут пырсан, вӑл хуҫан иртсе ҫӳрекен пӳлӗмӗнче чарӑнса тӑнӑ, Давыдова малалла ирттерсе янӑ та, лешӗ ҫенӗхе тухсан, унтан чӗриклетекен крыльца картлашкисем тӑрӑх чупса ансан, Лушка хуҫа арӑмӗ умне чи таса чунлӑ ҫын пек ҫаврӑнса тӑнӑ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан?
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Картишӗнчен Любишкин лампаслӑ ҫӗнӗ шӑлаварпа, чӗриклетекен атӑпа сасартӑках вунӑ ҫул ҫамрӑкланса тухса кайрӗ.С база пошел в новых шароварах с лампасами, в сапогах с рыпом, помолодевший сразу лет на десять.
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лав ҫинче сӑпкари пек силлентерет, уттӑн пылак шӑрши, хуркайӑксем кӑшкӑрашнине аса илтерекен, чӗриклетекен урапа сассисем, лашасем хартлатни, йӗри-таврари илемлӗ уй-хир, пуҫ ҫинчи ӑшӑ ҫил — ҫаксем пурте, пурте Федьӑна амӑшӗпе совхозра пурӑннӑ кунсене аса илтерчӗҫ.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Чӗриклетекен пысӑк алӑксене икӗ аллипе тытса майӗпен уҫрӗ те вӑл хӑнасене йышӑнакан пысӑк пӳлӗме тухрӗ.Осторожно, обеими руками открывая тяжелые скрипучие двери, он отправился в гостиную.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пурҫӑн йывӑҫӗн ҫинҫе, пӗкӗ пек авӑнса аннӑ турачӗ ҫине ларса, чӳрече айнех пырса чӗриклетекен ҫерҫи сасси те илтӗнмест кунта.
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949