Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тайвань чӗлхисем

Тайваньские языки

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Вырӑнти чӗлхесем шутне хокло (тайвань чӗлхи), хакка, кӑк халӑхсен чӗлхисем кӗреҫҫӗ..

включая хокло (тайваньский язык), хакка, языки коренных народов.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Сӑртлӑ-туллӑ районӗсенче дравид чӗлхисем сарӑлнӑ: телугу, гонди, мариа, муриа, койя, pardhan, парджи, nagarchal, курух.

В горных районах распространены дравидийские языки: телугу, гонди, мариа, муриа, койя, pardhan, парджи, nagarchal, курух.

Чхаттисгарх // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D1% ... 1%80%D1%85

Провинцин тӗп чӗлхисем: зулу (77,8 %), акӑлчан (13,2 %).

Основные языки провинции: зулусский (77,8 %), английский (13,2 %).

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Богданов таврӑнсан тин чӗлхисем уҫӑлчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав самантрах ҫулӑм чӗлхисем пӳрте вӗри кӑшӑлпа кӑшӑлласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӗлхисем ҫемҫе, чӗвӗлтетсе кӑна тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Унӑн шухӑшӗнче ку пӗчӗк пӑнчӑ мар, вут-хӗмпе ялкӑшакан шар пулчӗ ӗнтӗ, ун ӑшӗнчен, самолет турбининчен кӗрлесе тухнӑ пек, ҫулӑм чӗлхисем, ҫутӑлакан газ кӗрлесе тухать.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӗлхисем уҫӑлнӑ, пурте кӑмӑллӑн кула-кула калаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

«Национальность.ги» тревел-шоура тӗлӗнмелле форматра Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем ҫинчен каласа параҫҫӗ.

В тревел-шоу «Национальность.ru» в необычном формате рассказывают о языках народов России.

Раҫҫейре "Национальность.ги" проектӑн иккӗмӗш сезонӗ пуҫланнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... nn-3413137

Чӑваш писателӗсен чи лайӑх произведенийӗсене вырӑсла тата хамӑр ҫӗршыври тӑванла халӑхсен чӗлхисем ҫине куҫарса пысӑк тиражпа пичетлесе кӑлараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Ах, Шеремет чӗлхисем! — терӗ вӑл, сасартӑках халтан кайнӑ евӗр.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Наци чӗлхисем малалла аталанни вӗсем хушшинче вырӑс чӗлхи сарӑлассине чӑрмантармасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вырӑс чӗлхипе ытти наци чӗлхисем хушшинче пирӗн ҫӗршывра нимле тавлашу та ҫук, пулма та пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫырулӑхсӑр чӗлхесем пурте — вак халӑх чӗлхисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫапла вара, пирӗн ҫӗршывра чӗлхесем пӗр-пӗрне ҫывӑхланаҫҫӗ тени чӑваш е эстон, авар е тутар, мари е вырӑс чӗлхисем, пӗр-пӗрне ҫывхарса, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе каяс еннелле аталанаҫҫӗ тенине пӗлтермест, хӑйсен аталанӑвӗнче каярах юлнисем маларах кайнисен шайне ҫитесшӗн туртӑннипе пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: наци культурисем пӗр пӗтӗм культура пулас енне ҫывхарса пыраҫҫӗ пулсан, наци чӗлхисем те пӗр пӗтӗм чӗлхе пулас еннелле ҫывхарса пымалла, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Каччӑсемпе хӗр ҫумсем Чӗкеҫ туйне тӑваҫҫӗ, Тарӑхласа чӗлхисем Шуртан туйне хурлаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗнтӗ самаях лӗпсӗрӗлчӗҫ ӗҫкӗ компаньонӗсем, куҫӗсем саланчӑк, икӗ-виҫӗ сукмакпах йӑраланаҫҫӗ, чӗлхисем те «армак-чармак турат-тӗретрен ҫакланкалаҫҫӗ, тӗмеске-тумхах ҫине те пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Ак ӗнтӗ ҫаксен пичӗ-куҫӗсенчен мухмӑр сӳрӗклӗхӗ, мӑранлӑхӗ самантрах пӑсланса, ситреленсе ҫухалчӗ, чӗлхисем сулчӑ ҫыхнӑ михӗ ҫакки пекех салтӑнса кайрӗҫ: иртнисенче тем пылаккисене аса илсе (вӗсем Ҫӗнӗ ҫула, хӑйсем чакӑлтаташле, «сысна лупашкинче» — темле ҫурт путвалӗнче, слесарьсен пӳлӗмӗнче, — кӗтсе илсе «салютланӑ» иккен), пуҫларӗҫ ихӗлтетме, чӑхлатма, лахлатма…

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех