Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗпписем (тĕпĕ: чӗпӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чӗпписем уйрӑмах шап-шурӑ та пӳске пек чӑмӑркка-ха.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн хӑйӗн пӗчӗк чӗпписем ҫине пӑхса вӗҫӗмсӗр савӑнасси, ахӑлтатса куласси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тин тухнӑ чӑх чӗпписем хӑй амӑшӗ тавра шимплетсе ҫӳренине курнӑ ӗнтӗ эсир.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӗсен хушшинче сарӑ мамӑк ҫӑмхисем — хур чӗпписем тайкаланса ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

— Буржуй чӗпписем…»

— Буржуйское отродье…»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Турӑ урине тапрӗ те, шуйттан чӗпписем персе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

— Хайхи турӑ аллине сулчӗ те, шуйттан чӗпписем куҫран вӑшт ҫеҫ ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Вӗсем те вӑхӑт ҫитсен, ҫунат сарнӑ кайӑк чӗпписем пек, пӑрр! ҫеҫ вӗҫсе тухса кайӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ачасем кашни харпӑр хӑй пӑхса усранӑ кайӑксем ҫинчен каласа панӑ чух тахӑшӗ Твиккапа Квикка чӗпписем, ӗнтӗ тахҫанах ӳссе ҫитнӗ тӑманасем ҫинчен аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

Вӗсен чӗпписем пурӗ пӗрле тепӗр пин шӑши тытрӗҫех.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ку чӗпписем хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма пуҫласан, Квикка тата тепре чӗпӗ кӑларма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Квиккапа Твиккан чӗпписем йӑваран июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Чӗпписем пӗчӗккӗ-ҫке-ха, шӑши пуҫне ҫаплипех ҫӑтма пултараймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Мӗншӗн тесен вӗсен халь чӗпписем пур, чӗпписемпе пӗрле илсе каятпӑр та, ниҫта та тармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Квикка чӗпписем тепӗр икӗ эрнерен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Чӑхӑсем, пуринчен ытла чӗпписем, темӗнле сикекен чирпе чирлесе питӗ нумай вилсе пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Вара эпӗ Вадим панӑ ҫӑмартасене хамӑн кӑвакарчӑнсен йӑвине, Вадим эп панӑ ҫӑмартасене хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсен йӑвине хурать, ҫапла вара, пирӗн кӑвакарчӑнсем ку ҫӑмартасенчен тухнӑ чӗпӗсене хӑйсен чӗпписем, чӗпписем кӑвакарчӑнӗсене тӑван ашшӗ-амӑшӗ, йӑвисене хӑйсен тӗп килӗ тесе шутлаҫҫӗ, ниҫта та вӗҫсе каймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Капла чӗпписем выҫсах вилӗҫ», — шухӑш пырса кӗчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Чӗпписем патне анса пӑхса ҫеҫ каяҫҫӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Паян та авӑ ҫӳлте вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-ҫӳреҫҫӗ те чӗпписем патне чул муклашки ӳкнӗ пек вӗлт! анаҫҫӗ, пӑхатӑн, вӗсем каллех пӗлӗтре!

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех