Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак ирсӗр чир, хуласемпе ялсене сарӑлса, питӗ тӑрӑшса пӑхакансен аллисенчен те ҫынсене туртса илнине Вера Павловна пӗлнӗ, — анчах «сан инкекӳшӗн эпӗ айӑплӑ мар, уншӑн, тусӑм, эсӗ те айӑплӑ мар», теме ҫеҫ пӗлни вӑл начар йӑпану; ҫапах та ҫав яланах тӗл пулакан ӗҫсем кашниех Вера Павловнӑна нумай кӳрентернӗ, унтан та ытларах ӑна нумай чӑрмав кӳнӗ: хӑш чухне пулӑшмашкӑн ҫынсем шырамалла пулнӑ; час-часах вара шырама кирлӗ пулман, пулӑшмалла кӑна пулнӑ: ҫынна лӑплантармалла, хаваслантармалла, хӑйӗн тивӗҫне туйма вӗрентмелле, «йӗме чарӑн, — чарӑнсан йӗмелли урӑх нимӗн те юлмӗ», тесе ӑнлантармалла.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чей ӗҫменнипе учитель Марья Алексевнӑна унчченех килӗшнӗччӗ; вӑл йӗркеллӗ, ӗҫе тӗплӗн тӑвакан ҫын пулни пур енчен те курӑнать; калаҫасса вӑл сахал калаҫать, ҫӑмӑлттай мар, — ҫакӑ лайӑх та ӗнтӗ; анчах калать пулсан, лайӑх калать вара, уйрӑмах укҫа-тенкӗ ҫинчен лайӑх калать; анчах виҫӗмкунхи каҫранпа вара Марья Алексевна учителе пушшех хаклама пуҫларӗ: учителӗн хӑй урок ирттерекен ҫемьесенчи хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнме юрамасть, питӗ пысӑк чӑрмав пур: ун пек ҫамрӑк ҫынсен ҫавнашкал пысӑк чӑрмав сайра хутра кӑна пулать вӗт.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нимрен ытла, манӑн ӑна хуторта вӗлерес килмен, ав епле чӑрмав!Главное, не хотелось мне его в хуторе убивать, вот в чем была загвоздка!
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Апла пулин те вӗсем: ашшӗсем, ачисем, пиччӗшсем, арӑмӗсем, тусӗсем, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, тӑшмансемпе пачах палламан ҫынсем — пӗр ушкӑна пухӑннӑ та, пӗрне-пӗри хавхалантараҫҫӗ, пӗрне-пӗри явӑҫтараҫҫӗ, вилесрен хӑрасан та ҫак пысӑках мар чӑрмав урлӑ каҫасшӑн мар.
IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Ҫапла пултӑр тесен пысӑках мар чӑрмав урлӑ кӑна каҫмалла.Для этого нужно перешагнуть всего лишь небольшое препятствие.
IX // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.