Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтрӗ (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павӑл хӑй ҫемйи ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн ҫунчӗ, анчах вӑл хӑй кам тата ӑҫтан пулнине хресчен пӗлесрен хӑраса ыйтмарӗ, чӑтрӗ.

Павле терзало искушение спросить о своей семье, но он удержался, он не хотел, чтобы крестьянин узнал, кто он и откуда родом.

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫилленсе кайнӑ Йованӑн, ҫак этемсем ҫине сиксе ӳксе, опанка кӗлипе тапса тӑн кӗртес килчӗ, анчах чӑтрӗ, тӗттӗмлӗхе хӑнӑхас тесе, темиҫе минут пӗр сикмесӗр тӑчӗ.

Йовану хотелось наброситься на обидчиков, смять их и растоптать, вздрагивая от ярости, он несколько минут стоял неподвижно, стараясь привыкнуть к свету.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нимӗҫсен пек курӑнса каякан йытта Никола каллех пересшӗн пулчӗ, анчах чӑтрӗ, пемерӗ.

Николой вновь овладело желание выстрелить в собаку, которую он считал немецкой.

10 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кун пек калаҫусем Учана яланах ҫиллентернӗ, ҫавӑнпа унӑн халь партизансене хӑтӑрса тӑкасси килчӗ, анчах вӑл чӑтрӗ.

Учу раздражали эти разговоры, он хотел было резко их оборвать, но сдержался.

1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Аслашшӗн пичӗ ҫинчи нухайкка йӗрне курса: «Мӗнле чӑтрӗ вӑл ун чухне, мӗнле кӑшкӑрса ямарӗ, мӗскӗн?» — тесе шухӑшларӗ вӑл.

«Как он тогда стерпел, не крикнул?» — подумала она, увидев на лице старика след от нагайки.

II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Вӑтӑр километр тӑршшӗ тӑсӑлса выртакан трубопровод чи пысӑк пусӑма — ҫитмӗл атмосфера пусӑмне чӑтрӗ, ниҫта та пӗр ҫурӑк ҫук!

Трубопровод в тридцать километров не дал ни одного разрыва даже при максимальном давлении в семьдесят атмосфер!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Генкӑн куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ, вӑл шӑтарас пек тинкерсе пӑхнине Батманов аран-аран чӑтрӗ.

Батманов едва выдержал пристальный, напряженный взгляд Генки, у которого сузились глаза.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Премишӗн тӑрӑшмастӑр эппин? — тӗлӗннӗ пек пулса чӑтрӗ Батманов.

— Не за премию стараетесь? — с деланным удивлением спросил он.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Телее, Уэлдон миссис енчен енне силленине те, хумсем ҫинче сиктернине те аван чӑтрӗ.

К счастью, миссис Уэлдон прекрасно выносила и боковую и килевую качку.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Уэлдон миссис ӳпкелешмерӗ, ишеври чӑрмавсене тӳсӗмлӗн чӑтрӗ.

Но миссис Уэлдон не жаловалась и терпеливо сносила все неудобства плавания.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫитменнине, килти пахчасенче никамӑн та помидор ҫук та, колхоз пахчинчи тухӑҫ пушшех пысӑккӑн курӑнать: килте ҫынсем пӗтнӗ калча вырӑнне ҫӗнӗрен те лартса пӑхрӗҫ, сивӗ каллех ҫапса кайрӗ, Егор акни чӑтрӗ.

Урожай был тем более внушителен, что в этом году на селе ни у кого помидоры не уродились: люди пытались подсаживать рассаду — мороз убивал ее насмерть, а Егоровы всходы выдержали.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Пытарнӑ чухне макӑрман пекех ҫак вӑхӑтра та чӑтрӗ вӑл.

Она не заплакала, как не плакала даже на похоронах.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Григорий карланкинче темскер чӗтреме пуҫларӗ, анчах вӑл чӑтрӗ, шанчӑклӑ ординарецне хумханчӑклӑн, кӑштах тӳрккесреххӗн ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ, ҫыхӑнусӑррӑн калаҫрӗ:

У Григория что-то задрожало в горле, но он сдержался, растроганно, грубовато хлопнул верного ординарца по спине, несвязно проговорил:

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӗремесленсе кайнӑ ашшӗ купӑстапа ҫӗрулми татӑкӗсене сухалӗ ҫинчен иртсе хӑтланнине кура, Дуняшка темле кӑна кулӑпа чыхӑнса каймарӗ, анчах ыттисем шухӑшлӑ сӑнпа чӗнмесӗр ларнине курчӗ те, вӑл та чӑтрӗ, вырӑнсӑр кулса ярасран шикленсе, ашшӗ ҫине пӑхма пӑрахрӗ.

Дуняшка чуть не прыснула, глядя, как побагровевший отец выбирает из бороды капусту и кусочки картофеля, но лица остальных были настолько серьезны, что и она сдержалась и взгляд от отца отвела, боясь некстати рассмеяться.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анохина пурте — Лизӑ пӳрнисене мӗнле хуҫкаланисем те, тутисем ҫинчен кайма пӗлмен, тем каласшӑн пулнӑ кулли те кӑмӑла каймарӗ, анчах вӑл ун хӑтланӑвӗсене тӳсӗмлӗн чӑтрӗ, хыпӑнса ӳксе, унран харкашусӑр мӗнле уйрӑлма пулать-ши тесе шухӑшларӗ.

Все вызывало в Анохине внутренний протест — и ее жесты, и не сходившая с губ двусмысленная усмешка, но он терпеливо сносил ее выходки, лихорадочно думая о том, как бы освободиться от нее без скандала.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл лайӑхмарланчӗ, вӑтанса кайрӗ, ашшӗне хӑйне те кӳрентермелле тавӑрас килчӗ унӑн, анчах чӑтрӗ, тулса ҫитнӗ ҫиллине пусарса, палт ҫаврӑнчӗ те, крыльца умӗнчен айккинелле пӑрӑнса, тӗттӗмре ҫухалчӗ.

Ей было и неловко и совестно, просилась на язык ответная дерзость, но она сдержала себя и, подавив подступивший к сердцу гнев, круто повернулась и пошла прочь от крыльца в темноту.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ултӑ пӑт йывӑрӑш таякан кӗлеткене пӑяв аран-аран чӑтрӗ; такан кашти патӗнче нӑтӑртаткаласа, майӗпен сулланчӗ.

Веревка едва выдерживала шестипудовую тяжесть; потрескивая у перекладины, она тихо качалась.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ.

Но он сдерживался, пыхтел, как паровик, и молчал, исподлобья кидая взгляды на Челкаша.

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Бекки макӑрса ярасран аран чӑтрӗ.

— И она проглотила подступившие слезы.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑтрӗ Валя.

Валя терпела.

Хӗр чысӗ // Анна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех